Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пилӗк е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесене ҫурт-йӗр хута яма е туянма сертификат параҫҫӗ. Нумаях пулмасть Шупашкарти 11 ҫемье ӑна тивӗҫнӗ. Нумай ача амӑшӗ Людмила Кузьмичева каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫак саманта 7 ҫул кӗтнӗ. Халӗ питӗ савӑнаҫҫӗ. Людмила Садовникова та хӗпӗртет: вӗсем те кӗҫех ҫурт-йӗре пысӑклатӗҫ. Олеся Кутузова та юлашки самантчен сертификат парасса ӗненмен. Халӗ савӑнӑҫӗн чикки ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
vmo24.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн варринче Шупашкарти 66 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл карас ҫыхӑну операторӗ имӗн. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн сим-карта срокӗ тухӑ. Хӗрарӑма ҫыхӑну салонне ҫитессине пӗлтернӗ. Анчах лешӗ паспорт даннӑйӗсене пӗлтерни те ҫителӗклине каланӑ. Унтан «Мускаври финанс компанийӗн ҫынни» шӑнкӑравланӑ, кайран – «ФСБ ӗҫченӗ». Вӗсем хӗрарӑмӑн укҫине такам вӑрлама тӑнине каланӑ. Ун пек ан пултӑр тесен пухнӑ укҫа-тенке тата илнӗ кредита «резерв» счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрарӑм 600 пин тенкӗ ҫухатнӑ. Ултавҫӑсене ку та ҫитмен-ха. Вӗсем ӑна хваттерне сутма ӳкӗтленӗ. Риэлтор та тупса панӑ. Каярахпа полицие хваттере ытлашши йӳнӗпе сутни пирки информаци ҫитнӗ. Ҫапла майпа кӑна хӗрарӑм хваттерсӗр юлман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mixyfotos.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗ каллех хӑйне евӗр ятсем регистрациленӗ - Мирра тата Леонард. Мӗне пӗлтерет-ха Мирра ят? Темиҫе верси пур. Тӗслӗхрен, грексем арҫын ачасене Мюрон ят хураҫҫӗ. Вӑл «мирра», «миро» тенине пӗлтерет. Ҫакнашкал мирра тумалли ӳсен-тӑран пур. Леонард «хӑюллӑ» тенине пӗлтерет. Хӑш чухне ята «хӑюллӑ арӑслан» тесе куҫараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Павловсен архивӗнчи сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лариса Павлова «Амӑшӗ героиня» ята тивӗҫнӗ. Лариса Леонидовнӑпа Герман Германович 10 ача ӳстереҫҫӗ: 4 ывӑл та 6 хӗр. Чи асли 23 ҫулта, кӗҫӗнни 6 ҫул тултарнӑ. Павловсем питӗ хастар: пултарулӑх конкурсӗсене хутшӑнса лауреат ятне пӗрре мар тивӗҫнӗ. Аса илтерер: «Амӑшӗ героиня» ята 10 ача амӑшне кӗҫӗнни 1 ҫул тултарсан параҫҫӗ, ытти ачин чӗрӗ пулмалла. Ҫак сумлӑ ята тивӗҫсен 1 миллион тенкӗ тата «Амӑшӗ героиня» орден параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
krasniykut.ru сайтри сӑн Шупашкарта 36 тӑлӑх хваттерлӗ пулнӑ. Вӗсене «Соляное» микрорайонта пурӑнмалли кӗтес панӑ. Тӑлӑхсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтнӗ. Хваттерсенче хӑтлӑ: юсав ҫӗнӗ, электорплита пур, ҫӳлти хутсенчи чӳречерен вара Атӑл курӑнать. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев тӑлӑхсене ҫурт-йӗр парас ыйтӑва пысӑк тимлӗх уйӑрнине палӑртнӑ. Кӑҫал 414 тӑлӑха хваттер памалла. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне черетре тӑнӑ мӗнпур тӑлӑха ҫитес 5 ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонта 21 ҫулти хӗр машина кустӑрми айне ӑнсӑртран лекнӗ. 20 сехет те 50 минутра вӑл Университет урамӗнчи 38-мӗш ҫуртӑн 4-мӗш корпусӗ еннелле утнӑ. Водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, хӗрӗн ури шуса кайнӑ. Ҫапла вӑл машина кустӑрми айне лекнӗ. «Благовещенский» микрорайонта вара Волков бульварӗнчи 6-мӗш ҫурт патӗнче «Киа Рио» водителӗ каялла чакнӑ чухне 49-ти хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
all-migration.com сайтри сӑн Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ. 29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
t.me/oanikolaev каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти аэропортӑн ҫӗнетнӗ терминалне ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗнетесшӗн. Вӑл вӑхӑта аэровокзалӑн 85 процентне юсаса пӗтересшӗн. Калӑпӑшлӑ юсав ӗҫӗ виҫӗ ҫула яхӑн пырать. Реконструкции вӗҫлеме палӑртнӑ вӑхӑта темиҫе хутчен те куҫарнӑ. Вӗҫсе каймалли зонӑна кӑҫалхи ҫулла уҫасшӑн. Пассажирсене регистрацилемелли, багажа автоматика мелӗпе йышӑнмалли, паспорт тӗрӗслевӗн, тӗрӗслев, стерильлӗ зонӑсене ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ru.freepik.com сайтри сӑн Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли хитре ят суйлама тӑрӑшать. Нумах пулмасть Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Мирабелла ята регистрациленӗ. Хӗрача пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ята Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Ача ҫурални» суперсервис пулӑшнипе регистрациленӗ. Мирабелла ят латин чӗлхинчен куҫарсан «илемлӗ тӗкӗр» е «илем тӗкӗрӗ» тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти экспресс-кинемейсем ҫын ачисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем — Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем. Татьяна Саверкина, акӑ, икӗ ҫул ӗнтӗ пӗр ҫемьене пулӑшать. Ачасен ашшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, амӑшӗ ӗҫе ҫӳрет. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачисене вӑл шкултан пур чухне те кӗтсе илеймест. «Ҫак икӗ ҫул хушшинче Татьяна Прокофьевна ҫемьешӗн ҫывӑх ҫын пекех пулса тӑчӗ. Ачасене вӑл шкултан кӗтсе илет», — каласа кӑтартнӑ маларах асӑннӑ центрӑн заведующийӗ Марина Васильева. Ирина Александрова тата Любовь Гуслева та экспресс-кнемейсен ретне тахҫанах тӑнӑ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн центрта экспресс-кнемейсем валли «Чунпа ҫамрӑк пулсан ҫул кайни ним те мар» уяв иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |