Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
big-rostov.ru сайтри сӑн
big-rostov.ru сайтри сӑн

Ултавҫӑсем налук службин ӗҫченне те шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑмӑн полицие кайса заявлени ҫырма тивнӗ.

Ӑна та стандартлӑ схемӑпах улталанӑ. Мессенджерта ун патне пуҫлӑх ятӗнчен ҫыру килнӗ, унпа кӗҫех йӗрке хуралҫисем ҫыхӑнаҫҫӗ-мӗн. Лешсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн укҫине такамсем террористсене куҫарса парасшӑн. Вӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм палламан счетсем ҫине 3 миллион ытла тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа- банкра кредит илни.

 

Хулара
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче ҫемье пултарулӑхӗн «Пӗр хум ҫинче» хулари IV фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.

Унта 12 ҫемье хутшӑннӑ. Ҫав йышра: Беляевсем, Казаковсем, Павловсем, Черновсем, Ивановсем, Ямалиевсем, Муллинсем, Лысяковсем, Герасимовсем, Логиновсем, Пчеловсем, Щербаковсем.

Фестивальте Черновсем ҫӗнтернӗ. Сцена ҫине ҫулталӑкри ачине те илсе тухнӑ вӗсем.

Ҫемьесене «Химик» культура ҫурчӗн пай заведующийӗ, «Челентано» пултарулӑх пӗрлешӗвӗн проекчӗсен ертӳҫи Андрей Лазарев, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Алина Кудрявцева, «Симӗс кролик» уяв студийӗн ертӳҫи Мария Миронова, «Кӑвак кайӑк» эстрада ташшин ансамблӗн балетмейстерӗ Татьяна Мокеева хакланӑ.

 

Хулара

Урамсене ят паракан хула комиссийӗнче каллех Хветӗр Уяр пирки калаҫнӑ. Сӑмах май, 4 ҫул каялла комисси Шупашкарти пӗр урама унӑн ятне пама сӗннӗ. Сасӑлав та ирттернӗ. Анчах ЧР Писательсен союзӗ килӗшмен. Ҫапла ята резерва янӑ.

Пушӑн 14-мӗшӗнче иртнӗ ларура каллех ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ун чухне «Серебряные ключи» микрорайонти урама унӑн ятне пама сӗннӗ. 8 ҫынран 4-шӗ ырланӑ. 3-шӗ хирӗҫ пулнӑ, пӗр ҫын иккӗленнӗ. Ята каллех резерва янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://cheb.ws/news.htm?shownews=293225
 

Хулара
imghub.ru сайтри сӑн
imghub.ru сайтри сӑн

Нумаях пулмасть Шупашкарта виҫӗреш ҫуралнӑ. Вӗсене Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ.

Виҫӗреш хӗрачасем Анастасийӑпа Дмитрий ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Вӗсем хӗр пӗрчисене Мария, Валерия тата Кира ят хунӑ.

ЗАГС ӗҫченӗсем ашшӗ-амӑшне саламланӑ, ачисене сывлӑхлӑ ӳсме суннӑ.

 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Кӗҫех Шупашкарта урӑлтаркӑч пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Подрядчикӗ - Чулхулара регистрациленнӗ организаци. Унпа 42,6 милион тенкӗлӗх килӗшӳ тунӑ.

Проектне хатӗрлеме вара 2,85 миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче экспертиза витӗр тухнӑ.

Строительство кӑҫал ҫулла вӗҫленмелле. Урӑлтаркӑча кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Вӑл Васкавлӑ медпулӑшу пульници ҫывӑхӗнче пулӗ. Унта 4 койкӑллӑ 5 пӳлӗм, душ, туалет, ертӳлӗх пӳлӗмӗсем тума палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин «тӳрӗ линире» пӗлтернӗ. Спутник хулара хаксене акан 22-мӗшӗнчен хӑпартӗҫ. Шупашкарта вара акан 28-мӗшӗ хыҫҫӑн - кунӗ паллӑ мар-ха.

Шупашкарта билет хакӗ 7 процент ӳсмелле. Троллейбусра чӗрӗ укҫапа тӳлесен 32 тенкӗ пулӗ, карттӑпа - 29 тенкӗ. Автобусра 33 тенкӗ тата 30 тенкӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар - Шупашкар маршрут ҫинче вара билет хакӗ карттӑпа тӳлесен 8 тенкӗ ытларах пулӗ, чӗрӗ укҫапа тӑк - 6 тенкӗ ытларах.

 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Шупашкарти стоматолог патне мессенджерта пульницӑн тӗп тухтӑрӗ ҫырса янӑ. Аватаркӑра унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑран хӗрарӑм чӑннипех те вӑл ҫырнине ӗненнӗ.

Хайхи ҫын ун патне часах йӗрке хуралҫисем шӑнкӑравлассине, унӑн счечӗпе усӑ курса такамсем Украинӑна укҫа куҫарма хӑтланнине пӗлтернӗ. Ҫак операцисене пӑрахӑҫлас тесен кредит историне нульпе танлаштармалла-мӗн. Хӗрарӑм кредитсем илсе виртуаллӑ счет ҫине 1 миллион та 70 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ултавҫӑсем 1 миллион та 700 пин тенкӗлӗх кредит илме сӗнсен тин стоматолог хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса янине ӑнланнӑ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗксем
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗксем

Шупашкарти экспресс-кинемейсем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ҫемьесене ача пӑхса пулӑшаҫҫӗ. Хӑйсен пепкисемпе вӑхӑтлӑх ларакан кирлине вӗсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн комплекслӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен социаллӑ центрти координаци центрне шӑнкӑравласа пӗлтереҫҫӗ. Унтисем вара ҫын ачине вӑхӑтлӑх пӑхма хатӗр кинемейсене вӑл е ку ҫемьене яраҫҫӗ.

Асӑннӑ центрта пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳркенмен ватӑсем юлашки вӑхӑтра ытларах пӗр хут пулӑшу кӳреҫҫӗ. Сӑмахран, пӗчӗк ачасен амӑшӗн пульницӑна кайса килмелле, анчах пепкене никампа хӑварма май ҫук. Е тата алӑра кипкери икӗ ача, вӗсемпе больницӑна каймалла. Пӗрле пыракан пулсан амӑшне ҫӑмӑл. Шӑпах ҫавӑн пек тӗслӗхсенче пулӑшнӑ та Шупашкарти Мария Мурзаева тата Ольга Астапова экспресс-кинемейсем.

 

Хулара
russian7.ru сайтри сӑн
russian7.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан упӑшкипе арӑмӗ ултавҫӑсенчен шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пула ҫемье хысни 65 пин тенкӗ катӑлнӑ.

Вӗсене тӗрлӗ ҫынсем улталанӑ. 51 ҫулти арӑмӗ инвестиципе ӗҫлесе илес тесе палламан счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ. 52-ри упӑшки вара ултавҫӑсен серепине кӑшт маларах лекнӗ. Вӑл пахча валли чуччу туянас тенӗ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ тупнӑ. Мессенджер урлӑ вӑл сутуҫӑпа ҫыхӑннӑ. Лешӗ ӑна укҫа куҫарма QR-код ярса панӑ. Арҫын 20 пин тенкӗ куҫарсан хайхискер телефонне тытма пӑрахнӑ.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫуркунне ҫитнӗ май Шупашкара йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗртме пӑрахнӑ. Фурӑсене ҫапла тума ака уйӑхӗн 23-мӗшӗччен чарнӑ. Тем турттарса кӗмелли пулсан ятарлӑ ирӗк илмелле уншӑн укҫа тӳлемелле.

Хулана йывӑр тиевлӗ машинӑсене кӗме чарасси ҫинчен калакан хушӑва Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин алӑ пуснӑ. Чару вӑхӑтне тӳре-шара тепӗр вунӑ куна тӑсма та пултарӗ. Ку вӑл ҫанталӑкран килӗ.

Ҫурхи чару автобуспа турттаракансене, апат-ҫимӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх апат-ҫимӗҫне, эмел, топливо, вӑрлӑх, удобрени тата ҫавӑн йышши хӑш-пӗр тавара турттаракансене пырса тивмӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ...314
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ