Хулара
t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнче пӗр ача выляма тухсан аманнӑ. Унта баскетбол вылямалли лапам пур иккен. Анчах унӑн тавра карта тытса ҫавӑрман. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ. Ача персе аннӑ, вӑл велосипед ҫине ӳкнӗ. Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе. Асӑннӑ пӑтӑрмах пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ. Вӑйӑ лапамӗнче карта та тытса ҫавӑрман иккен, ӳксен аманасран резина сий те пӑхса хӑварман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн Транспорт министерстви Шупашкарта черетлӗ транспорт реформи иртессине пӗлтернӗ. Ӑна 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн палӑртса хунӑ. Ҫитес ҫултан пуҫласа республикӑн тӗп хулинчи общество транспорчӗшӗн Транспорт министерстви яваплӑ пулӗ. Муниципалитетри вӑл е ку маршрут сетне ылмаштарасси транспорт хуҫисемпе унччен тунӑ контракт хӑҫанччен пырассипе ҫыхӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра. 22-мӗш маршрутпа 7 троллейбус хутлӗ. 5-мӗш номерлӗ автобус «Маштехникум» чарӑнуран пуҫласа Чапаев завочӗ патне ҫитекен пулӗ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин кунне уявланӑ чухне урамсене хупса хумӗҫ. Ытти ҫулхине Пултарулӑх бульварне ирттернӗ май Ленин проспектне вӑхӑтлӑха хупса хуратчӗҫ, общество транспорчӗн тата ытти машинӑн урӑх ҫулпа ҫӳреме тиветчӗ. Кӑҫал апла хӑтланмӗҫ. Пултарулӑх бульварне Шупашкар кӳлмекӗнче йӗркелӗҫ. Унтах пултарулӑх тата спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Шупашар хула кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫурла уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсене тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи ӳрӗк ватӑсем тивӗҫлӗ канура та ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳренӗ май тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клубра вӗсем касса ҫӗлеме вӗренме тытӑннӑ. Ҫак пултарулӑха вӗсене ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза хӑнӑхтарать. Ваттисене вӑл пӗр-пӗр блузка е платье ҫӗлеме лариччен тӗрӗс виҫсе кӑларма та вӗрентет. Ватӑсем ҫӗнӗ япалана хаваслансах ӑша хываҫҫӗ, ку ӑсталӑха алла илме май пурришӗн савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пылесос туянас тенӗ. Лайӑхскерне, чаплӑскерне, хаклӑскерне. Ӑна вӑл маркетплейссенчен пӗри урлӑ саккас панӑ. Тавар килессе килнӗ-ха. Анчах пылесос вырӑнне шыв тултарнӑ канистра ярса панӑ. Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, вӗсене ултавҫӑсене явап тыттарма ыйтса ҫӑхавланӑ. Пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта чӑваш агромаркечӗ пуласси, ун валли сасӑлав ирттерсе ят суйлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: агромаркет "Пехет" ятлӑ пулӗ. Ӑҫта вырнаҫӗ-ха "Пехет"? ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унӑн эскизӗпе Телеграм-каналӗнче паллаштарнӑ. Агромаркет "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ. Ӑна кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Унта сутӑнакан пӗтӗм тавар экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хамӑр патра туса кӑларни пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"На связи" форумри сӑн Шупашкарта Василий Чапай ятлӑ ӳнерҫӗ троллейбуса сӑрласа илемлетет. Вӑл унта Нарспи сӑнарне ӳкерет. Троллейбус Энгельс урамӗнчи депора тӑрать. Ӳнерҫӗ каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе пӗр енӗ хатӗр. Вӑл ӗҫе Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗ тӗлне туса пӗтерессе шанать. Ҫак троллейбус 1997-2021 ҫулсенче 19-мӗш маршрутпа ҫӳренӗ. Ӑна темиҫе хутчен те сӑрласа илемлетнӗ. Нарспи сӑнарне ӳкерсе пӗтерсен троллейбуспа мӗн тӑвассине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Телеграмри t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Телеграмри каналсенчен пӗринче пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсенчен пӗри маршруткӑра улталаннӑ. 270-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен маршруткӑра ҫав ҫыннӑн 37 тенкӗ тӳлемелле пулнӑ. Пассажир банксенчен пӗрин карттипе татӑлнӑ. Анчах 37 тенкӗ вырӑнне 337 тенкӗ илсе юлнӑ. Укҫана тавӑрас тесен кампа ҫыхӑнмалла-ши тесе кӑсӑкланнӑ маршруткӑра улталаннӑ ҫын. Маршрутка хуҫи Юрий Витальевич Васильев уйрӑм усламҫӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче пӗр арҫын аллине картлашкан карлӑкӗ хушшине чиксе лартнӑ. Ӑна вӑл унтан каялла кӑларайман. Пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине, 19 сехет те 40 минутра, хулари Лебедев урамӗнчи пӗр ҫуртра пулса иртнӗ. Аллине карлӑк хушшинче хӗстерсе лартнӑ арҫыннӑн ирӗксӗрех ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтма тивнӗ. Арҫынна пулӑшма ҫӑлавҫӑсем пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Спрут» ятлӑ хатӗр пулӑшнипе алла карлӑкран кӑларма пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче юрра-ташша юратакансен коллекивӗсем те пур. Вӗсенчен пӗри — «Калинушка» ансамбль. Пултарулӑх ушкӑнне Валентина Телей юрӑҫ ертсе пырать. Центрта вӑл халӗ музыка ертӳҫи пулса ӗҫлет. Валентина Телей ертсе пыракан ушкӑн тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳрет. Хамӑр республикӑри тата хулари конкурссене ҫеҫ мар, урӑх регионсенчисене те хутшӑнать. «Центрта ӗҫлеме тытӑннӑранпа ҫур ҫул сисӗнмесӗр иртсе кайрӗ. Хора ҫӳрекенсем хастар пулнӑран тата вӗсем репетицисенче ҫине тӑрса хатӗрленнӗрен, ҫӗнӗ репертуара вӗреннӗрен пире тӗнче шайӗнчи тата Раҫҫейри конкурссенче лауреатсен ятне тивӗҫме май килчӗ», — тет Валентина Телей. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |