Хулара
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче сайра тӗл пулакан чечекпе аукцион ирттернине курнӑ. Хайхискер унта хутшӑнас тенӗ. Вӑл ӑна 9 пинпе илме сӗннӗ. Кун хыҫҫӑн унпа палламан ҫын ҫыхӑннӑ та ӑна чечеке туянма сӗннӗ.. Ҫӗнтерӳҫӗ темле сӑлтава пула чечеке туянма килӗшмен-мӗн. Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫав ҫынна 9 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах чечеке ӑна ярса паман. Ҫавна май хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chgtrk.ru сайтри сӑн Ҫулла Шупашкарта Сочи хулине кашни кунах самолет вӗҫӗ. Ҫапла пӗлтерет Шупашкарти аэропорт. Хальхи вӑхӑтра пирӗн патран Сочи хулине эрнере икӗ хутчен самолет вӗҫет. Паянхи кун ку енӗпе «Северный ветер» /чӑв. «Ҫурҫӗр ҫилӗ»/ авиакомпани ӗҫлет. Ҫулла вара «Победа» /чӑв. «Ҫӗнтерӳ»/ авиакомпани те рейссем уҫӗ. Палӑртмалла: рейссене ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен нумайлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kartinkin.net сайтри сӑн Шупашкарта пая кӗрсе хваттер туяннӑ ҫын застройщикрен суд урлӑ укҫа илнӗ. Вӑл 2018 ҫулта "А101" организаци тӑвакан ҫуртра хваттер илнӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, хваттере 2021 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кая мар туса пӗтермелле пулнӑ. Анчах застройщик уҫҫине 2022 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче кӑна панӑ. Хваттер хуҫи куншӑн ҫав организацие суда панӑ. Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ организаци ӑна кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ, 355 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтри сӑн Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, 18 сехет те 3 минутра Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта чутах ҫын ҫине ҫутӑ юпи ӳкмен. Вӑл урампа пынӑ вӑхӑтра икӗ юпа пралук-качки йӑтӑнса аннӑ. Юрать, ҫын тарса ӗлкӗрнӗ. Ҫутӑ юпине трактор юр тастанӑ чухне ҫаклатнӑ-мӗн. Юпасем ӳкни видеокамера ҫине лекнӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх. Вӗсене пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗччен улӑштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм урама тухайманнипе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑнӑран, юр нумай ҫунӑран пӳрт тӳрринчен юр ӳксе алӑк умне купаласа лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл урама хӑй тӗллӗн тухайман. Ҫӑлавҫӑсем паян ҫав ватӑ хӗрарӑм патне ҫитсе пулӑшнӑ: алӑк умӗнчи юра айккинелле пенӗ. Ҫапла вӗсем ватӑскере «юр тыткӑнӗнчен» хӑтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти аэропортра реконструкци ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ҫапах вӑл ҫав вӑхӑтрах ӗҫлет. Аэропорта тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗ чӑваш космонавтне Андриян Николаева халалласа темиҫе ҫул каяллах ят панӑ. Халӗ вара ҫурта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ун ҫинче Андриян Григорьевичӑн сӑнне курма май пулӗ. Космонавт сӑнне «ӳкермелли» виҫӗ варианта палӑртнӑ. Анчах хальлӗхе аэропорт администрацийӗ вӗсенчен пӗрне суйламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
kingisepp.ru сайтри сӑн Ултавҫӑсем Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 73 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравласа мӑнукӗ аварие лекни пирки пӗлтернӗ. Вӑл ӑна пулӑшма пултарать имӗш, анчах куншан укҫа памалла. Ку пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Юрать, хӗрарӑм палламан ҫынна ӗненмен. Лешӗ унран 1,5 миллион тенкӗ ыйтнӑ, укҫа парсан мӑнукне пулӑшма шантарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара ултавҫӑсене кунашкал историсене пӗрре мар илтнӗ. Ҫавӑнпа вӑл ӗненмен те, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра ҫапӑҫма пуҫланӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тытӑннӑ. Сӑмахпа кӑна хирӗҫмен, хӗрарӑма питӗнчен ҫапнӑ. Юрать, водитель пулӑшнӑ. Вӑл ӳсӗр пассажира салонран кӑларса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
healthbusinessuk.net сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти лавккара ӗҫлекен хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та вӑл директор пулнине пӗлтернӗ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, лавккана реклама баннерӗ илсе килеҫҫӗ, уншӑн васкавлӑ укҫа тӳлемелле имӗш. Сутуҫӑ банкомата кайса счет ҫине 45 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ҫав палламан ҫын лавкка директорӗ пулманнине вӑл кайран тин пӗлнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шутлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кашни ҫуркунне йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана кӗме чараҫҫӗ. Кӑҫал ку чару ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ. Ку чару - пӗр уйӑхлӑха. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пысӑк машинӑсене каллех хулана кӗме ирӗк парӗҫ. Ку йӗпе-сапара асфальт ҫулсене упрассипе ҫыхӑннӑ. Шыв-шур чухне ҫӗр йӗпенет, ҫавна май асфальт арканма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |