Хулара
Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм качакине ҫухатсан ҫӑлав службинчен пулӑшу ыйтнӑ. Выльӑха шыранӑ та тупнӑ - вӑл шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ иккен. Ҫӑлавҫӑ ятарлӑ снаряжени пулӑшнипе аяла аннӑ та качакана ирӗке кӑларнӑ. Выльӑх йӗркеллех, ӑна хуҫине панӑ. Хӑрушӑ шӑтӑк пирки вара тивӗҫлӗ службӑна пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
rutube.ru сайтри сӑн Шупашкарта ватӑ хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 1 миллион тенке ҫухатнӑ. Укҫине вӑл Мускавах кайса панӑ. Унпа палламан ҫын мессенджерта ҫыхӑннӑ. Вӑл ӗҫленӗ пульницӑра даннӑйсене такамсем илнӗ-мӗн. Кайран хӗрарӑмпа «ФСБ» ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ, хушнине итлемесен явап тыттарассипе хӑратнӑ. Ватӑскер палламан ҫын хушнине итлесе пуйӑса ларма билет туяннӑ, Мускава ҫитнӗ те темӗнле курьера 1 миллион тенкӗ тыттарнӑ. Киле таврӑнсан пиччӗшӗпе калаҫҫан тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗсем Шупашкарта ҫухалнӑ 13 ҫулти Виктор Алаева шыраҫҫӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Ача ҫав кун тӗттӗм кӑвак тӗслӗ костюм, хура-шурӑ тӗслӗ жилетка, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна курсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8800 700-54-52 (Раҫҫейре тӳлевсӗр) е 89003319602 Леонид (Енот). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru/press-centr сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Людмила Жук ачаранпах илем тӗнчи енне туртӑннӑ. Анчах шкул пӗтерсен тухтӑра вӗренсе тухнӑ та медсестрара ӗҫлеме тытӑннӑ. Чун ӗҫӗпе туллин кишенме май килмен. Ҫуллансан, 2004 ҫулта, вӑл флористика курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. Людмила Александровна килӗнче халӗ курав тейӗн. Ватӑ ҫын халӗ те ал ӗҫӗсӗр пӗртте лармасть. Хӑй вӑхӑтӗнче вара вӑл лавкка сентрисене те илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вера Иванова сӑнӳкӗрчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем ӳкерме вӗренеҫҫӗ. Ҫак ӑсталӑха вӗсем хулари халӑхн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче туптаҫҫӗ. Паян, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗнче, учрежденире ҫӗнӗ проект хута кайнӑ. Ватӑсене ӳкерме Шупашкарти Акцыновсем ячӗллӗ 6-мӗш ӳнер шкулӗн преподавателӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Фёдоров вӗрентнӗ. Пӗрремӗш занятире кинемейсене вӑл натюрморт ӳкерме сӗннӗ. Ку енӗпе, паллах, хӑй вӗрентсе, кӑтартса, пулӑшса пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ӗнер республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри «Симӗс Раҫҫей» экологи шӑматкунлӑхӗ иртнӗ. Ӑна 2013 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ, унта ку таранччен 18 миллион ытла ҫын хутшӑннӑ. Шӑматкун Шупашкарта экологи акцине 800 ытла ҫын тухнӑ. Вӗсен йышӗнче шкул ачисемпе студентсем те пулнӑ. Хастар ҫынсем Шупашкарти «Байконур» микрорайонта ҫӳп-ҫап пухнӑ. Акци вӑхӑтӗнче 8 тонна ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Ӑна машинӑсем ҫине тиесе утилизацие ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкара тепӗр 20 ҫӗнӗ троллейбус илсе килнӗ. ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен тата 52 троллейбус илсе килмелле. Ку транспорта Дом.рф инфраструктура облигацийӗ пулӑшнипе туяннӑ. Сӑмах май, заем пулӑшнипе ку таранччен 92 троллейбус туяннв. Пирвайхи 20 транспортпа ҫалла кӳрсе килнӗ. Вӗсене Ҫӗнӗ Шупашкара панӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ троллейбуссем 52, 53, 54 тата 55-мӗш маршрутсем ҫине тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
regionalcenter.rkomi.ru сайтри сӑн Шупашкарти 56 ҫулти хӗрарӑм ӗҫри пуҫлӑх ҫырнӑ тесе ӗненнӗ те шар курнӑ. Мессенджерта пуҫлӑх ятӗнчен ун патне ҫыру килнӗ: такамсем унӑн харпӑр даннӑйӗсене пӗлнӗ те хӑрушлӑх сиксе тухнӑ-мӗн, Украинӑна укҫа куҫарма пултараҫҫӗ, банксенче темиҫе кредит илме пултараҫҫӗ имӗш. Хайхискер кӗҫех унпа йӗрке хуралҫисем ҫыхӑнассине пӗлтернӗ. Хӗрарӑм банксене кайса кредитсем илнӗ. Лешсем хушнипе укҫа машина туянма кирлӗ тесе суйнӑ. Укҫине куҫарсан тин ывӑлне кун пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫапла вӑл 3 миллион та 300 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chttps://cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан Вера Ятманова паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, 101 ҫул тултарнӑ. Ӑна хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ пӑхса пулӑшать. Кинемее асӑннӑ центрӑн пай пуҫлӑхӗ Татьяна Ильина саламланӑ. Вера Ивановна Етӗрне районӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӑна окоп чавма янӑ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнчен зоотехника вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн зоотехникра ӗҫленӗ. Упӑшкипе икӗ хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
m.ok.ru сайтри сӑн Ҫанталӑк питех сивӗ тӑманнипе, талӑкри вӑтам температура 8 градус ӑшӑран сахалрах пулманнипе Шупашкарта хутса ӑшӑтмалли сезона пуҫӑнман-ха. Ку ыйтӑва администрацире иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Синоптиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк юпа уйӑхӗн варриччен ӑшӑ тӑма пултарать. Ҫавна май мэри ӑшӑ хӑҫан яма планланине пӗлтернӗ: юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӑшӑ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |