Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти «Университет-2» микрорайон пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫутта унти ҫуртсенче 17 сехет те 40 минутра сӳнтернӗ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Лукин тата Миначев урамӗсенчи нумай хваттерлӗ 12-14 ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫуртсенчен чылайӑшӗнче уйрӑм газ кӑмакисем вырнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫутӑсӑр ӗҫлемеҫҫӗ. Апла пулсан, ҫутӑ сӳнсен хватерсенче ӑшӑ та пулмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот Шупашкарти заливӗнчи картлашкана юртан тасаманни пирки хулари хастарсенчен пӗри Патшалӑх пулӑшӑвне кӳрекен портал урлӑ пӗлтернӗ. Хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата транспорт управленийӗнче тротуара тата картлашкасене тракторпа тасатма май ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсене вара Шупашкар заливӗн дамби ҫинчи тротуарпа ҫӳреме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Ҫӗрпӗве ҫӳрекен 173-мӗш номерлӗ маршрутӑн схемине ылмаштарма йышӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти Хулаҫум автовокзалтан ҫӳреме тытӑнӗ, республикӑн тӗп хулинче унӑн юлашки чарӑнӑвӗ те ҫав вокзал пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хула тӑрӑх Юханшыв портне ҫити кайма пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Хальхинче ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявне халалласа капӑрлатӗҫ. Троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ. Рейс 9 сехет те 6 минутра ҫула тухӗ те ӗҫе 16 сехет те 57 минутра вӗҫлӗ. Кӑнтӑрлахи апатра тӑхтав пулӗ. Салона гирляндӑсемпе, ытти япалапа капӑрлатӗҫ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра ӑна «001Р» паллӑпа уйӑрса илме пулать. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вара хулара «Хӗл мучи» операци» акци иртӗ. Ун чухне хула ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлӗҫ, парнесем – канфетсем - парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Контактри" сӑн Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ. Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
fotoxcom.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫхин Шупашкарти троллейбуссемпе автобуссем ахаль чухнехинчен ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Тӗп ҫулсемпе маршрута тухакан общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртсен тин, 1 сехетре, ӗҫлеме чарӑнӗ. Уяв кунӗсенче расписанире кӑштах улшӑнусем пулӗҫ. Коммуналлӑ службӑсем те вӑйлӑрах режимпа ӗҫлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатакан ятарлӑ техника талӑкӗпех дежурствӑра пулӗ. Авариллӗ бригадӑсем те хатӗр тӑрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине урамсене ҫӳп-ҫапран тасатакансем мероприятисем иртекен вырӑнсенче виҫӗ сменӑпа ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Пушкӑртстанри 18 ҫулти ҫамрӑка тытса чарас тесе Чӑваш Енри полицейскисем унта командировкӑна кайнӑ. Вӗсем ӑна Шупашкара илсе килнӗ. Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарти Калинин урамӗнчи суту-илӳ центрӗнче 6 пин ытла тӑракан арҫын куртки ҫухалнӑ. Ҫак ӗҫе тунӑ ҫынсен пичӗ видеокамера ҫине лекнӗ. Ҫав ҫамрӑксем Ленин районӗнче те вӑрланӑ иккен. Пӗрне ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Теприне, Ӗпхӳре пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка, федераци шыравне панӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланни паллӑ. Ӑна Ӗпхӳре тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури умӗн Шупашкарта тӳлевсӗр экскурсисем ирттерӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче хулан тӗп тата историлле пайӗсемпе паллашарӗҫ. Тӳлевсӗр экскурсисем раштавӑн 30-мӗшӗнче 9 тата 13 сехетре, кӑрлачӑн 2 тата 3-мӗшӗсенче 10 сехет те 30 минутра тата 13 сехет те 30 минутра, кӑрлачӑн 4 тата 4-мӗшӗсенче 10 сехет те 30 минутра тата 13 сехетре пуҫланӗҫ. Экскурси маршучӗ ҫапларах: Арбат (Ефремов купса бульварӗ), Хӗрлӗ лапам, ҫуран ҫӳрекенсене каҫса ҫӳремелли кӗпер, Константин Иванов скверӗ, Мускав ҫыранӗ. Ушкӑнра 20 ҫынтан ытла пулмӗ. Ҫав йыша лекес тесен 8 (8352) 23-20-34, 23-20-36 телефон номерӗсемпе раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӗҫ кунӗсенче ирхи 8 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ эрнекун Шупашкарти Иван Франко урамӗнчи скверта Ҫӗнӗ ҫул уявӗ пулнӑ. Унта Хӗл мучипе Юр пике килсе ҫынсене савӑнтарнӑ. Ачасем тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене пӗлнӗ, ташӑ батлне хутшӑннӑ. Спорт конкурсӗсем те иртнӗ. Ҫитес уяв ыран, раштавӑн 25-мӗшӗнче, пулӗ. Хальхинче - Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 58-мӗш ҫурт патӗнче. Вӑл 18 сехетре пуҫланӗ. Унта та Хӗл мучипе Юр пике килӗҫ. Чӑваш эстрада артисчӗсем вара юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ икӗ кун ҫӳрӗ. Салонра пассажирсене Хӗл мучипе Юр пике кӗтсе илӗҫ. Акцин пӗрремӗш кунӗ паян иртет. Уяв троллейбусӗ 54-мӗш маршрутпа ҫӳрет. Троллейбус номерӗ - 1091. Троллейбус паян 11 сехет те 14 минутра «Иваново» чарӑнуран ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ ҫул троллейбусӗ тепрехинче ҫитес ҫул кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче ҫула тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |