Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Паян Шупашкарта громкоговорительпе калакан автобус иртсе ҫӳренине асӑрхаман-и? Нумайӑшӗ илтнӗ пулӗ. ҪҪХПИ ку эрнере хӑйне евӗр акци ирттерет. Шупашкарта 15-17 сехетсенче ятарлӑ автобус ҫӳрӗ. Унта вырнаҫтарнӑ аппаратурӑпа аудиоролик ярӗҫ. Вӑл - ҫуран ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗ пирки. Ҫавӑн пекех автобусри инспекторсем ҫуран ҫӳрекенсене хытӑ илтӗнекен ҫыхӑнупа ҫул-йӗр правилисене пӑсни пирки асӑрхаттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри энергосбыт компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл Шупашкарти троллейбус управленийӗнчен 14 миллион та 768 пин те 612 тенкӗ шыраса илесшӗн. Ку – вӗсен парӑмӗ. Суд тавӑҫа йышӑннӑ. Малтанхи суд ларӑвне кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Палартмалла: энергосбыт компанийӗ кӑҫал авӑн уйӑхӗнче те троллейбус управленийӗнчен 13 миллион тенкӗ шыраса илме тавӑҫ тӑратнӑ. Ун чухне Арбитраж сучӗ йышӑнӑва ун майлӑ тунӑ, парӑма татмалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Шупашкарта Хӗл мучи пек ҫӳрекен таксист пур. Унӑн машининче юрӑ-кӗвӗ янӑрать, ӑна гирляндӑпа илемлетнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата хыпарлать. Хӑйне евӗр такси нумаях пулмасть ҫӳреме тытӑннӑ. Хитре машина ҫынсене питӗ илӗртет. Водитель «Ренона» ҫутӑ кӗввипе илемлетнӗ. Ку кӑна мар-ха, Хӗл мучи таксист хӑйӗн пассажирӗсене пылак ҫимӗҫпе хӑналать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
smotrim.ru сайтри сӑн Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 7-мӗш "к" ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑмпа унӑн икӗ хӗрӗ хӑйсене япӑх туйма пуҫласан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вырӑна реанимаци те ҫитнӗ. 40 ҫулсенчи амӑшӗ тата унӑн 12-14 ҫулсенчи икӗ хӗрӗ сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ иккен. Ачасене Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ӑсатнӑ, амӑшне - Васкавлӑ медпулӑшу пульницине. Газовиксем малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, газ колонкин сӗрӗме туртса илмелли хатӗрӗ ӗҫлемен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗпе Фучик урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте развязка тӑвасшӑн. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, проекта хатӗрлеме тата ҫула тума 2 ҫул кирлӗ. Денис Спирин Китай строителӗсенчен тӗслӗх илме сӗннӗ. Шупашкар хула администрацийӗ 2015 ҫултах пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ: Богданкӑри развязкӑна тума 1 миллиард тенкӗ ытла кирлӗ. Ку – ун чухнехи хак. Анчах вӑл проект – ҫӗр айӗнчи развязка (Мускаври пек), ҫавӑнпа вӑл хаклӑ. Халӗ вара администраци икӗ уровеньлӗ развязка тума палӑртнӑ – Хусанти пек. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ку таранччен вӗсем ачана кунашкал ят панине курман. Ашшӗпе амӑшӗ, Андрейпа Ольга, тин ҫуралнӑ хӗр пӗрчине Саксония ят панӑ. Вӑл - питӗ сайра тӗл пулакан ят. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
rzd.ru сайтри сӑн Хӗл мучи Чӑваш Енри ачасене те килсе курӗ. Ҫак асамҫӑ тӗрлӗ хулана ҫитет. Шупашкар та ҫав списока лекнӗ. Хӗл мучи пуйӑсӗ республикӑн тӗп хулинче ҫак канмалли кунсенче, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чарӑнӗ. Вӑл Аслӑ Устюгран ҫитӗ, унпа пӗрле ытти асамҫӑ та пулӗ. Хӗл мучи пуйӑспа килӗ. Унта ачасене йышӑнмалли вакун, вӑйӑсемпе квестсем ирттермелли вакунсем, ресторан, сувенирсем сутакан лавкка пулӗҫ. Сӑмах май, Хӗл мучи пуйӑсӗ юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫула тухнӑ, вӑл 100 хулара чарӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 1-мӗш Кӑнтӑр тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр ҫурт миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ҫынсене иккӗлентерме тытӑннӑ. Унта 60 ытла ҫын пропискӑра тӑнӑ. Вӗсем вырӑна ҫитсе курнӑ та - унта пурӑнмалли юрӑхлӑ ҫурт та пулман, стенасем кӑна. Ҫӗр хуҫи - 53 ҫулти арҫын. Вӑл тӗрӗссине каласа кӑтартнӑ. Хайхискер унта хӑйӗн пӗлӗшӗсене, 60 ҫынна, пропискӑна тӑратнӑ. Лешсем хӑйсен ачисене прописка панӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Канмалли кунсенче тинех Шупашкарти Граждан урамӗпе общество транспорчӗ ҫӳреме тытӑнӗ. Раштавӑн 4-мӗшӗнче ҫӗнӗ асфальтпа 11-мӗш троллейбус тата автобуссем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Транспорт Чапаев савучӗ еннелле ҫӗнӗ асфальтпа кайӗ, каялла - Энтузиастсен урамӗпе. Халӗ ҫул хӗресленекен вырӑнта светофора ҫутма хатӗрленеҫҫӗ. Подрядчик раштав уйӑхӗ вӗҫлениччен икӗ сий асфальт сарма шантарнӑ. Ытти ӗҫе ҫуркунне пурнӑҫлама тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак эрнери ытларикун Шупашкарти «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ ача пахчи уҫӑлнӑ. Унта хӗрлӗ хӑю касма тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ашшӗ-амӑшӗпе шӑпӑрлансене пухнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчине тӳре-шарапа фотографсене ҫеҫ кӗртнӗ. Ачасемпе ашшӗ-амӑшне урамра хӑварнӑ. Пӗчӗккисем хоккейла вылянӑ, пысӑк пуканесемпе савӑннӑ, шӑпӑрлансене аниматорсем хаваслантарнӑ. Урамра 13 градус таран сивӗ пулнӑран ачасене ашшӗ-амӑшӗ хӑвӑртрах киле илсе кайма васканӑ. Ача пахчине 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Хӗрлӗ хӑю каснӑ пулин те, вӑл ачасене халех йышӑнмӗ: вӗренӳ учрежденийӗ ӗҫлеме лицензи илсе ӗлкӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |