Хулара
Шупашкарти ҫул-йӗре юсакан предприятисенчен пӗрин, «Дорэксӑн», пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Иванов асфальтпа 700 пине яхӑн перекетлеме пултарнине хавхаланса пӗлтернӗ. Ҫак сӑмах Шупашкарӑн сити-менеджерне шухӑша путарнӑ. Яваплисене вӑл асфальт пахалӑхне тӗрӗслеме хушнӑ. Алексей Ладыков асфальт перекетлекенсене ырламан. Ҫакна вӗсен мала хумалла маррине, материал пахалӑхне чи малтанах тӗпе хумаллине палӑртнӑ. «Дорэкс» предприяти асфальта «Дорстройсервисран» туяннӑ иккен. Ҫавӑнпа та асфальт пахалӑхне шӑпах ҫав предприятире тӗрӗслӗҫ. Асфальта ҫеҫ мар, ӑна туянмалли аукциона епле ирттернине те. Асфальта мӗнле материалтан хатӗрленине те хаклӗҫ. Ҫула сарнӑ чух усӑ курнӑ материала лабораторие ярӗҫ. Унсӑр пуҫне — асфальт материалне те. «Дорстройсервис» предприяти Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ-мӗн. Унӑн хуҫи — Александр Юрьевич Данилов. |
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан арҫын 2018 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн 3 ҫуллӑха водитель прависӗр юлнӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Хайхискер кун пирки арӑмне пӗр сӑмах та шарламан. Арҫын айӑпне пытарас тесе 50 пин тенкӗ кредит илнӗ те суя права туяннӑ. Арӑмӗ вара ҫакна пӗлмен те. Хайхискер суя правапа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ярӑнса ҫӳренӗ. Ҫав кун ӑна Пӑрачкав районӗнче ҪҪХПИ ӗҫченӗсем чарнӑ, суя права пулнине асӑрханӑ. Хальхинче унӑн уголовлӑ майпа явап тытма тивӗ. Куншӑн ӑна 80 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, 2 ҫуллӑха тӳрленмелли ӗҫе яма е 6 уйӑх таран арестлеме пултараҫҫӗ. Ун чухне вара арӑмӗ те йӑлтах пӗлӗ. Суя правана кам сутнине палӑртайман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакансем каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Кун пирки ҫынсем «Про Город» хаҫата та пӗлтернӗ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем аптӑраҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тислӗк шӑршине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил илсе килет. «Пичет ҫурчӗ» чарӑну ҫывӑхӗнче шӑршӑ кӗрет. Вӑл хушӑран питӗ вӑйлӑ, ҫил вӗрсен туйӑнать», - каласа кӑтартнӑ Евгений хаҫат ӗҫченӗсене. Палӑртса хӑварар: ҫулсеренех ҫулла ҫынсем хулара лайӑх мар шӑршӑ кӗнине туяҫҫӗ. Пӗлтӗр Роспотребнадзор ҫӑхав нумай килнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев те ирттернӗ, вырӑнти чӑх-чӗп хапрӑкӗ санитари нормисене пӑснине тупса палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Атӑл ҫывӑхӗнчи пляжра арҫын путни пирки 15 сехет те 40 минутра хыпар ҫитнӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах тухса кайнӑ. Чӑнах та, арҫын путма пуҫланнӑ иккен. Чӑваш Республикинчи шыравпа ҫӑлав службин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Атӑл ҫинче кайтсерфингпа тренировка ирттернӗ. Вӑл хӑмапа тата кайтпа ярӑннӑ, анчах пурнӑҫшӑн хӑрушӑ лару-тӑрӑва лекнӗ. «Ҫил вӗрнӗ те парашют шыва ӳкнӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн тӑрайман, хӑмапа тата кайтпа пӗрле путма пуҫланӑ», - ҫапла пӗлтернӗ ведомство сайтӗнче. Ҫӑлавҫӑсем арҫынна шывран кӑларсан пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енӗн тӗп хуллинче Туслӑх аллейи пулӗ. Паян унта йывӑҫ хунавӗсене лартнӑ. Тавралӑх ешерессипе ҫыхӑннӑ акцие Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне йӗркеленӗренпе кӑҫал 25 ҫул ҫитнипе ҫыхӑнтарнӑ. Алла перчеткепе алса тулӗ тӑхӑнса, кӗреҫе-витре йӑтса тухнисем ҫавна май — чӑваш парламенчӗн депутачӗсем тата ветерансем. Вӗсенчен Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та юлман. Вӑл та Шупашкарти Президент бульварӗнче йывӑҫ лартнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова та акцие хутшӑннӑ. Вӑл, сӑмах май, парламентарисене Патшалӑх Канашне йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫывхарнӑ ятпа саламланӑ. Республика ертӳҫи Михаил Васильевич шухӑшланӑ тӑрӑх, Туслӑх аллейи республикӑн тӗп хулине илем кӳрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗр арҫын пӗлтӗр раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкарти микрозайм офисне питне маска тӑхӑнса, ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хайхискере укҫа кирлӗ пулнӑ-мӗн – унта ӗҫлекен хӗрарӑма сейфа уҫса кӑтартма, нухрата кӑларса хума хушнӑ. Анчах хӗрарӑм ҫухалса кайман: унӑн сейф уҫҫи ҫуккине пӗлтернӗ, кун вырӑнне арҫынна кредит илме сӗннӗ. Вӑрра кӗнӗ арҫын нимсӗрех тухса утнӑ. Микрозайм ӗҫченӗ вара арҫын пирки полицие часрах пӗлтернӗ. 20 ҫулти каччӑна темиҫе уйӑхран Ярославльте тытса чарнӑ, Чӑваш Ене илсе килнӗ. Ҫамрӑкскер ҫав кун савнийӗ патне урӑх хулана кайма тухнӑ-мӗн, анчах укҫи пулман. Ҫавӑнпа вӑл микрозайм офисне ҫӗҫӗ йӑтса кӗнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку тӑрук пулса тухнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, каччӑна арестленӗ. Ӑна куншӑн 10 ҫул таран тӗрмене лартма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан 53 ҫулти хӗрарӑм паллашу сайтӗнче ют ҫӗршыв арҫыннипе паллашнӑ. Хайхискер генерал-майор имӗш. Хӗрарам арҫынпа тӗнче тетелӗ урлӑ темиҫе уйӑх калаҫнӑ. Кайран хайхи савни Раҫҫее килессине пӗлтернӗ. Малтанах партнер программипе пирӗн ҫӗршыва багаж ҫитермелле пулнӑ, кайран савнийӗ те килме шантарнӑ. Анчах генерал-майорӑн укҫа ҫук иккен. Вӑл хӗрарӑмран укҫа ыйтнӑ, ун патне ҫитсен йӑлтах парса татма шантарнӑ. Хӗрарӑм савнине шутсӑр кӗтнӗ пулмалла: багажшӑн, авиабилетшӑн, визӑшӑн укҫа куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе – 11 пин доллар. Хӗрарӑмӑн хӑйӗн ун чухлӗ укҫа пулман, банкран кредит илнӗ. Арҫын ҫыхӑнӑва тухма пӑрахсан тин хӗрарӑм тӑна кӗнӗ, полицие кайса йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Ҫуркунне Ӗҫ уявӗнче, Шупашкарта тӗрлӗ мероприяти иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, тӗрлӗ организаципе предприяти ӗҫченӗсем урам тӑрӑх утма тухӗҫ. Массӑллӑ мероприятисем иртнӗ май Шупашкарти тӗп урамсене вӑхӑтлӑха хупӗҫ. Общество транспортне ҫӳретессине 2 сехет маларах чакарӗҫ. «Николаев урамӗ» чарӑну таран ҫынсем ирхи 8 сехетчен кӑна ҫитме пултарӗҫ. Кун хыҫҫӑн, 8 сехетрен пуҫласа 10 сехетчен, общество транспорчӗ урӑх урамсемпе ҫӳрӗ. Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем «Вокзалҫум», «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнусене ҫеҫ ҫитме пултарӗҫ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен вара «Ярмӑрккӑ» таран анчах ҫитме май килӗ. Автобуссемпе маршруткӑсем Энгельс урамӗпе ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти ачасем Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем валли юрӑ ҫырасшӑн. Тӗрӗсрех каласан, диск хатӗрлеҫҫӗ. Шкул ҫулне ҫитменнисем Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне «Я расскажу вам о войне…» (чӑв. Эп сире вӑрҫӑ ҫинчен каласа кӑтартатӑп) ятпа диск ҫырасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑк вокалистсем патриотла юрӑсене ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Шӑпӑрлансем Шупашкарти 7-мӗш ача пахчинчи юрӑ ҫыракан студире диск хатӗрлеҫҫӗ. Унти юрӑ студине 2017 ҫулта туяннӑ. Ҫавӑнта хулари паллӑ артистсем те пырса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем юрлама ӑста арҫын ачасемпе хӗрачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсем «Катюша», «Синий платочек», «Журавли» тата ытти юрра шӑрантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти «Солнечный» микрорайон ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫунни пирки пӗлтертӗмӗр. Тӗп хулари «Садовый» микрорайонта та паян кунашкал пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. 16 сехетре пулнӑ ку. Пӗрисем ҫутҫанталӑк лапамӗнче шашлӑк ӑшалама пуҫланӑ. Анчах хайхискерсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнман – ҫулӑм типӗ курӑк ҫине куҫнӑ. Микрорайон ҫывӑхӗнчи уй ҫунма тытӑннине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ. Ҫулӑм ҫырма тӑрӑх кайнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тепӗр хутчен асӑрхаттарать: типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть, пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |