Хулара
vk.com/kalin_cheb сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта хуҫасӑр ларакан машина хуҫисене шыраҫҫӗ. боксарах ведутся поиски владельцев брошенных автомобилей. Тутӑхса кайнӑ машинӑсем нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсенче лараҫҫӗ. Хлуари тӳре-шара палӑртнӑ тӑрӑх, япӑхса ларакан машинӑсене кура ачасем унта выляма тыӑнса каяҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра Шупашкарти Калинин районӗн управи ҫав автомобильсен хуҫисене шырать: Асламас урамӗнчи 1/2 ҫурт умӗнчи «ВАЗ-2112» (В246ВО 12), Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 27-мӗш ҫурт умӗнчи «ВАЗ-2109» (В280СЕ 21) тата «Нива» (С984ВК 21), Николаев урамӗнчи 38-мӗш ҫурт умӗнчи «Фольксваген» (Е433СО 21) тата «Шкода» (М070РС 152) машинӑсен хуҫисене. Вӗсен хуҫисем сас памасан ятарлӑ комисси автомобильсене эвакуацилесси пирки асӑрхаттарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑма Хӗвеллӗ урамри 18-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. 19 сехет те 18 минут тӗлне ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫуртра, 17-мӗш хутра, каччӑ балкон урлӑ каҫса аялалла сикме тӑнӑ. Ҫакна ҫынсем асӑрханӑ та часрах полицие шӑнкӑравланӑ. Вырӑна Максим Родионов старшина тата Никита Черноносов сержант ҫитнӗ. Пӗри аялта юлнӑ, каччӑпа громкоговорительпе калаҫнӑ. Тепри 17-мӗш хута хӑпарнӑ та меллӗ самант тупса 20 ҫулти каччӑна балкон ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ. Техникумра вӗренекен ҫак студента тухтӑрсен аллине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Паян ирхине Шупашкарта 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус юпа ҫине пырса тӑрӑннӑ. Ку Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулнӑ. Маршрутка ҫул ҫинчен тухса кайса юпана пырса тӑрӑннӑ. Юрать-ха, айккинчен кӑна. Авари вӑхӑтӗнче салонра 8 пассажир тата водитель пулнӑ. Водитель каланӑ тӑрӑх, маршруткӑн тормоз ӗҫлеме пӑрахнӑ. Вӑл манипулятора пырса тӑрӑнас мар тесе сылтӑмалла пӑрӑннӑ, автобуса сӳнтернӗ. 27-ри тата 37ри хӗрарӑмсем, 59 ҫулти водитель аманнӑ. ЧР прокуратури халӗ ку ӗҫ-пуҫа тӗрӗслет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водитель тӑрук чарӑннӑ та 23 ҫулти хӗрарӑм шар курнӑ. Вӑл ача кӗтет. Ку Мускав проспектӗнче пулнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ. Автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 49 ҫулти водитель тӗлӗшпе вара Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем административлӑ материал ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
seligerlife.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан сусӑр ачаллӑ ҫемье прокуратура пулӑшнипе кӑна пурӑнмалли условисене лайӑхлатнӑ. Ҫурчӗ юрӑхсӑр пулнӑран вӗсем черетре тӑнӑ. Анчах пурӑнмалли кӗтес вӗсене ниепле те тивӗҫеймен. Прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫемье черетре 2019 ҫултанпа тӑнине, вӗсен ҫурчӗ сусӑр ачана пурӑнма юрӑхсӑррине палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ҫемье майлӑ пулнӑ, хваттерпе тивӗҫтермелле тесе приговор вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
sincity21 сайтри сӑн Паян ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 21 минутра, Шупашкарти Таллеров урамӗнче руль умне ӳсӗрле ларнӑ хӗрарӑма ҪҪХПИ инспекторӗсем чарнӑ. «Лада» автомобиль салонӗнче ача та пулнӑ. Хӗрарӑм медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Полицейскисем ун тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейре пурӑнакансем ҫершыври чи лайӑх 30 паллӑ вырӑна суйланӑ. Вӗсене «Больше, чем путешествие» (чӑв. Ҫулҫӳреврен ытларах) программӑна кӗртӗҫ. Чи лайӑххисен списокне Шупашкарти кӳлмек те лекнӗ. Кун пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ. Ҫершыври паллӑ вырӑнсен «От южных морей до полярного края» (чӑв. Кӑнтӑрти тинӗссенчен пуҫласа поляр тӑрӑхӗ таран) Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен федераци агентстви ирттернӗ. Ҫентерӳҫӗсене виҫӗ номинацире суйланӑ: «Гордость моей страны» (чӑв. Манӑн ҫӗршывӑмӑн мӑнаҫлӑхӗ), «Атмосфера моей компании» (чӑв. Манӑн компанин атмосфери) тата «Мечта моего сердца» (чӑв. Манӑн чунри ӗмӗт). Конкурса Шупашкарти кӳлмек, Амӑшӗн палӑкӗ, Муркаш районӗнчи авалхи юманлӑх, Мӑкӑр кӗперӗ, «Кайӑк вӗсевӗ» таврана пӑхмалли вырӑн хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӗлтӗртенпе пирӗн ҫӗршывра Йывӑр хӗрарӑмсен кунне ҫулталӑкра икӗ хутчен палӑртма йышӑннӑ. Ӑна ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май ӗнер Шупашкар хулинчи 1-мӗш клиника больницинчи Амӑшӗн шкулӗнче тӗлпулу иртнӗ. Унта тӗрлӗ специалист хутшӑннӑ. Пӗрисем кӑкӑр ӗмӗртни ачашӑн мӗн тери усӑллӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, теприсем йывӑр лару-тӑрӑва лексен хӗрарӑмсене кам пулӑшни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн психологӗ Ирина Кириллова йывӑр лару-тӑрури хӗрарӑмсене пулӑшакан уйрӑм пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӑл уйрӑм Хусанкай урамӗнчи 29а ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта хӗрарӑмсене виҫӗ уйӑх усраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"На связи" форумри сӑн Шупашкарти «Амазония» паркри Телей ятлӑ пӗвере ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулӑсем вилнине асӑрханӑ. Сахал мар, 100 яхӑн пулӑ ҫыран хӗррине тухса выртнӑ. Кун пирки ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пӗлтернӗ. Хальхи вӑхӑтра тӗрӗслев пырать, пулӑсем мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |