Хулара
Патшалӑх Думин сайтӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫейри паллӑ политик Владимир Жириновский ячӗпе хисеплеме сӗнни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Комиссири 6 ҫын сквера Жириновский ятне парассине ырланӑ. Пӗр ҫын хирӗҫ пулнӑ. Ҫапла ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Шупашкарти хӑш сквера Жириновский ятне парассине каярах пӑхса тухӗҫ. Аса илтерер: хулари пӗр сквера Владимир Жириновский ячӗпе пама ЛДПР парти пайташӗ Эдуард Петров кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ezavi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят. Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет. Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чебмедиа" архивӗнчи сӑн Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ. Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Яндекс.карттаран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти икӗ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерме йышӑннӑ. «Вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантаракан центр» муниципалитетӑн автономи учрежденийӗпе пӗрлештерӗҫ. Кун пек йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Асӑннӑ икӗ учреждени те Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Пӗрне Ольга Захарова ертсе пынӑ, штатра — 17 ҫын. Теприн пуҫлӑхӗ – Татьяна Давыдова, штатра — 14 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
protumse.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пӗтермелле. Ҫапла каланӑ Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Максим Семенов алӑ пуснӑ йышӑнӑва. Анчах ку троллейбус ӗҫӗ-хӗлне пырса тивмелле мар. Мӗншӗн тесен кӑҫал ака уйӑхӗнче Чӑваш транспорт управленине хута янӑ. Вӑл Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар троллейбус управленийӗсене тытса тарӗ. Шупашкарти управленине ҫуркуннех республика харпӑрлӑхне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Надежда Яковлева йӗп те ҫип ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине паянхи кун та пӗлмеҫҫӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни те паллӑ мар. Надежда Яковлева 156 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Эсир ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8 800 700 54 52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gorod3466.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гузовский урамӗнчи лавкка сутуҫине, 52-ри хӗрарӑма, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка сӑра сутнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Ача ҫав лавккара сӑра туяннӑ та тӳрех полицие кайнӑ, унта хӑйне алкоголь сутни пирки каласа кӑтартнӑ. Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑма кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 16-ри хӗре эрех сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта каллех ретро-троллейбус ҫула тухӗ. «ЗиУ-5» троллейбус Чӑваш транспорт управленийӗн автопаркӗнче упранать. Кивӗ техникӑна (вӑл ҫула 1964 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пуҫласа ҫӳреме тытӑннӑ) хальхинче предприятие уҫнӑранпа 59 ҫул ҫитнине халалласа ҫула кӑларӗҫ. Совет саманинчи техникӑна юлашки ҫулсенче уяв кунӗсенче ҫула кӑлараҫҫӗ. Иртнине аса илмелӗх. Ретро-троллейбус 1-мӗш номерлӗ маршрутпа «Университет» микрорайонтан пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗ таран ҫӳрӗ. Ӑна ирхи 7 сехет те 57 минутран пуҫласа 16 сехет те 19 минутчен чуптарӗҫ. «Умный транспорт» (чӑв. Ӑслӑ транспорт) приложенире тата сайтра ӑна «Ретро 001» тесе кӑтартӗҫ. Троллейбус рулӗ умне Чӑваш транспорт управленийӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Владимир Спиридонов ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
9111.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм 400 пин тенкӗ таран пухӑннӑ. 39 ҫулти арҫыннӑн 2016 ҫултанпа шалӑвӑн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне ачишӗн тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл сӑлтавсӑрах ҫакна пурнӑҫламан. Куншӑн ӑна административлӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах тӳрӗ ҫул ҫине кун хыҫҫӑн та тӑман – алимента ҫаплипех тӳлемен. Парӑм нумайлансан арҫынна суд тунӑ. Ӑна 4 уйӑх тӳрленӳ ӗҫне янӑ, шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
moneyman.ru сайтри сӑн 18 ҫулти студент, Шупашкарта аслӑ шкулта вӗренекенскер, полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Вӑл каланӑ тӑрах, Ватсапра ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Вӑл каланӑ тӑрӑх, каччӑ ячӗпе такам кредит илесшӗн, ҫавӑнпа хӑйӗн кредит илсе ку ӗҫе пӑчлантарма пулӑшмалла имӗш. Каччӑна телефонӗ ҫине ятарлӑ сарӑм вырнаҫтарма хушнӑ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн онлайн-банкӗпе усӑ курнӑ, ҫамрӑк ячӗпе 100 пин ытла тенкӗ кредит илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |