Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ку эрнекун, ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Шупашкарта йӑлана кӗнӗ «Тутлӑ эрнекун» фермерсен фестивалӗ иртӗ. Вӑл «Элара» умӗнче 10 сехет ҫурӑра пуҫланӗ те 15 сехере вӗҫленӗ.

Унта республикӑри тӗрлӗ округри ял хуҫалӑх производителӗсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем тӗрлӗ продукци сутӗҫ: аш-какай, сӗт юр-варӗ, сыр, пахча ҫимӗҫ, пулӑ. Калчасем те пулӗҫ.

«Тутлӑ эрнекуна» ЧР Ял хуҫалӑх министерствипе пӗрле Россельхозбанк ирттерет. Ӑна организацисен заявкисемпе йӗркелеҫҫӗ.

 

Хулара

Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп хуламӑр 555 ҫул тултарнӑ тӗле ҫынсене медаль парасшӑн. Ҫак ыйтӑва ыран, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, иртекен ларура пӑхса тухӗҫ. Унта хальлӗхе награда пирки положение йышӑнӗҫ.

Миҫе медаль кӑларӗҫ? Паллӑ мар-ха. Сӑмах май, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле юбилейлӑ медальсем кӑларнӑ. Вӗсене тӗп хуламӑр аталанӑвне тӳпе хывнӑ ҫынсене панӑ. Кӑҫал «Госзнак» астӑвӑм банкнотисем кӑларнӑ. Вӑл – укҫа мар. Кунашкал банкнотӑсене ҫамрӑк мӑшӑрсене, 2024 ҫулта ҫуралнӑ ачасен ашшӗ-амӑшне, юбилея паллӑ тӑвас ҫӗре тӳпе хывнӑ ҫынсене, хула конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене, хисеплӗ хӑнасене параҫҫӗ.

 

Хулара
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн
«Лиза Алерт» архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти Денис Николаевич Аркадьев ҫухалнӑ. Вӑл килтен ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ.

Вӑл 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, куҫӗ симӗс, ҫӳҫӗ тӗттӗм ҫырӑ. Ҫав кун тӗттӗм кӑвак куртка, ҫутӑрах кофта, тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ӑна куракансене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, 89196666680.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/LizaAlert_chuvashiya/886
 

Хулара
9111.ru сайтри сӑн
9111.ru сайтри сӑн

Шупашкарти 74 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа пӗлтӗрех ҫырӑнма тытӑннӑ. Вӑл ӑна савни вырӑнне йышӑннӑ.

Ҫак тапхӑрта виртуаллӑ савни тӗрлӗ сӑлтав тупса хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ: авари хыҫҫӑн машинӑна штрафстоянкӑран илсе каймалла-мӗн, тата темӗнскер... Хӗрарӑм ӑна пулӑшма килӗшнӗ, укҫи ҫук пулсан та ҫынран кивҫен илсе панӑ. Савнине пулӑшас тесех вӑл хӑйӗн хваттерне сутса янӑ. Пӗтӗмпе ҫав арҫынна 5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Савнийӗ кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче килме шантарнӑ. Анчах килмен. Хӗрарӑм икӗ уйӑхран тин, туй пулмассине ӑнлансан, полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ.

 

Хулара

Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Хула кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа Шамана илсе килесси пирки пӗлтернӗччӗ. Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов вара ҫӗршывшӑн ҫӑмӑлах мар тапхӑрта укҫана перекетлеме сӗннӗ - Аксаков юрӑҫа хыснари мар укҫапа илсе килме шантарсан та.

Степанов депутат Хула кунне вырӑнти тата кӳршӗ регионсенчи юрӑҫсене чӗнме сӗннӗ. Ҫавна май вӑл Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов патне ҫырупа тухнӑ, уяври тӑкаксене тепӗр хут пӑхса тухма ыйтнӑ.

Сӑмах май, Шаман юрӑҫа чӗнме вӑтамран 12 миллион тенкӗ тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/St_Konstantin1
 

Хулара

Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне Раҫҫейри паллӑ юрӑҫа Шамана илсе килесшӗн. Кур пирки Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков калаҫса татӑлнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, юрӑҫа хыснари мар укҫаран тӳлӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейне федераци масштабне кӑларасшӑн. «Ку мероприятие федерци шайӗнче кӑтартма пӗлмелле - пӗлтӗр Хусан тунӑ пек», - тесе ҫырнӑ унта.

 

Хулара
dzen.ru сайтри сӑн
dzen.ru сайтри сӑн

«Мускав - Шупашкар» рейспа вӗҫнӗ Питӗр арҫыннине суд 500 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл самолетра общество йӗркине пӑснӑ.

Арҫын пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Шупашкара каҫхи рейспа вӗҫнӗ. Хайхискер самолетра хӑйне йӗркеллӗ тытман. Бортпроводниксем, кӳршисем лӑпланма ыйтсан та хӑлхана чикмен, хирӗҫ те тӑнӑ.

Ӑна Калинин районӗн сучӗ суд тунӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ пулсан та ӑна ҫур милионлӑх штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан Людмила Васильева тивӗҫлӗ канура чун киленӗҫӗ тупнӑ. Хӗрарӑм полипропилен хӑюран карҫинкка ҫыхать. Вӗсене вӑл питӗ илемлӗ тӑвать. Тӗрлӗ тӗслӗ хӑюпа ҫыхса капӑрлатать. Пысӑкрах карҫинккасем те пур унӑн, пӗчӗкреххисем те.

Муркаш районӗнчи Шомикра ҫуралнӑ хӗрарӑм Вӑрнарти ял хуҫалӑх училищинче вӗреннӗ, Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ заводра тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти ал ӑстисемпе тӗрлӗ ӑсталӑха алла илет, хӑй те ыттисене пулӑшма пултарать.

Ылтӑн алӑллӑ хӗрарӑм ӗнер 70 ҫул тултарнӑ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Шупашкарти Патрис Лумумба урамӗнчи пӗр ҫуртран икӗ кӳме ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Иккӗшӗ те ҫав ҫуртрах пурӑнакан сусӑрӑн пулнӑ.

Йӗрке хуралҫисем вӑрра хӑвӑртах тупнӑ.

71 ҫулти хӗрарӑм айӑпне тӳрех йышӑннӑ, кӳмесене хуҫине тавӑрса панӑ.

Мӗн тума вӑрланӑ-ха вӑл вӗсене? Кинемей упӑшки пулнӑ арҫыншӑн тӑрӑшнӑ иккен. Лешӗ шӑммине хуҫнӑ хыҫҫӑн утайман. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамӗ.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шӑматкун, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Рождественски урамӗнчи 8-мӗш ҫуртра пурӑнакансем пӑшалтан пенӗ сасса илтсен сисчӗвленнӗ. Кун пекки икӗ хутчен пулнӑ. Ҫынсем полици чӗннӗ.

Полицейскисем каҫхи шӑплӑха кам пӑшал сассипе татнине ҫийӗнчех тупса палӑртнӑ. Вӑл -45 ҫулти арҫын, ҫак ҫуртрах пурӑнаканскер. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, балконран пӑшал тытса пенӗ. Юрать-ха, пӑшалӗ «пушӑ» пулнӑ.

Пӑшала унран туртса илнӗ, ӑна экспертизӑна янӑ. Арҫынна явап тыттарӗҫ-и е ҫук-и - татса парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, [17], 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, ...314
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть