Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарта чукун ҫул ҫинче алхасакан виҫӗ ҫамрӑка тытса чарнӑ. Хайхискерсем «чун киленӗҫӗ» тупнӑ: ҫывхаракан пайӑс умӗнче рельс ҫине тӗрлӗ япала хунӑ, ӑна пуйӑс мӗнле таптаса кайнине сӑнанӑ. Чукун ҫул ҫинче алхаснӑ ачасем 11-те, 13-ре тата 14 ҫулта. Вӗсем Мир проспекчӗпе Хула ҫум урамӗнче вырнаҫнӑ автомобиль тоннелӗ тӑрринче вылянӑ. Ачасем 16 ҫул тултарманнине кура вӗсен ашшӗ-амӑшне явап тыттарнӑ. Ку пӑтӑрмах пирки ҫамрӑксем вӗренекен шкула тата пурӑнакан вырӑнти полицие пӗлтернӗ – вӗсем ачасемпе профилактика ӗҫӗсем ирттерӗҫ. Асӑрханӑр: чукун ҫул – вылямалли вырӑн мар. Кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна 80 ытла ҫамрӑка рельс тӑрӑх утнӑшӑн тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк «День и ночь» (чӑв. «Ир тата каҫ») ҫӗвӗ хапрӑкӗ Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри 2-мӗш пӳлӗмре ӗҫленӗ. Анчах прокуратура унӑн ӗҫне чарса лартасшӑн. Хапрӑк ӗҫлени ҫак ҫуртра пурӑнакансене килӗшмен, вӗсем прокуратурӑна ҫӑхавпа тухнӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, пурӑнмалли ҫуртри цокольте, пӗрремӗш тата иккӗмӗш хутра производство пӳлӗмӗсем вырнаҫтарма юрамасть. Фирма харпӑрҫисем федераци сакунне пӑхӑнман, хапрӑк уҫса вырӑн таврашӗ ҫӗленӗ. Ҫынсем прокуратурӑна ҫӑхав ҫырсан ведомство тӗрӗслев ирттернӗ. Халӗ прокуратура хапрӑк ӗҫне чарса лартма суда тавӑҫ таратнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени ӗҫченӗсем Шупашкарти пӗр пасарта иккӗленӳ ҫуратакан тавар тупнӑ. Вӗсем кантӑр ӳкернӗ нускисене туртса илнӗ. Саккунра палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал продукци наркотике пропагандӑланипе танах. Ҫӳлерех асӑннӑ управлени ӗҫченӗсем нуски партине туртса илнӗ. Халӗ административлӑ тӗпчев пырать. Куншӑн усламҫа 50 пин тенкӗ таран штрафлама, суту-илӳ точкин ӗҫне 90 талӑк таран чарса лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ: ҫунакан хваттерте икӗ ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Ҫав вӑхӑтра ачасен амӑшӗ саунӑра рехетленнӗ. Инкек хыҫҫӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Паян суд пулнӑ. Судья 38 ҫулти хӗрарӑма 3 ҫул та 9 уйӑхлӑха колони-поселение яма йышӑннӑ. Суд тата следстви акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ. 2014 тата 2017 ҫулсенче ҫуралнӑ ачисене хваттерте питӗрсе хӑварнӑ та хӑй пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ, унта вӑл 2 сехет ҫурӑ эрех-сӑра ӗҫнӗ. Арҫын ачапа хӗрача вара зажигалка тупнӑ. Хайхискерсем унпа вылянӑ та пушар тухнӑ. Пӗчӗкскерсем алӑк уҫса урама тухайман – сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Эльнара Гасанова Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти хӗр пирки тӑванӗсем темиҫе кун нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Гасанова Эльнара Эльшановна утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Хӗрӗн тӑванӗсем «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Эльнара киле пиллӗкмӗш кун таврӑнманни вӗсене пӑшӑрхантарать. Пике 160 сантиметр ҫӳллӗш, хура ҫӳҫлӗ, куҫӗ кӑвак. Юлашки хутчен килтен тухса кайнӑ чухне Эльнара джинсовка, хура комбинезон, шурӑ кроссовкӑ тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак хӗр пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8 (800) 700 - 54 - 52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта темиҫе троллейбус тата автобус хӑйсен маршрутне улӑштарӗҫ. 12-мӗш автобус Мускав проспекчӗпе вӗҫне ҫитиех каймӗ – Максим Горький проспекчӗ еннелле пӑрӑнӗ. 22-мӗш автобус Арҫынсен ҫветтуй троица мӑнастирӗ таран ҫӳреме пуҫлӗ. Ҫак автобуссен маршручӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен улшӑнӗҫ. 10-мӗш троллейбус Яковлев проспекчӗпе кайса Эгер бульварне кӗрӗ, унтан Роза Люксембург урамне ҫитӗ. Кунашкал ҫул валли тепӗр 5 троллейбус кирлӗ пулӗ. Асламас урамӗнчи ҫула туса пӗтерсен 35-мӗш автобус «Хӗвеллӗ» микрорайона кӗме тытӑнӗ. Ҫак улшӑнусем ҫурла уйӑхӗнчен пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта паян ирпе икӗ троллейбус ҫапӑннӑ. Кун пирки «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопортал тӗнче тетелӗнчи «Контактра» страницӑра пӗлтернӗ. Инкек Пичет ҫурчӗ патӗнчи (вӑл И. Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫул ҫавринче пулса иртнӗ. Троллейбуссем ҫапӑнсан ҫынсем шар курнине асӑнман. Общество транспорчӗсем ҫул хӗрринчи йӗр ҫине кӗнӗ чух пӗр-пӗринпе ҫапӑннӑ. Инкек пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче хальлӗхе нимӗн те асӑнман. И. Яковлев тата Мир проспекчӗсем пӗрлешнӗ вырӑнти ҫул ҫавринче, тӗрӗссипе каласан, вӗҫӗмех пӗчӗк инкексем пулса иртеҫҫӗ. Автомашинӑпа ҫӳрекенсем каланӑ тӑрӑх, унта ҫул ҫаври пуррине ӑнланса илме ҫӑмӑлах мар. Тата, паллах, тимлӗ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр урама Чӑваш халӑх писателӗн Василий Алентейӗн ятне парасшӑн. Ҫакна хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ ҫумӗнчи ятсене паракан комисси йышӑннӑ. Халӑх туслӑхӗн орденне тивӗҫнӗ Василий Алентей ҫуралнӑранпа кӑҫал 100 ҫул ҫитет. Шӑпах ҫакӑнпа пӗр урама ун ятне парасшӑн. Карттӑна пӑхас тӑк, вӑл урам «Радужный» микрорайонта пулӗ. Сӑмах май, унччен ҫак ҫыравҫӑ ячӗпе Гладков урамӗнчи пӗр пая хисеплеме палӑртнӑ. Ятарласа «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав та иртнӗ. Ун чухне чылайӑшӗ ку пуҫарӑва ырланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗрмерен тухнӑ та унӑн пурӑнмалли кӗтес ҫуккине ӑнланнӑ. Унччен унӑн хваттерте пай пулнӑ. Анчах вӑл тӗрмере ларнӑ чухне ӑна тӑван мар ашшӗ сутса янӑ-мӗн. 72 ҫулти арҫын тӑван мар ывӑлӗ вилнӗ тесе свидетельство тунӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл хваттерти унӑн пайне сутса янӑ. Ҫапла майпа вӑл тӑван мар ывӑлне 600 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Хайхи арҫын тӑван мар ывӑлне хваттерти пайне ӑна пама пӗрре мар ыйтнӑ пулнӑ иккен. Анчах лешӗ килӗшмен. Халӗ ватӑ арҫынна ют пурлӑх тӗлӗшпе суя мелпе права илнӗшӗн айӑпалсшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑвать. Кӑҫал – юбилей, хула 550 ҫул тултарать. Кун пек шутласан уяв ҫурлан 18-мӗшне лекмелле. Анчах кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗсене урӑх куна куҫарӗҫ. Вӗсем ҫурлан 23-24-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ку, ахӑртнех, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗн графикӗ питӗ хӗсӗк пулнипе ҫыхӑннӑ. Уяв мероприятийӗсем пӗтӗмӗшле илсен пӗр эрнене тӑсӑлӗҫ. Ҫурлан 17-мӗшӗнче лазер-ран тата акватлон енӗпе ӑмӑртусем иртӗҫ. Тепӗр кун – официаллӑ уяв, хула кунӗ. Шупашкарта фестиваль лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Ҫурлан 21-мӗшӗнче хулан хисеплӗ гражданинне саламлӗҫ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче асӑну хӑмисем, палӑксем патне чечексем хурӗҫ. Ҫурлан 23-мӗшӗнче «Вӗршӗнсем» килӗҫ. Ҫурлан 24-мӗшӗ – тӗп уяв кунӗ. Ирхине ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Кӑнтӑрла «Вӗршӗнсем» Атӑл ҫийӗн вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун хыҫҫӑн хула техникин парачӗ пуҫланӗ. Ӑна 55 ҫул каялла хулара маршрута тухнӑ троллейбус ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |