Хулара
"Контактри" сӑн Шупашкарти полицейскисен служба йытти, Измир ятлӑскер, 70 пин тенкӗ вӑрланӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнӑ. 20 ҫулти каччӑ кафере апатлансан енчӗкне сӗтел ҫинче манса хӑварнӑ. Унта вара 70 пине яхӑн тенкӗ пулнӑ. Видеокамерӑна пӑхсан вӑрланӑ арҫынна палӑртнӑ. Йытӑ унӑн йӗрӗ ҫине ӳксе ун патне илсе ҫитернӗ. Чӑнах та, енчӗкӗ те, укҫи те ҫав ҫын патӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 10-мӗш шкул умне Андриян Николаев космонавтӑн бюстне лартнӑ. Ӑна Андриян Григорьевичӑн ҫуралнӑ кунӗнче, авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, вырнаҫтарнӑ. Унӑн бюсчӗ унта унччен те пулнӑ-ха, анчах хӑш-пӗр пайӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ. Ачасемпе вӗрентекенсем ӑна хӑйсен вӑйӗпе реставраци тума хӑтланнӑ, анчах ку пулӑшман. Кӑҫал вара ҫӗнӗ бюст лартнӑ. Палӑртмалла: 10-мӗш шкул 1999 ҫултанпа Андриян Николаев ячӗпе хисепленет. Космонавт ҫуралнӑранпа кӑҫал 95 ҫул ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
u-f.ru сайри сӑн Шупашкарти 40 ҫулти арҫын, сварщикре ӗҫлекенскер, юрату шыраса укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче Америкӑри хӗрарӑмпа паллашнӑ. Унтан вӗсем мессенджерта ҫырӑннӑ. Кӗҫех хӗрарӑм ӑна юратни пирки пӗлтернӗ, ун патне посылкӑпа хаклӑ парне янине каланӑ.Анчах вӑл таможньӑра чарӑнса тӑнӑ-мӗн, ӑна илме укҫа тӳлемелле. Арҫын иккӗленнӗ, полицие пырса каласа кӑтартнӑ. Полицейскисем ку, ахӑртнех, ултавҫӑ пулнине каланӑ, ӑна ҫыхӑнӑва татма хушнӑ. Арҫын итлесе ҫапла тунӑ-ха, анчах «савнийӗ» ун патне тепӗр номертен ҫырса янӑ, ҫапла каллех калаҫса кайнӑ. Кайран сварщик пӗлӗшӗсенчен 98 пин илсе «савнийӗ» кӑтартнӑ счет ҫине куҫарнӑ. Укҫине илсен «Америкӑри савни» ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нм\умай ача ашшӗ. cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере виҫӗреш ҫуралнӑ. Кӑҫал кун пекки ҫак хулара – пӗрремӗш хут. Артемпа Анна Манучарян ҫемйинче икӗ арҫын ача тата хӗрача ҫуралнӑ. Пепкесем Шупашкарта ҫут тӗнчене килнӗ. Ҫапла Манучарянсем харӑсах нумай ачаллӑ ҫемье пулса тӑнӑ. Ачасем ҫуралнине ӗнентерекен хута администрацин ЗАГС пайӗнче панӑ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗлтӗр те виҫӗреш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Аня Спиридонова архивӗнчи сӑн Кӗркунне ҫӑвӗпе мӗн ӗҫленин тухӑҫне курма пулать. Шупашкарта пурӑнакан Аня Спиридонова хӑй ӳстернӗ пахча ҫимӗҫ мӗн пысӑкӑш пулнине сӑн ӳкерсе халӑх тетелӗнчи страницине вырнаҫтарнӑ. Вӗсен пахчинче кавӑнсем хальлӗхе 200 тата 250 килограмм таяҫҫӗ. Вӗсене татман-ха, ҫавӑнпа малалла ӳсеҫҫӗ. Мӗн пысӑкӑш пулассине, тен, Аня кайран татах кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
tgstat.ru сайтри сӑн Шупашкарта декретра ларакан хӗрарӑм инвестицисемпе ӗҫлесе илес тенӗ те хӑй пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. 35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑна укҫа хывнӑ. Хӑйӗн укҫи те пулман, кредит илнӗ. Ҫапла вӑл палламан ҫын кӑтартнӑ счет ҫине 1 миллион та 200 тенкӗ куҫарнӑ. Хӑй ултавҫӑсен аллине лекнине вӑл укҫана илме тӑрсан тин ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр 87 ҫулти хӗрарӑма ҫуралнӑ кунпа саламланӑ. Зинаида Кудряшовӑна асӑннӑ учрежденин социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса тӑрать. Хӗрарӑм ӗҫ ветеранӗ шутланать. Вӑл 40 ҫул ытла хулари «АККОНД» фабрикӑа ӗҫленӗ. Упӑшкипе Владимир Сергеевичпа икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ, паян мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ. Кинемее комплекслӑ центрӑн специалисчӗ Татьяна Васильева саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус паркӗ тӗпрен ҫӗнелнӗ. Халӗ вара унта кондукторсем те ӗҫлемеҫҫӗ – кашни транспорта валидатор вырнаҫтарнӑ, пассажирсене контролерсем те тӗрӗслекелеҫҫӗ. Валидатор патне карточкӑна е телефона илсе пымалла, унтан сасӑ пуласса кӗтмелле. Терминал билет пичетлесе памасть. Ӑна bilet.nspk.ru сайтра е оператор сайтӗнче илме пулать. Валидаторпа билетшӑн тӳлесен укҫана счет ҫинчен каярахпа илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
44kv.ru сайтри сӑн Шупашкарти сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗнче ӗҫлекен 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 900 пин ытла тенкӗ ҫухатнӑ. Ун патне мессенджерта шӑнкӑравланӑ. Экран ҫинче республикӑри Сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен ҫын ячӗ тухнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем даннӑйсен базине кӗнӗ, унӑн ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Кӗҫех хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ, ҫав ҫынран маларах кредит илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла медӗҫчен такамсене 916 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти медицина организацийӗнче ӗҫлекен 50 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн укҫине кӑна мар, тӑватӑ банкран тата тӑванӗсенчен кивҫен илнисене те ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 9 миллион тенкӗ ытла. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗ-мӗн. Сасси те ун пекрех пулнипе хайхи хӗрарӑм ӗненнӗ. Вӑл кӗҫех ун патне йӗрке хуралӗнчен шӑнкӑравлассине пӗлтернӗ. Чӑнах та, шӑнкӑрав килнӗ. Такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланаҫҫӗ тесе укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӗрарӑм пӗр эрнере 9 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тӑванӗсем вӑл кивҫен нумай ыйтнипе сисчӗвленнӗ, ывӑлне амӑшӗпе калаҫма сӗннӗ, мӗншӗн тесен хӑй хӗрарӑм хӑранипе ним те ӑнлантарайман. Ҫапла полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |