Хулара
Шупашкарта ылтӑн яхта шыва путнӑ. Вӑл ылтӑнтан пулман-ха. Унӑн тӗсӗ ҫавӑн пек пулнӑ иккен. Хаклӑ пурлӑх яхт-клубӑн стоянкинче ларнӑ. Пӑтӑрмаха сӑнанисем пӗлтернӗ тӑрӑх, шыв тӗпне яхта хӑвӑрт анса кайнӑ. Пӗр 10 минутра вӑл путнӑ. Ылтӑн тӗслӗ ҫав яхта ҫинче Пӗрремӗш канал телеертӳҫи Марина Ким сӑн ӳкерӗннӗ. Асӑннӑ телеканал ертӳҫисем, аса илтерер, Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерме пысӑк йышпа килнӗччӗ. Яхта ҫинчи сӑнӳкерчӗксене телеертӳҫӗ каярах хӑйӗн Инстаграмри страницине лартнӑ. Шупашкарӑн Атӑл ҫыранӗ хӗрринче меллӗн вырнаҫнӑ чаплӑ яхта мӗн сӑлтавпа шыва путнин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унӑн хуҫи кам пулнине те, пуянлӑх хакне те кӗске хыпарта асӑнман. Яхтӑна халӗ шывран кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти историпе ӳнер музейӗн экс-директорӗ суд сакки ҫине ларӗ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпласшӑн. Следовательсем акӑ мӗн тӗпчесе пӗлнӗ: 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗччен вӑл муниципалитет пурлӑхӗнчи куҫман пурлӑхпа усӑ курнӑ. Экс-директор музее тӗрлӗ ҫынна пултарулӑх меропритийӗсем ирттерме панӑ. Тӗрлӗ тӳлеве, ҫав шутра – коммуналлӑ тӑкаксене те, вӑл муниципалитет хыснинчи укҫапа тӳленӗ. Ку 222 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ. Кунсӑр пуҫне экс-директора тепӗр 10 преступленишӗн (382 пин тенкӗ кӗсьене чикнӗ) айӑпласшӑн. Вӑл музейре официаллӑ мар майпа йӗркеленӗ куравсенчен тупӑш илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арӑмӗпе упӑшки, Шупашкарта Кӗремечкере пурӑнаканскерсем, тӑванӗсем патӗнчен киле таврӑннӑ та ҫакна курнӑ: алӑк уҫӑ, ҫӑраҫҫине уҫнӑ. Пӳртре диван ҫинче вара палламан арҫын выртнӑ, юнашар – холодильникрен илнӗ ҫимӗҫсене тултарнӑ хутаҫ. Арӑмӗпе упӑшки кӗтмен хӑнана вӑратнӑ, лешӗ хутаҫа йӑтнӑ та тарнӑ. Ҫемье пуҫӗ кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Полицейскисем арҫынна тытса чарнӑ. Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Вӑл колонирен 2 уйӑх каялла ҫеҫ тухнӑ. Ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Шупашкарти 11-мӗш ача пахчи кӗҫех консультаци центрӗ уҫӗ. Ӑна грант укҫипе тӑвӗҫ. Ҫапла, ача пахчи РФ Ҫутӗҫ министерствин гратне – 12 миллион тенке – тивӗҫнӗ. Укҫа-тенке федераци хыснинчен «Шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хальхи йышши механизмӗсемпе технологийӗсен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: 11-мӗш ача пахчи пӗлтӗр те 12 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ. Грант укҫипе уҫма палӑртнӑ консультаци центрӗ «Шанӑҫ» ятлӑ пулӗ. Вӑл сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне психологи-педагогика пулӑшӑвӗ парӗ. Центр тӳлевсӗрех ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти тӗп пляжра пӗр эрнере пӗр вырӑнтах 17 ҫын чутах путса вилмен. Юрать, вӗсене специалистсем ҫӑлнӑ. Мӗн амакӗ ку? Ҫав вырӑнта авӑр е шӑтӑк пур-мен. Ку ыйтӑва Шупашкар хула адмистрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӑхса тухнӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков специалистсене ҫав вырӑна лайӑх тӗрӗслеме, чикӗлеме хушнӑ. Палӑртмалла: авӑрта путма пуҫланӑ 17 ҫынран 16-шӗ – ачасем. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Комсомольски тата Муркаш районӗсенче 9 ҫулти арҫын ачапа хӗрача шывра путни пирки хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех икӗ ача амӑшӗн (шел те, шӑпӑрлансем сарӑмсӑр вилнӗ) суд умӗнче явап тытма тивӗ. Следстви тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унта 4-ри хӗрача тата 1 ҫул та 7 уйӑхри арҫын ача сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра килте пӗчченех пулнӑ. 38 ҫулти амӑшӗ вара алӑка тултан питӗрсе пӗлӗшӗсемпе саунӑна кайнӑ. Вӗсем унта 2,5 сехет ларнӑ, эрех ӗҫнӗ. Ачасем ҫав вӑхӑтра килте зажигалкӑпа вылянӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Кӗҫех пуҫиле ӗҫе Ҫӗнӗ Шупашкар хула сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Чӑвашлӑха аталантаракан ҫынсем кӗтмен ҫӗртен, ӑнсӑртран палӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри @red_a_red», — тесе пӗлтернӗ Инстаграмра Сантӑр Элтиярӗ. Вӑл унта хыпарланӑ тӑрӑх, Кокель хушаматлӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ тӑрӑшнипе Шупашкар хулинче «Хулари ӳнер» проект пурнӑҫа кӗрсе пырать. Республикӑн тӗп хулинчи «Каскад» канупа суту-илӳ центрӗ ҫумӗнчи лапам — Ксения Кокелӗн тата унӑн ушкӑнӗн Шупашкарти пӗрремӗш пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫӗ иккен. Ксения малашне те тӗп хуламӑр урамӗсене чӑвашла граффитипе илемлетесшӗн-мӗн. Хальлӗхе хастарсем Петр Сизов ӳкернӗ «Нарспие» пысӑк хӳме ҫине куҫарнӑ. Сантӑр Элтиярӗ Ксения Кокеле тата унӑн ушкӑнне ӑнӑҫу суннӑ. Эпир те ун пек маттурсене пултарулӑхра ҫавна пӗтӗм чунтан сунатпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Ҫӗнӗ хула» микрорайона Республика кунӗнче 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ярӗҫ. Кун пирки маларах хыпарланӑччӗ. Ҫавна май микрорайонта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсем тата пулӗҫ. Вӗсем валли вара ятсем кирлӗ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ чарӑнусене ятсем парасси пирки комиссие ходатайство янӑ. Иван Прокопьев урамӗнче вырнаҫнӑ чарӑнусене ҫакнашкал ятсем парӗҫ: «Иван Прокопьев урамӗ», «65-мӗш шкул», «Бульвар», «Скейт-парк». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Раҫҫейре «Неделя сбора батареек Duracell» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗршыври хуласем тӑрӑх «Duracell Россия» тесе ҫырнӑ ятарлӑ контейнерсем ҫӳренӗ, кашнинчех пӗр эрнелӗхе чарӑнса тӑнӑ. Шупашкарта кунашкал контейнера экологи управленийӗн ҫурчӗпе юнашар (Мир проспекчӗ) вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 3-9-мӗшӗсенче тӑнӑ. Ҫынсем усӑ курнӑ батарейкӑсене хутаҫпа та, пӗршерӗн те йӑтса пынӑ. Пӗр эрне хушшинче самаях пухӑннӑ – 2,2 тонна. Халӗ тулли контейнера хуларан илсе кайнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Прокуратура тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн Шупашкарти «Хулари таксомоторлӑ парка» штрафланӑ. Перевозчикӑн административлӑ штраф тӳлеме тивӗ. Сахалах мар – 50 пин тенкӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: перевозчик 35-мӗш маршруткӑпа ытлашши нумай ҫын илсе ҫӳренӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, салона ҫынсем нумаййӑн чышӑннӑ. Ҫакӑншӑн перевозчик тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Миравай судья куншӑн штраф тӳлеттермелле тесе постановлени кӑларнӑ. Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |