Хулара
ЦУР сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакансене реклама баннерӗсем килӗшмен. Кун пирки Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ. Хулари Марков урамӗнче пурӑнакансем картлашкапа анса хӑварнӑ чухне реклама баннерӗсем кансӗрленине систернӗ. Вӗсем анса хӑпаракансене чӑрмантараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене илсе пеме ыйтнӑ. Сӑмах 8-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе ача пахчи хушшинчи тимӗр картлашка пирки пырать иккен. Шӑпах ҫавӑн ҫине реклама баннерӗ вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсене пуҫтарса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» сайтри сӑн Шупашкарти таксист Геннадий Васильев пассажира ҫӑлнӑ. Вырӑна ҫитиччен 500 метр юлсан 30 ҫулти клиента япӑх пулса кайнӑ, эпилепси пуҫланнӑ. Геннадий ҫухалса кайман, машинӑна чарса пассажира айккӑн вырттарнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Клиент тӑна кӗрсен киле кайма тӑнӑ, анчах таксист ӑна яман, тухтӑрсене кӗтсе илме ыйтнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Геннадий таксире 4 ҫул ӗҫлет. Кун пеккипе ҫак тапхӑрта вӑл пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуса та ят панӑ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗн пӗрремӗш ертӳҫине Владимир Петрова халалласа ят хунӑ. Ҫак троллейбус 52-мӗш маршрутпа ҫӳрет: «Иваново» микрорайонтан Химпрома ҫитет. Салонра пассажирсене Владимир Петровӑн пурнӑҫӗпе паллаштараҫҫӗ. Сӑмах май, вӑл управлени ертӳҫинче 1976 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен ӗҫленӗ. Палӑртмалла: ят панӑ троллейбуссем Шупашкарта та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"На связи" форумри сӑн Чӑваш Енри ҫамрӑк ӳнерҫӗ Шупашкарта Хевеш урамӗнчи ҫурт стени ҫине чӑваш хӗрарӑмне ӳкерни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Халӗ вӑл ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхинче – Модӑсен ҫуртӗнче. Ксения унта балеринӑна ӳкерме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Росгварди сайтӗнчи сӑн Ҫӗрле Росгварди ӗҫченӗсем Ҫӗнӗ Лапсарта икӗ арҫын ачана шыранӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. 10-ри арҫын ача каҫхине урама тухнӑ та таврӑнман. Ку хыпар Росгварди ӗҫченӗсем патне ҫур ҫӗр иртни 1 сехетре ҫитнӗ. Пӗр тӑхтамасӑр шырама тытӑннӑ. Кӑштахран тепӗр арҫын ача та ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл – унӑҫ тусӗ. Ирхи 7 сехет тӗлне хӑраса ӳкнӗ арҫын ачана Совхоз урамӗнчи 18-мӗш ҫурт умӗнче тупнӑ. Тусӗ темиҫе минут каялла киле кайнӑ-мӗн. Росгварди ӗҫченӗсем килне кайса унпа йӑлтах йӗркеллӗ пулнине хӑйсем ӗнӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти 52-мӗш маршрутпа ҫӳрекен пӗр автобуса Яков Липкин ятне панӑ. Вӑл Чӑвашавторансӑн тӗп директорӗ пулнӑ, ӑна чӗрӗк ӗмӗр ертсе пынӑ. Автобус маршрут ҫине чӳк, уйӑхӗн 25-мӗшӗнче тухӗ. Сӑмах май, чӳк, уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан икӗ троллейбуса ят панӑ. Вӗсем Геннадий Устинов Виталий Орешников ятлӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр урам Василий Дмитриев историк ячӗпе хисепленме тытӑнӗ. Ҫапла йышӑну тунӑ Шупашкар хулин администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ. Хулари пӗр урама историк ятне пама Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 2019 ҫулта сӗннӗ. Чӳкӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ йышӑнӑва алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Чӳкӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти 40 ҫулти Александр Исаков килтен тухнӑ та таврӑнман. Ҫав кун вӑл кӑвак куртка, хура толстовка, кӑвак джинс, хура атӑ, тӗттӗм кӑвак калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Александр 189 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑртарах, ҫӳҫӗ тӗттӗм ҫырӑ тӗслӗ. Арҫынна полицейскисем тата «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (800) 700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
e1.ru сайтри сӑн Шупашкарти полицейскисем ватӑ хӗрарӑма пулӑшнӑ. Кинемее урамра япӑх пулса кайнӑ. Ҫурт алӑкӗ ҫине таянса тӑраканскере ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Вадим Мыльниковпа Сергей Егоров асӑрханӑ. 86 ҫулти кинемейӗн тӑрук пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑ-мӗн. Полици ӗҫченӗсем пӑрӑнса иртмен, ӑна пулӑшнӑ: тулли сумккисене киле ҫите йӑтса панӑ. Кинемей инспекторсене чӗререн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mustay-karim.ru сайтри сӑн Чӳкӗн 20 тата 23-мӗшӗсенче Шупашкарти Юханшыв портӗнче паллӑ круиз теплохочӗ «Мустай Карим» чарӑнӗ. Ку Раҫҫейре транспорт ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уяв пулӗ. Чӳкӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарта чарӑннӑ хыҫҫӑн теплоход Чулхулана хӗл каҫма кайӗ. Палӑртмалла: «Мустай Карима» 2019 ҫулта шыв ҫине антарнӑ. Карап тӑвакансем ӑна мӑнаҫлӑн «хедлайнер» теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |