Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗр ашшӗ-амӑшне йыта туянса парас тенӗ. Хайхисем Лабрадор ӑратлӑ йытта килӗштернӗ. 31 ҫулти учитель йытӑ ҫуришӗн 15 пин те 200 тенке куҫарса панӑ. Пӗлтерӗве хӗрарам мессенджерсенчен пӗринче асӑрханӑ. Йытта сутаканни пӗртен пӗр ҫурӑ тӑрса юлнине пӗлтернӗ. Ӑна туянас тесен транспорт тӑкакне те саплаштармалла тесе каланӑ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ та йыта ҫуриллӗ пулайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ldpr.ru сайтри сӑн Шупашкарта соцӗҫченре вӑй хунӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене аллине лекнӗ. Ун патне шӑнкӑравлакан ҫын пуҫлӑхӗ пулнине ӗненнӗ вӑл. Ҫавна пула пухнӑ пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, учрежденире тӗрӗслев пырать, кӗҫех ун патне ФСБ ӗҫченӗсем шӑнкӑравлӗҫ. Хӗрарӑмӑн счечӗ ҫинчи укҫана экстремистла организацие куҫарма хӑтланнӑ имӗш. Хӗрарӑм хӑраса кайнӑ та палламан ҫын хушнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех пухнӑ укҫана йӑлтах куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 3,2 миллион ытла тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта «Пирӗн вӑхӑтри паттӑр» астӑвӑм стенчӗ уҫӑлнӑ. Ӑна тӗп хулари 7-мӗш шкулта вӗреннӗ Олег Беспалова халалланӑ. Салтак Афганистанра интернационалла тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫ хунӑ. Стенда уҫнӑ ҫӗрте унӑн юлташӗсем, пӗрле вӗреннӗ тантӑшӗсем, ветерансем тата хула администрацийӗнче ӗҫлекенсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта Ӗҫ паттӑрлӑхӗн стелли патне капсула хурӗҫ, ӑна 20 ҫултан уҫӗҫ. Ун чухне Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 100 ҫул ҫитет. Ку шухӑш малтан Ярославль хулинче ҫуралнӑ. Унта ку акцие Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне тивӗҫнӗ ытти хулара та ирттерме сӗннӗ. Капсулӑна Шупашкар ҫитӗнӗвӗсем пирки, вӑрҫӑ ветеранӗсен аса илӗвӗсене ҫырнӑ ҫырусене вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/mvd_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарти «Ҫӗнтерӳ» мемориал комплексӗнче чечек хунӑ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ирттернӗ мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара, ҫав шутра Олег Николаев Элтепер те, хутшӑннӑ. Чечеке Ҫар мухтавӗн монуменчӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ паттӑрсен, Афганистанра пуҫ хунисене асра тытса тата Ҫурҫӗр Кавказра вилнисен ячӗпе лартнӑ палӑксем умне чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ. Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() elets-adm.ru сайтри сӑн Шупашкарти арҫын 75 ҫулти кинемее ултавҫӑсене укҫа куҫарса парасран хӑтарнӑ. Палламан ҫынсем кинемейпе мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ. Унӑн сим-картта срокне тӑсмалла-мӗн. Кайран каллех тепӗр ҫын ҫыхӑннӑ, вӑл ултавҫӑпа калаҫнӑ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла кинемее пухнӑ 900 пин тенкине счет ҫинчен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ватаскер 275 пин тенкине куҫарса ӗлкӗрнӗ. Банкра черетре кинемей хыҫҫӑн Илья Карпов тӑнӑ. Вӑл унӑн аллинчи укҫа тӗркисене асӑрханӑ, телефонпа ӑна такам темӗн ӑнлантарнине сиснӗ. Вӑл кинемее ултавҫӑсем пирки каланӑ, полицие чӗннӗ. Малтанах кинемей арҫынпа вӑрҫӑнса та илнӗ, ӗненмен. Анчах вӑл ӑна укҫасӑр юласран хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулсерен ейӳ вӑхӑтӗнче Шупашкарти ҫулсене йывӑр тиевлӗ машинӑсем валли хупаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсене хулана пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӗртме пӑрахӗҫ. Чару ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пулӗ. Ку 6 ытла тонна таякан машинӑсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех машининӑн йывӑрӑшне виҫекен постсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Ҫак тапхӑрта йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана тӳлевлӗ кӗртӗҫ. Хальлӗхе кӑҫалхи хаксене палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменне 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем ташлама пухӑнаҫҫӗ. Мероприятие «Хастар вӑрӑм пурнӑҫ» федераци программипе килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Пӗррӗмӗш тӗлпулу нарӑсӑн 11-мӗшӗнчӗ иртнӗ. Унта 70 ытла ҫын ташлама пухӑннӑ. Сӑмах май, кун пек ташӑ каҫӗсем 5 ҫул каялла та пулнӑ. Халӗ вара ҫак ырӑ йӑлана ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратма шухӑшланӑ. Ташӑ каҫне уйӑхра 1-2 хут ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Полици уйрӑмне Шупашкарти суту-илӳ центрӗнче смарт-сехет вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Вырӑна Порш ятлӑ овчаркӑпа кинолог ҫитнӗ. Йытӑ шӑршӑ туйса ҫийӗнчех йӗр ҫине ӳкнӗ, кофейньӑна илсе ҫитернӗ. Унта смарт-сехете вӑрлама пултарнӑ икӗ ҫамрӑка тупнӑ. Вӗсем - Самар хулинчен. Ҫак ҫамрӑксем кӗске вӑхӑтра темиҫе лавккара вӑрлама ӗлкӗрнӗ иккен: сехет, пылесос, колонка, куртка... Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх. Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑрланӑ япаласене вара хуҫисене тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |