Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хула администрацийӗ раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗн Михаил Сорокинӑн хваттерӗнче юсав ӗҫӗсем тунӑ. Кун валли 403,4 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Михаил Сорокин 97 ҫулта. Вӑл вӑрҫа хутшӑннӑ, Хусан хӳтӗлев чиккине чавнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе икӗ ывӑл ӳстернӗ. Администраци уйӑрнӑ укҫапа ветеранӑн хваттерӗнче стенасене ҫӗнетнӗ, линолеум сарнӑ, обой ҫыпӑҫтарнӑ, алӑксемпе чӳречесене улӑштарнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗнӗ сантехника, газ плити лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарти ҫулсем ҫинче Хӗл Мучие тӗл пулма пулать. Вӑл водительсене хӑйӗн патакӗпе чарать те ҫул-йӗр правилисене пӑснипе пӑсманни пирки кӑсӑкланать. Ҫапла, ку Хӗл Мучи – полицейски. Ҫак Хӗл Мучи ҫунапа мар, машинӑпа ҫӳрет. Руль умӗнче те хӑйех. Вӑл водительсене ҫул-йӗр правилисене аса илтерет, хулленрех ҫӳремелли пирки асӑрхаттарать. Машинӑра ача пур тӑк Хӗл Мучи ӑна парне парать. Паллах, куншӑн шӑпӑрлан сӑвӑ каласа савӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ 16 ҫулти Митрофанова Вера Витальевнӑна шыраҫҫӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе килте пулман. Вера 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ. Ҫав кун сӑрӑ куртка, хура шӑлавар, хура пушмак, сӑрӑ калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле кӗрен кутамкка илнӗ. Вера Митрофанова пирки мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52, 112 е 89276667768. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ архивӗнчи видео скринӗ Паян, раштавӑн 29-мӗшӗнче, ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти Калинин тата Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта 15 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Вӑл ун чухне ҫул урлӑ каҫнӑ. Хӗрача "зебра" урлӑ утнӑ вӑхӑтра ун ҫине "Лада Гранта" пырса кӗнӗ. Унӑн пӗҫҫи суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
lenin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пысӑк хуласенче пурӑнакансем машинӑсене ниҫта лартма аптӑрани час-часах пулать. Ятарлӑ парковкӑсем ҫывӑхра мар, кашни килсерен тенӗ пек автомобиль. Уйрӑмах сӗмсӗррисем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнчи лаптӑка хӑйсем тӗллӗн ярса илеҫҫӗ. Ҫав вырӑнта машина номерне ҫырса ҫакса хураҫҫӗ, тӗрлӗ майпа (кивӗ кустӑрма хурса, тимӗртен карта тытса) паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи, Кӑкшӑм, Хусанкай урамӗсенчи, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫавӑн пек картасемпе кустӑрмасене, машина номерӗсене ҫырса ҫакса хунисене хулари яваплӑ службӑсем сӳтсе тиесе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Чаваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Шупашкарта пурӑнакан 12 ҫулти Володя Майоров юр тасатмалли машинӑпа ярӑнса курма ӗмӗтленнӗ. Вӑл мӗн пӗчӗкренех техникӑпа кӑсӑкланать. Унӑн ӗмӗтне РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров пурнӑҫланӑ. Володя патне Хӗл мучипе Юрпике килнӗ, Ҫӗнӗ ҫулпа саламласа пылак парне панӑ. Унтан КамАЗ водителӗ ачана кабинӑна лартнӑ. Ҫапла Володя юр мӗнле тасатнине паллашма пултарнӑ. Володя хӑй те, унӑн амӑшӗ те Елена Майорова питӗ савӑннӑ. Амӑшӗ «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» питӗ лайӑх акци пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти 43-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобус пассажирӗсен йышӗнче Хӗл Мучи пулнӑ. Вӑл салонри ҫынсене канфетпа хӑналанӑ. Лешсем вара ӑна юрӑ юрласа, сӑвӑ каласа панӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал пӗлтерет. Сӑмах май, Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Победа» авиакомпани Хӗл Мучин тата Юр пикен тумӗпе килнӗ пассажира самолетпа тӳлевсӗрех вӗҫме ирӗк парассине пӗлтернӗ. Ку акци раштавӑн 31-мӗшӗнче пуҫланӗ те кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Тӳлевсӗр вырӑнсене пушӑ вырӑн пулсан кӑна параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкарти общество транспорчӗ мӗнле ҫӳрӗ? Кун пирки хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра калаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине троллейбуссем те, автобуссем те ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ҫӳрӗҫ. 5-мӗш, 12-мӗш, 20-мӗш, 24-мӗш, 30-мӗш тата 65-мӗш автобуссем ҫур ҫӗр иртиччен ҫӳремӗҫ. Кӑрлачӑн 1-2-мӗшӗсенче хулара вырсарникунхи графикпе 130 троллейбус ҫӳрӗ, кӑрлачӑн 3-6-мӗшӗсенче - 138 троллейбус, кӑрлачӑн 6-7-мӗшӗсенче - 145 троллейбус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнтернӗ ӗҫсенчен пӗри. «Ҫыхӑнура» канашлуран Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ палӑк пуласси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Кун тӗлӗшпе конкурс та ирттернӗ. Виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫне суйланӑ, вӗсемпе усӑ курӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтерет. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Альфред Ибрагимов, Семен Удяков тата Владимир Нагорнов архитекторсем. Сӑмах май, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене халалланӑ палӑк Куславкка районӗнче те пур. Ӑна кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pravoved-plus.msk.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын ывӑлӗн класс ертӳҫине сӑмахпа хӑртса пӗтернӗ. Куншӑн ун судра явап тытма тивнӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ывӑлӗ 9-мӗш класра вӗренет. Авӑн уйӑхӗнче шкул ачисем хирӗҫсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн пӗрин ашшӗ вӗрентекен патне шӑнкӑравланӑ. Ун чухне вӑл 30 ҫул ӗҫлекен педагога ят-сумне, чысне пӗтерекен сӑмахсем каласа пӗтернӗ. Ку сӑмахсене класри ытти ача та илтнӗ. Арҫынна куншӑн 3500 тенкӗлӗх штрафланӑ. Суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |