Хулара
stylishbag.ru сайтри сӑн Шупашкарти 53-ри хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненнӗ. Вӑл ун патне ФСБ ӗҫченӗ шӑнкӑравлать тесе шутланӑ. Хӗрарӑм такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланнӑ тенине ӗненнӗ. Ҫапла вӑл банкра 5 млн тенкӗлӗх кредит илнӗ те куҫарса панӑ. Банк ӗҫченӗ асӑрхаттарнине те хӑлхана чикмен. Кун хыҫҫӑн та ултавҫӑсем унран хӑпман. Икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне 4,7 млн тенкӗпе сутса ярса укҫине куҫарма хушнӑ. Хваттер сутни хут ҫинче кӑна имӗш, кайран вӑл таврӑнмалла. Хваттере туяннӑ арҫын пырса тӑнӑ, хӗрарӑм ку манӑн хваттер тесе ӑна кӗртмен. Ара, вӑл ӑна хут ҫинче кӑна сутнӑ-ҫке-ха. Арҫын полицие кайнӑ. Хӗрарӑм пакунлисен умӗнче ҫав палламан ҫын номерӗпе шӑнкӑравланӑ та хӑй чӑнах та ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫапла вӑл хваттерсӗр тӑрса юлнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 млн кредит тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
m.fishki.net сайтри сӑн Шупашкарти пӗр радиостанци ертӳҫи, 30 ҫулти ҫамрӑк хӗрарӑм, ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл кун пирки полицие пырса каласа кӑтартнӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравланӑ та хӑйсемпе тӗп банк ӗҫченӗ тата Мускаври йӗрке хуралӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискерсем каланӑ тӑрӑх, такам унӑн счечӗ ҫинчи укҫана илесшӗн. Ҫакна каласан хӗрарӑм онлайн майпа кредит илнӗ те палламан ҫынсем каланӑ счет ҫине 97 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ӗҫне тунӑ хыҫҫӑн кӑна вӑл йӑлтах ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
w-dog.ru сайтри сӑн Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС ӗҫченӗсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Вӑл икӗ ятран тӑрать. Ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Анна-Мишель тесе чӗнме шутланӑ. Раҫҫейре иккӗллӗ ятсем хальлӗхе анлӑ сарӑлманнине палӑртмалла. Вӗсем хӑйне евӗр тата ашшӗ ячӗпе ытлах килӗшсе тӑмаҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Иккӗлӗ ята ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑра дефис урлӑ ҫыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра Шупашкарта «Раща» сад юлташлӑхӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Иккӗмӗш хут ҫуннӑ. Дача хуҫи, 68 ҫулти арҫын, пушара хӑй тӗллӗн сӳнтерме тытӑннӑ. Анчах вӑл хӑй шар курнӑ. Вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар кӑмакапа тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вырсарникун Шупашкарта пурӑнакансем кӑмӑллах мар ӳкерчӗк курнӑ. «Модӑсен ҫуртне» хирӗҫ пулнӑ ку. «Тойота» тӑррине ванна вырнаҫтарнӑ, унта вара питех те уҫӑ купальник тӑхӑннӑ хӗр авкаланса ташланӑ. Вырӑна полицейскисем часах ҫитнӗ. Водителе те, хӗре те полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. 33 ҫулти водителе ҫынна ҫапла майпа илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/mintrud_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкар хулинче килсӗр-ҫуртсӑр арҫынна ӗҫ тупса панӑ. Ӑна ҫав енӗпе Республикӑри социаллӑ адаптаци центрӗ пулӑшнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, килсӗр юлнин сӑлтавӗсенчен пӗри — ӗҫсӗр тӑрса юлни. Шӑпах ҫавӑн пек шӑпа пӳрнӗ те Сергея. Малтан вӑл ӗҫсӗр юлнӑ, унтан — пурӑнмалли вырӑнсӑр. Пӗлӗшӗсем ӑна килсӗр ҫынсем валли Шупашкарта социаллӑ адаптаци центрӗ пурри ҫинчен пӗлтернӗ. Арҫын ҫав учрежденирен пулӑшу ыйтнӑ та. Ӑна вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтернӗ, ӗҫе вырнаҫма пулӑшнӑ. 65 ҫулти арҫынна пӗр усламҫӑ тӗрлӗ яваплӑха пурнӑҫлама ӗсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
bestlj.ru сайтри сӑн Шупашкарти тухтӑр укҫа Украинӑна пулӑшма каять тесе хӑраса ӳкнӗ те 1,7 миллион тенке темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хӗрарӑм тухтӑр патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе ФСБ ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, такам унӑн ячӗпе 6 миллилон тенкӗ кредит илме хӑтланать. Ҫапла ан пултӑр тесен 48 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен укҫине илсе парӑма татмалла-мӗн. Унсӑрӑн укҫа-тенкӗ Украинӑна пулӑшма каять имӗш. Банк ӗҫченӗ хӗрарӑма ултавҫӑсем пирки асӑрхаттарнӑ. Анчах тухтӑр хваттерте юсав ӗҫӗсем туни пирки суйнӑ. Вӑл банкран 1 миллион кивҫен илнӗ. Ку кӑна мар. Машинине салук хурса 700 пин тенкӗ илнӗ. Ӑна та ултавҫа куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
/t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта ыркӑмӑллӑх шкапӗ пур. Ӑна хулари МНТК пульницӑна хирӗҫ вырнаҫтарса хунӑ. Унта ҫынсем хӑйсен япалисене пырса хума пултараҫҫӗ, теприсем ҫав япаласене илсе каяйраҫҫӗ. Тепӗр чухне хитре япаласемех юрӑхсӑра тухаҫҫӗ: е пӗчӗкленсе кайнӑран, е ун пеккине тек тӑхӑнас килменрен. Ҫӳп-ҫап контейнерне тухса перес вырӑнне ун пек япаласене ыркӑмӑллӑх шкапне кайса хума май пур. Телеграмри каналсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, ун пеке шкапсем ытти вырӑнта та уплсан аван. Япалана хурса хӑварассишӗнех хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне пурин те ҫӳрес килмест-ҫке. Ҫывӑхрах пулсан такам та кайса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
k1news.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн 9 ҫулти ывӑлӗ компьютерпа вӑйӑ вылянӑ та амӑшӗн карточки ҫинчи 65 пин тенке куҫарса панӑ. Куншӑн ӑна счет ҫине хушма «фишка» куҫарса парасса шантарнӑ. Анчах ача кӑлӑхах кӗтнӗ. 11 ҫулти арҫын ачан амӑшӗ те ҫапла шар курнӑ. Шӑпӑрлан вӑйӑра промокод илесшӗн пулнӑ, палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла счет ҫинчен 30 ытла пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Контактри" сӑн Раҫҫейри паллӑ блогер Чистомэн Шупашкара килнӗ. Вӑл Ботаника садӗнче 1 сехетре 100 литр кӗрекен 10 михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Чистомэн кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, парк хитре, анчах тирпейсӗр. Ӑна шывра ҫӳп-ҫап нумай выртни тӗлӗнтернӗ. Унта вӑл 5 ҫул каялла туса кӑларнӑ банка та тупнӑ. Чистомэн михӗсене контейнера пересшӗн пулнӑ - анчах вӗсем Ботаника садӗнче ҫук. Ҫавӑнпа вӑл шупашкарсене михӗсене ҫӳп-ҫап контейнерӗ патне илсе ҫитермешкӗн пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |