Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ботаника сачӗ кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗччен чӑрӑшсене йышӑнать. Унта «Чӑрӑша – иккӗмӗш пурнӑҫ» акци иртет. Ҫӗнӗ ҫулта усӑ курнӑ чӑрӑшсене унта илсе пыма ыйтаҫҫӗ. Вӗсене вӗтетӗҫ, ваклӗҫ те малалла усӑ курӗҫ. Чӑрӑшсене ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Иван Яковлев проспекчӗ, 31-мӗш ҫурт. Чӑрӑшсене ӗҫ кунӗсенче те, канмалли кунсенче те илсе килме юрать. Килес умӗн шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8 (8352) 51-02-99. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() shilk-pravda.ru сайтри сӑн Шупашкарти 31 ҫулти арҫын Ҫӗнӗ ҫул каникулӗнче ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ кусарса панӑ. Йӑлтах раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Ун патне телефон ҫыхӑнӑвӗн операторӗн ӗҫченӗ ҫыхӑннӑ имӗш. Арҫынран номере упраса хӑварас кӑмӑл пурри-ҫуккипе кӑсӑкланнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан ҫынсем шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Вӗсем - банк, полици, патшалӑх палӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗсем имӗш. Хайхи Шупашкар арҫыннӑн аферистсене тытса чармалла-мӗн. Ҫапла вӑл виҫӗ банкра кредит илсе ултавҫӑсене 1 млн та 700 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан Иван Кирилловичпа Галина Михайловна Львовсем пӗрле 50 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Иван Львович пурнӑҫӗн ытларах пайне строительствӑна халалланӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче инженерта ӗҫленӗ. Галина Михайловна медицина тытӑмӗнче вӑй хунӑ. Вӑл иглорефлексотерапи мелӗпе хӗсӗрлӗхе сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта рельс тӑрӑх ҫӳремен пӑравуспа ярӑнтарӗҫ. Хӗрлӗ тӗҫлӗ ҫӗнӗ аттракциона Гостехнадхор инспекцийӗнче тӗрӗсленӗ. Унпа ярӑннишӗн 250 тенкӗ тӳлемелле. Пӗчӗк ачасене аслисемсӗр лартмӗҫ. Маларах эпир Гостехнадзор терӗмӗр те, аттракционсене тӗрӗслесе тӑрать. Пӑравуса туяннӑ чухне хула ертӳҫисем ӑна Мускав ҫыранӗпе ҫӳреттерес ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗнченпе пӗлмест. Вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ. Руслан Любинарский чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Хӑйӗнпе ҫумӑн докуменчӗсем те пулман унӑн. Ҫухалнӑ кун Руслан хура куртка, сарӑ кофта, сӑрӑ джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Унӑн сулахай куҫ харши ҫийӗн суран йӗрӗ пур. Руслана куракансене полицие 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта юр ирӗлтерекен станци хута ярасшӑн. Вӑл Калинин районӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Кӑкшӑм юханшывӗ ҫывӑхӗнче, пулӗ. Проекта патшалӑх эксертизине янӑ. Унпа килӗшӳллӗн, юр ирӗлтерекен установка лартма, урамри юра купаламалли лапам, хура каяшне упрама вырӑн тума палӑртнӑ. Юр шывне тасатакан сооруженисене ярӗҫ. Ӑшӑ ҫанталӑкра вӑл Кӑкшӑм юханшывне лекӗ, сивӗре вара – хулари хозфекал тытӑмне. Кунсӑр пуҫне тасатнӑ шывпа территорие шӑварӗҫ, установкӑна ӗҫлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти «Университет-2» микрорайон пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫутта унти ҫуртсенче 17 сехет те 40 минутра сӳнтернӗ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Лукин тата Миначев урамӗсенчи нумай хваттерлӗ 12-14 ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫуртсенчен чылайӑшӗнче уйрӑм газ кӑмакисем вырнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫутӑсӑр ӗҫлемеҫҫӗ. Апла пулсан, ҫутӑ сӳнсен хватерсенче ӑшӑ та пулмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот Шупашкарти заливӗнчи картлашкана юртан тасаманни пирки хулари хастарсенчен пӗри Патшалӑх пулӑшӑвне кӳрекен портал урлӑ пӗлтернӗ. Хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата транспорт управленийӗнче тротуара тата картлашкасене тракторпа тасатма май ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсене вара Шупашкар заливӗн дамби ҫинчи тротуарпа ҫӳреме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Ҫӗрпӗве ҫӳрекен 173-мӗш номерлӗ маршрутӑн схемине ылмаштарма йышӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти Хулаҫум автовокзалтан ҫӳреме тытӑнӗ, республикӑн тӗп хулинче унӑн юлашки чарӑнӑвӗ те ҫав вокзал пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хула тӑрӑх Юханшыв портне ҫити кайма пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Хальхинче ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявне халалласа капӑрлатӗҫ. Троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ. Рейс 9 сехет те 6 минутра ҫула тухӗ те ӗҫе 16 сехет те 57 минутра вӗҫлӗ. Кӑнтӑрлахи апатра тӑхтав пулӗ. Салона гирляндӑсемпе, ытти япалапа капӑрлатӗҫ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра ӑна «001Р» паллӑпа уйӑрса илме пулать. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вара хулара «Хӗл мучи» операци» акци иртӗ. Ун чухне хула ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлӗҫ, парнесем – канфетсем - парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |