Хулара
www.kp.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан 41 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Хайхи арҫынна васкавлӑ медпулӑшу фельдшерне тапӑннӑшӑн айӑплашсӑн. РФ Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын, ӳсӗрскер, хӑйех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем унӑн сывлӑхне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пульницӑна кайма сӗннӗ. Анчах лешне ҫакӑ килӗшмен пулмалла – фельдшера хырӑмӗнчен урипе тапнӑ. Ҫакӑншӑн арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ngzt.ru сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта ҫуралнӑ ачана ашшӗ-амӑшӗ хӑйне евӗр ят панӑ. Тин ҫуралнӑ пепкене Княгиня тесе ҫыртарнӑ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Сайра-хутра тӗл пулакан ятсене суйлакансем питех нумаййӑн та темелле мар. Кунашкал ятсене палӑртса хӑварар: Амир, Авдей, Архип, Макар, Мадина, Марк, Всеволод, Мелания, Алексия, Антонина, Ника, Эмир, Алита, Дария, Княгиня. Чылайӑшӗ халӗ ывӑлне Александр, Илья, Михаил ят парать. Хӗрачасене вара Виктория, Анастасия, Анна ят хуракансем нумай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Шупашкарта «Ваттисем валли - ача пахчи» ӗҫлет. Ватӑ ҫынна е сусӑра килте никампа та хӑварма ҫук-и? Эппин, ӑна ача пахчине илсе кайӑр. Вӑл унта кунӗпе тунсӑхласа лармӗ. Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центр ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта кун гимнастика тунинчен е уҫӑ сывлӑшра Скандинави мелӗпе утнинчен пуҫланать. Ватӑсем аталанмалли занятисене хутшӑнаҫҫӗ: тӑмран ӑсталаҫҫӗ, квиллингпа кӑсӑкланаҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеҫҫӗ. Ача пахчинчи пекех вӗсене апат ҫитереҫҫӗ, кӑнтӑрла выртса илме май параҫҫӗ. Ватӑсемпе психолог юнашарах. Кунашкал ача пахчи 8 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен ӗҫлет. Паянхи кун тӗлне унта 9 ватӑ ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн «Шупашкарти чи лайӑх муниципалитет ӗҫченӗ» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Финала 6 ҫын хутшӑннӑ, жюри вӗсенчен икӗ ҫынна икӗ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх наставник» тата «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист». Ҫӗнтерӳҫӗсене собеседовани пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ. Аслӑ ӑрурисен хушшинче Ленин район администрацийӗн ҫурт-йӗре шута илекен тата пайлакан пай пуҫлӑхӗ Светлана Строкач чи лайӑххи пулнӑ. Вӑл 21 ҫул ӗҫлет. «35 ҫула ҫитмен чи лайӑх ҫамрӑк специалист» номинацире хула администрацийӗн пайӗн специалист-эксперчӗ Денис Макаров палӑрнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗнтерӳҫӗсене саламланӑ. Мала тухнисем республика шайӗнчи конкурса хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
astrakhanfm.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан студент общежитири кӳршин укҫи-тенкине 7 уйӑх (2018 ҫулхи юпаран пуҫласа кӑҫалхи акаччен) сӑптӑрнӑ та сӑптӑрнӑ. 18 ҫулти каччӑ кӳршин банк приложенийӗн парольне вӑрттӑн пӑхса астуса юлнӑ. Хайхискер лешӗ ҫук чухне унӑн телефонне тытнӑ та укҫа-тенке хӑйӗн банк карточки ҫине куҫарнӑ. Шар курнӑ каччӑ – тӑлӑх. Ӑна патшалӑх пособисем уйӑхсерен панӑ. 18 ҫулти каччӑ вара ҫакна пӗлнӗ ахӑртнех. Вӑл 7 уйӑхра хӑйӗн банк картти ҫине 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тӑлӑх кӑҫал ҫуркунне банк операцийӗсен историне пӑхнӑ та укҫа-тенке сӑптӑрнине тинех ӑнланнӑ. Студент тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех ӑна Шупашкарти Калинин районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хӑй вӑрланӑ укҫана тӑлӑха тавӑрса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Шупашкарта вырнаҫнӑ «Николаевски» суту-илӳ комплексне тӗрӗсленӗ. Ҫак пасарта пӗр ҫын таҫтан кӳрсе килнӗ нектарин сутнине тупса палӑртнӑ. Ҫимӗҫ ҫинче маркировка ярлӑкӗ, фитосанитари тата ытти кирлӗ документсем пулман. Ведомство ӗҫченӗсем Раҫҫее кӳрсе килме чарнӑ улма-ҫырлана туртса илесси пирки актсем ҫырнӑ. Нектарин хуҫи те хирӗҫлесе тӑман. Ҫапла майпа Россельхознадзор ӗҫченӗсем 703,3 килограмм нектарин туртса илнӗ, ӑна тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Тӑрук телефон сӳнсе ларчӗ-и? Ҫумра вара зарядник ҫук-и? Апла «Ҫӗнӗ хула» микрорайона ҫул тытмалла. Ку Шупашкарта пурӑнакансене пырса тивет. Ку микрорайонта кӗсье телефонне заряд тумалли велотренажер вырнаҫтарнӑ. Ӑна Ҫӗнӗ хула урамӗнчи 40-мӗш ҫурт патӗнчен ҫул урлӑ каҫсан лартнӑ. Велотренажерта USB-разъем пур, шнура хӑвӑрпа пӗрле илсе килмелле. «Чи интересли – телефона кӑштах зарядка тумашкӑн педале нумай ҫавӑрмалла. Ку йывӑр, анчах усӑллӑ», - ҫапла ҫырнӑ халӑх тетелӗсенчи «Ҫӗнӗ хулари пурнӑҫ» аккаунтра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
land-cruiser.ru сайтран илнӗ сӑн Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата интереслӗ хыпар пӗлтернӗ: хайхискер кӑмпана кайнӑ та машина тупнӑ. Ку ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм Шупашкарти «Лента» гипермаркет хыҫӗнчи вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ. 15 сехет те 28 минутра хайхискер йывӑҫсен хушшинче машина ларнине асӑрханӑ. «Кӑмпа шырама кайрӑм та машина тупрӑм», - ҫапла каласа кӑтартнӑ хӗрарӑм корреспондентсене. ЧР ШӖМӗ халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Йӗрке хуралҫисем машина хуҫине палӑртаҫҫӗ. Авто.ру сайтра вара ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫак машинӑна сутни пирки пӗлтерӳ тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
http://fotobus.msk.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пассажирсене турттаракансене шыраҫҫӗ. Кун пирки хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗн управленийӗ пӗлтернӗ. Унтисем каланӑ тӑрӑх, 12, 19, 65-мӗш маршрутсем валли турттаракансене шыраҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансен сӗнӗвӗсене https://chebzmo.rts-tender.ru/ сайтра ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗ хыҫҫӑн йышӑнма тытӑнӗҫ. 12-мӗш маршрут валли 9 единица пӗчӗк класлӑ техника (унсӑр пуҫне 1 саппасра пулмалла) шыраҫҫӗ; 19-мӗш маршрут валли — 1 единица (1 саппас), 65-мӗш маршурт валли — 7 единица (1 саппас). Муниципалитет маршручӗсемпе ҫӳрекенсене шырани пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче паян, ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
tayniymir.com сайтри сӑн Нумаях пулмасть, иртнӗ уйӑхра, Шупашкарта ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне хӑйне евӗр ят панӑ. Пепкен асламӑшне Жозефина тесе чӗнеҫҫӗ, вӑл 70 ҫулта, Итали ҫынни. Кукашшӗ вара – Александр. Ашшӗ-амӑшӗ аслӑ ӑрури тӑванӗсен ячӗсене тӗпе хурса хӗрачана ят панӑ: Александра-Жозефина. Палӑртмалла: Жозефина – хрантсуссен Джозеф ята «хӗрарӑмлатни». Вӑл вара – авалхи еврейсен Иосиф ятран пулса кайнӑ. Александр – грек ячӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |