Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти тӗп пасар умӗнче ларакан скульптурӑна – хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутакан карчӑка – илсе пӑрахасшӑн. Хула администрацийӗ унӑн шӑпине татса парас тесе «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Аса илтерер: 300 килограмм таякан пӑхӑр скульптурӑна 2016 ҫул вӗҫӗнче лартнӑ. Анчах кайран ӑна илсе пӑрахнӑ, 2017 ҫулта каллех вырнаҫтарнӑ. Халӑхра ҫӳрекен сас-хура те тӗрӗсех: иртнӗ ӗмӗрте ҫак вырӑнта пӗр карчӑк хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри сутнӑ. Ҫавӑнпа скульптурӑна шӑпах унта лартма шутланӑ-мӗн. Анчах хула администрацийӗн каллех ыйту сиксе тухнӑ: ҫак карчӑк пасар умӗнче кирлех-и? Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? Сасӑлава хутшӑнӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Амазони» паркра аван уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ретро-машинӑсен фестивалӗ иртет. Вӑл хӗлле каток пулакан вырӑнта уҫӑлӗ. Уяв 10 сехетре пуҫланать, 11 сехетре – концерт, 14 сехетре – фаер-шоу. Фестивальте ГАЗ-АА, ГАЗ-05-193, ГАЗ-С1, М-20 «Победа», ГАЗ-21 «Волга», ГАЗ-24 «Волга», ГАЗ-12 «ЗИМ», ГАЗ-14 «Чайка», тӗрлӗ ҫулти «Москвич», ГАЗ-69, ГАЗ-69А, ВАЗ-2101, ҫавӑн пекех DODGe-WC51 1941, ИЖ-49 тата JAWA-350 ретромотоциклсем курма пулать. Курава Тутарстан, Мари Эл, Пушкӑртстан, Чулхула, Чӗмпӗр, Челепи, Ярославль, Киров, Самар облаҫӗнчен хӑнасем килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ ращинче Инди турткӑшӗсем пурӑнма тытӑннӑ. Ҫак илемлӗ кайӑксем карантинра ларнӑ ӗнтӗ, халӗ вӗсене ҫынсем те курма пултараҫҫӗ. Кӑҫал ҫулла вӗҫӗнче Тӗкӗрҫ ращине Инди турткӑшӗн аҫине парнеленӗ. Халӗ унта ами те пур. Турткӑшсем тӗнчери чи илемлӗ кайӑксенчен пӗри. Вӗсем нумай пурӑнакансем шутланаҫҫӗ, 25 ҫул кун кунлаҫҫӗ. Амисен ҫеҫ хӳри тӗрлӗ-тӗслӗ. Аҫисен вара сӑрӑ тӗс ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
region15.ru сайтри сӑн Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Ярославль урамӗнчи вӑрманта тин ҫуралнӑ ача виллине тупнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, пӗчӗкскер сывлӑшне пӳлнипе вилнӗ. Ӑна телефон наушникӗпе пӑвса вӗлерни паллӑ. Вилнӗ ачана хутаҫа чиксе вӑрмана кайса пенӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачан амӑшне халӗ те тупайман. Ӑна шыраҫҫӗ. Республикӑра пурӑнакансенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку лару-тӑру пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравламалла: 8 (8352) 24-20-03, 8-999-756-00-79. Амӑшӗ пирки хыпар пӗлтерекене ахаль хӑвармӗҫ, хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
nag.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм халӑх тетелӗнче ют ҫӗршывра пурӑнакан арҫынпа паллашнӑ. Унпа вӑл утӑ уйӑхӗнче ҫырӑнма тытӑннӑ. Лешӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл Америкӑран, ҫар ҫынни. Хутшӑнсан-хутшӑнсан арҫын пӗр-пӗринпе ҫывӑхрах паллашмашкӑн тӗл пулма сӗннӗ. Анчах малтан вӑл ӗҫлекен вырӑна ӑна отпуска яма ыйтса ҫыру яма каланӑ. Хӗрарӑм патне хурав килнӗ: 900 евро тӳлемелле. Хайхискер кредит илсе ҫав счет ҫине куҫарнӑ. Кайран тепӗр 2500 евро куҫарма ыйтнӑ. Хӗрарӑм пӗр пайне кредит илнӗ, теприне пухнӑ укҫинчен уйӑрнӑ. Юлашкинчен вӑл 1500 евро куҫарса панӑ. Ку ют ҫӗршыв ҫынни самолетпа вӗҫнӗшӗн-мӗн. Ку укҫана вӑл микрозаймра илнӗ. «Америкӑри савнийӗ» ун патне ҫитсен тӑкака икӗ хут нумайрах саплаштарма шантарнӑ. Анчах 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ хӗрарӑм вӑл килессине кӗтсе илеймен, полицие кайса заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансемшӗн лайӑх хыпар ку. 101-с маршрут ҫине автобуссем тухӗҫ. Унччен унта маршруткӑсем ҫӳренӗ. Тӳре-шара виҫӗ маршрут валли перевозчик тупас тесе уҫӑ конкурс ирттернӗ. Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче конкурс ҫӗнтерӳҫи 101-с маршрут ҫине тухмалли пысӑк класлӑ 15 автобуса кӑтартнӑ. Транспорта 72 пассажир кӗрет. Автобус конкурс документацийӗпе килӗшсе тӑрать. Халӑх нумай ҫӳрекен вӑхӑтсенче транспорт 8-10 минут интервалпа ҫӳрӗ. Ытти чухне – кашни 15-20 минутран. Ҫӗнӗ автобуссем маршрут ҫине паян тухмалла пулнӑ. 270-мӗш маршрут ҫине ҫӗнӗ транспорт юпа уйӑхӗнче тухӗ, 234-мӗш маршрут ҫинче – ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
gleb1368.livejournal.com сайтри сӑн 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан ҫын суя паспорт илес тесе тӗнче тетелӗнче калаҫса татӑлнӑ. Кун хыҫҫӑн хӑйӗн сӑнӳкерчӗкне ярса панӑ. Ҫапла вӑл суя паспортлӑ пулса тӑнӑ. Куншӑн вӑл 5 пин тенкӗ тӳленӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран хайхискер Шупашкарти суту-илӳ центрне пырса кредитпа телефон туяннӑ. Тупӑшне те суйса кӑтартнӑ. Ӑна 27 пин те 940 тенкӗ тӑракан телефона кивҫен панӑ. Ҫапах суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Нумаях пулмасть суд иртнӗ. Унӑн ирӗкне 2 ҫул та 10 уйӑхлӑха чикӗленӗ. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вениамин Мамуткин Шупашкар хулин тӗп архитекторӗ Вениамин Мамуткин ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ӗҫлеме пӑрахассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: 60 ҫулти Вениамин Мамуткин хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче – хулан тӗп архитекторӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫленӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын хӑйӗн ҫурчӗн почта адресне кӑтартма ыйтса хула администрацийӗн архитектурӑпа хула строительствин управленине ҫырупа тухнӑ. Ҫав справка хайхине тепӗр учреждение пама кирлӗ пулнӑ. Арҫын кӑштахран Венамин Мамуткин алӑ пуснӑ хурава илнӗ. Анчах вӑл хурав тивӗҫлӗскер пулман. Ҫавӑншӑн прокуратура управлени пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче надзор органӗ суда ҫитнӗ. Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна суд 5 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ. |
Хулара
Вӑрланӑ кӗрӗ. ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан хӗр ашшӗ-амӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ, унтан таврӑннӑ та – килте кӗрӗк, робот-пылесос, тонометр ҫук. Пӗтӗмпе 35 пин тенкӗлӗх пурлӑх ҫухалнӑ. Кам вӑрланӑ? Полицейскисем ку ӗҫе 32 ҫулти арын тума пултарнине палӑртнӑ. Вӑл нумаях пулмасть тӗрмерен тухнӑ. Арҫын хваттерсем патне кӗмелли алӑка уҫӑпа уҫса шала кӗнӗ, унтан хваттере лекнӗ. Арҫын хӑйне килӗшнӗ япаласене йӑтса тухса кайнӑ. Кӗрӗкне вӑл тепӗр пӗлӗшне парнелеме палӑртнӑ, ыттине сутма ӗмӗтленнӗ, анчах ӗлкӗреймен. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытнӑ, япаласене хуҫине тавӑрса панӑ. Полицире арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫав хӗр унӑн пӗлӗшӗ, хваттер уҫҫине ӑна хӑйех панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян Шупашкарта ача машина кустӑрми айне лекнӗ. Шкул ачи ҫул ҫине чупса тухнӑ. Паян 14 сехет те 35 минутра Бауман урамӗнчи 12-мӗш ҫуртӑн арки патӗнче тӑрук арҫын ача ҫул ҫине сиксе тухнӑ. 10 ҫулти арҫын ача ҫине машина кӗрсе кайнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Юрать-ха, «тимӗр урхамах» ун ҫине вӑйлах пырса кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |