Хулара
![]() nag.ru сайтри сӑн Палламан хӗр 37 ҫулти стоматолога улталама пултарнӑ. Арҫын ӑна нумай укҫа куҫарса панӑ. Тухтӑр полицире каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне темӗнле хӗр шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, такам ун ячӗпе тӑватӑ тӗрлӗ банкра кредит имле хӑтланни пирки каланӑ. Унтан темӗнле арҫын ҫыхӑннӑ. Вӑл ятарлӑ программӑпа усӑ курса чӑннипех те йӗрке хуралӗн номерӗ пек кӑтартса шӑнкӑравланӑ. Стоматолог палламан ҫынсене ӗненсе темиҫе банкра кредитсем илнӗ. Ҫапах унӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Анчах ултавҫӑсем ӑна пур-пӗрех ӗнентерме пултарнӑ. Участковӑй алӑкран шаккасан тухтӑр уҫман, мӗншӗн тесен ӑна ултавҫӑсем ӑна кӗртме хушман. Ҫапла стоматолог палламан ҫынсене 2 миллион ытла куҫарса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() rustur.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 55 ҫулти арҫын полицие пынӑ та хӑй ултавҫӑсен аллине лекни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл хӗллехи шинӑсем илме шухӑшланӑ, тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳсем шыранӑ. Арҫын кирлӗ шинӑсене тупсан сутуҫа 22 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах вӑл шинӑсене илеймен, сутуҫӑ та йӗп пек ҫухалнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ытти чухне вӑл тӗнче тетелӗнче тавар туяннӑ чухне ҫынсем ун пирки мӗн ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Хальхинче вара вӑл ҫакна укҫа куҫарсан ҫеҫ тунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫак ӗҫе тунӑ ҫынна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкарти 28-мӗш шкулта ачасене эвакуациленӗ. Пӗлӳ ҫурчӗ кӑнтӑр поселокӗнче Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ. Шкулта бомба хуни пирки хыпар килнӗ. Вырӑна Росгварди, полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ, пӗлӳ ҫуртне тӗплӗн тӗрӗсленӗ. Кун валли ҫур сехет кирлӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра ачасем урамра пулнӑ, вӗсене эвакуациленӗ. Эвакуаци вӑхӑтӗнче нимӗнле пӑтӑрмах та пулман. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ачасем каллех парта хушшине ларнӑ та малалла вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрарӑма шыранӑ. Полицейскисем ӑс-тӑнӗпе арпашӑннӑскере вилӗмрен ҫӑлнӑ. 74 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 11 сехет ҫурӑра килтен тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, ӑна вӗсем районтан хулана илсе килнӗ. Ватӑскер ӑс-тӑнӗпе арпашӑнма пултарнӑ. Килте никам та ҫук чухне хӗрарӑм тухса кайнӑ. Вӑл ҫухалнине 2 сехетрен тин асӑрханӑ, тӳрех полицие пӗлтернӗ. Вокзалсенче, подъездсенче, лавккасенче шыранӑ – тупайман. 17 сехет те 40 минутра хӗрарӑма ҪҪХПИ ӗҫченӗсем хваттере илсе килнӗ. Экипаж патруль вӑхӑтӗнче пӗр ҫын промзона еннелле утнине курнӑ. Вӑл шӑпах ҫав хӗрарӑм пулнӑ. Взвод командирӗн ҫумӗ Алексей Васильев тата Николай Бардулин инспектор ун патне пынӑ та вӑл ҫухалнӑ ҫын пулнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Арҫын Чӑваш наци музейне кӗрсе сӑмавар вӑрланӑ. Куншан ӑна суд тунӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн патшалӑха ӗҫлесе татмалла. Арҫын ҫӗрле музей чӳречине чавсипе ҫапса ҫӗмӗрнӗ те шала кӗнӗ. Вӑл сӗтел ҫинче ларакан сӑмавара йӑтса тухнӑ. Сӑмавар 19 ӗмӗр вӗҫӗнчи е 20 ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи пулнӑ, хакӗ 5 пин тенкӗпе танлашнӑ. Арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, ӗҫе уйрӑм йӗркепе пӑхса тухнӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланманнине те шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() https://og21.ru/poll/1577 сӑнӳкерчӗкӗ «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта ҫак кунсенче Николай Ашмарин палӑкӗн шӑпине татса параҫҫӗ. Хула еертӳҫисем патне Чӗмпӗрти Николай Кондрашкин скульптор Николай Ашмарин палӑкне вырнаҫтарас сӗнӳпе тухнӑ. «Николай Ашмарин паллӑ тюрколог евӗр ӑсчахсене асра тытмалла. Бюстӑн ӗҫ модельне 3 ҫул каяллах хатӗрленӗ, ӑна Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пухӑвӗнче ырланӑ», — тенӗ хулари тӳре-шарана скульптор. Рабочая модель бюста создана три года назад и поддержана художественным советом и общим собранием ЧРОО ЧНАНИ. «Уҫӑ хула» порталти сасӑлава хутшӑнакансем «Шупашкарта Николай Ашмаринӗ кирлӗ-и?» ыйтӑва тӑватӑ тӗрлӗ хуравлама пултараҫҫӗ: «Ун пек ҫынна асра тытмалла», «Кирлӗ мар», «Ку ыйтӑва специалистсен татса памалла» е ҫынсем хӑйсен урӑхла шухӑшне пӗлтерме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() animals889.blogspot.com сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ ҫын йытта пула вӑрҫса пӗтнӗ. Вӗсем иккӗшӗ те йытӑ усраҫҫӗ иккен, хӑйсен тӑватӑ ураллӑ тусӗсемпе иккӗшӗ те хулари «Дорисс паркра» уҫӑлса ҫӳреме юратаҫҫӗ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 9 сехет хыҫҫӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тата 45 ҫулти арҫын йытӑсемпе уҫӑлма тухнӑ. Икӗ йытӑ пӗр-пӗрне килӗштерменрен вӗсен хуҫисем ятлаҫса кайнӑ. Арҫын хӗрарӑма усал сӑмахсемпе кӳрентерсе пӗтернӗ, ҫийӗнчен вӑл ӑна питӗнчен лачлаттарса сурса хунӑ. Тавлашӑва хӗрарӑм телефон ҫине ҫырса илнӗ. Шар курнӑ хӗрарӑм пулӑшу ыйтса прокуратурӑна кайнӑ. Лингвистика экспертиза хӗрарӑма, чӑн та, кӳрентернине палӑртнӑ. Арҫынна административлӑ майпа 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() вести35.рф сайтри сӑн Шупашкарти 25 ҫулти вӗрентекен патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та ултавҫӑсем унӑн банк счетне хапсӑнни пирки каланӑ. Хайхискер укҫана часрах хӑрушсӑр счет ҫине куҫарма сӗннӗ. Ҫамрӑк вӗрентекен ӑна ӗненсе 100 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗр кунхине ҫав ҫынсем ӑна страховка тӳлевӗ тесе тепӗр 200 тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн тин ҫамрӑк хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл кредитне илнӗ ӗнтӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта тепӗр ача пахчи пулӗ. Ҫак кунсенче экспертиза ирӗк панӑ. Вӑл виҫҫӗмӗш микрорайонта пулӗ. Унта 180 ача ҫӳремелӗх вырӑн тӑвӗҫ. Ӗҫсене «Иско-Ч» строительство компанийӗ пурнӑҫлӗ. Ача пахчин строительстви 2022-2023 ҫулсенче пулӗ. Аса илтерер: «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта паянхи кун 4 ача пахчи ӗҫлет Унта 900 ача валли вырӑн пур. Анчах микрорайонта ҫамрӑк ҫемьесем нумай пулнӑран ку ҫителӗксӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() сӑнӳкерчӗк адресӗ: https://vk.com/feed?z=video-59014018_456242751%2Fa1b689cd6dfecddfea%2Fpl_post_-59014018_1306572 Шупашкарти пысӑк суту-илӳ центрӗсенчи ҫынсене эвакуациленӗ. Ку хыпара тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑри «Подслушано Чебоксары» (чӑв. Шупашкарта итленӗ) пабликра пӗлтернӗ. Унта ҫырнине ӗненсен, ҫынсене «Мадагаскар», «Мега Молл» тата «Волжский» стуту-илӳ центрӗсенчен эвакуациленӗ. Асӑннӑ паблик хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗсенче сирпӗтекен хатӗр хуни ҫинчен электрон почтӑпа ҫырусем ҫитнӗ. Ятарлӑ службӑсем суту-илӳ центрӗсене тӗрӗсленӗ, сирпӗтмелли хатӗрсем вӗсенче тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |