Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Парамонова Алиса Михайловнӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак хӗрарӑма куракансене е ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
fotobus.msk.ru сайтри сӑн Шупашкара 47 ҫӗнӗ автобус илсе килнӗ. Хальлӗхе вӗсене Чӑваш транспорт управленийӗн балансӗ ҫине куҫарас ӗҫ пырать. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫула тухӗҫ. Палӑртмалла: ҫӗнӗ автобуссем пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Хальхинче 27 ПАЗ тата 20 НефАЗ килнӗ. Транспорт пӗтӗмпе 499,2 миллион тенке кайса ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта 55 ҫулти хӗрарӑм банкомат урлӑ карточки ҫине укҫа хума тӑнӑ та операцие вӗҫлемесӗрех пӑрӑнса утнӑ. Кӗҫех ун патне счечӗ ҫинчен 14 пин тенкӗ илни пирки смс килнӗ. Хӗрарӑмӑн полицие кайса пулӑшу ыйтма тивнӗ. Йӗрке хуралҫисем укҫана кам илнине часах палӑртнӑ. Хӗрарӑм хыҫҫӑнах банкомат патне 42 ҫулти арҫын пынӑ иккен. Вӑл хӗрарӑм пуҫланӑ операцие вӗҫлесе укҫана, 14 пин тенке, илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mperspektiva.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн 12-ри хӗрне мӑшкӑлласа пурӑннӑ тесе шутлаҫҫӗ. Рен ТВ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын савутра стропальщикре ӗҫлет. Ун тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви шухӑшӗпе, вӑл 12-ри хӗрне 2022 ҫулхи ҫулларанпа 2023 ҫулхи раштавччен мӑшкӑлласа пурӑннӑ. Вӗсен ҫемйи учетра тӑмасть, арӑмӗ пур. Ҫак арҫын унччен судпа ҫыхланманни паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан пенисонерсем паян хӗллехи спартакиадӑна пуҫтарӑннӑ. Спорт ӑмӑртӑвне Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр йӗркеленӗ. Ватӑсем виҫӗ командӑна пайланса ӑмӑртнӑ. Вуншар ҫынтан тӑракан ушкӑн вӑр-варлӑхпа тата хаваслӑхпа палӑрнӑ. Вӗсене курма пынӑ пенсионерсем те хӑйсен тусӗсемшӗн чунтан пӑшӑрханнӑ, ҫӗнтерме ӑнӑҫу сунса хавхалантарнӑ. Сӑмах май ҫакна та палӑртса хӑвармалла: Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӑн структура подразделенийӗсем хулари Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗн урамӗнчи 21А, Хусанкай урамӗнчи 29А тата Константин Иванов урамӗнчи 79/16 ҫуртсенче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheboksary555.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енӗн тӗп хули 555 ҫулхи юбилея кӗтсе илме хатӗрленет. Ҫав ятпа Шупашкарта «Русские авиационные гонки» (чӑв. Вырӑс авиаци ӑмӑртӑвӗ) мероприяти пуҫласа иртӗ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 18-мӗшӗччен ҫӗршыври чи маттур пилотсен хӑйсен пултарулӑхне пирӗн патӑмӑрта кӑтартӗҫ. Ӑмӑртӑвӑн ҫулӗ шыв ҫийӗн пулӗ, шывран 20-25 метр ҫӳллӗшӗнче. Пилонсене Атӑл юханшывӗн хӗрринче, Мускав ҫыранӗ ҫумӗнче ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheboksary555.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен мероприятисен шутӗнче сывлӑшра вӗҫекен аппаратсен «Чебоксарское небо» (чӑв. Шупашкар пӗлӗчӗ) фестивалӗ те пулӗ. Сывлӑшри хӑмпӑсен илемӗпе киленнипе пӗрех вунӑ шартан пӗрин пассажирӗ пулса тӑма май килӗ. Унпа улӑхсан Шупашкар илемӗпе ҫӳлтен киленме май пур. Тӗрлӗ ҫулхисем валли фестиваль вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ программа хатӗрлеме шантараҫҫӗ. Ҫав шутра — концертсем, ал ӑстисен куравӗсем, ӑсталӑх лаҫҫсем, фудкорт зони, сӑн ӳкерӗнме хитре вырӑнсем хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ архивӗнчи сӑн Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ларакан фургонран канфетсем, газлӑ шӗвексем ҫухалнӑ. Водитель машина чӳречи ҫӗмрӗк пулнине, тавар ҫуккине асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Вӑрӑсене Зара ятлӑ йытӑ тупма пулӑшнӑ. Вӑл вӗсен йӗрӗ ҫине ӳксе полицейские ҫав ҫулпа илсе кайнӑ. Вӑрӑсенчен пӗри пурӑнакан ҫурт патне ҫитсен вӑрланӑ тавар урайӗнче выртнине асӑрханӑ. Вӑрӑсем ӳкерсе хӑварнӑ иккен. Ҫак ӗҫе тума пултарнӑ виҫӗ каччӑна тытса чарнӑ. Вӗсем унччен те полици аллине леккеленӗ. Каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем айӑпне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mk.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫын савнийӗ пулнӑ хӗрӗ хӑйне пӑрахнине ниепле те йышӑнман. Вӗсем арҫыннӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн уйрӑлнӑ. Хайхискер ӑна вӑрлама шутланӑ. Арҫын хӗре урамра сыхласа тӑнӑ, ӑна хӑйӗн машинине вӑйпах лартнӑ. Вӑл ҫапла тӗлпулу ирттересшӗн пулнӑ иккен. Анчах хӗр тарма пултарнӑ. Кайран вӑл полицие кайса арҫын тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ҫуралнӑ кунне полицире кӗтсе илнӗ. Ӑна кун пек ҫынна вӑрланӑшӑн 5 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
feniks7.ru сайтри сӑн Шупашкарта 3-мӗш класс ачи палламан ҫынсене амӑшӗн банк карттин номерне панӑ. Кун хыҫҫӑн 34 ҫулти хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчен 5 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ. 9 ҫулти ача компьютер вӑййисене юратнӑ. Пӗрре мессенджерте ун патне скинсем туянма сӗнӳ килнӗ. Ача ҫав ҫынпа ҫырӑннӑ, малтан амӑшӗн банк карттин номерне панӑ, кайран – телефон ҫине килнӗ кода. Ҫапла счет ҫинчен 4800 тенкӗ ҫухалнӑ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |