Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Пӗр коммерци организацийӗн ертӳҫи влаҫ ҫыннин сывлӑхне сиен кӳнӗшӗн суд сакки ҫине ларӗ. Хайхискер полицейскин сӑмсине хуҫнӑ.

2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра пакунлисем чарӑнура ӳсӗр арҫын тӑнине асӑрханӑ. 36 ҫулти арҫын вӗсене такси чӗнсе пама ыйтнӑ, хӑйӗн телефонӗ сӳнсе ларнӑ-мӗн. Лешсем чӗнсе панӑ.

Ҫав вӑхӑтрах полицейскисем ӳсӗрскерӗн пушмакӗ ҫинчи кантра салтӑнса кайнине курнӑ та ҫыхма сӗннӗ, унсӑрӑн ӳкет вӗт. Лешӗ вара тав тӑвас вырӑнне пӗр полицейские питӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ, сӑмсине хуҫнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗрскере полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ.

36 ҫулти арҫын айӑпне йышӑнмасть. Анчах кӳнтеленсем урӑхла ҫирӗплетеҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ленин районӗн судне ярса панӑ.

 

Хулара
Сар.ru сӑнӗ
Сар.ru сӑнӗ

Шупашкарта пурӑнакансене 10-мӗш троллейбус ҫаплах ҫӳреме тытӑнманни пӑшӑрхантарать. Сӑлтавӗ те паллӑ: нарӑс уйӑхӗнче республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хайхи маршрутпа троллейбуссем пӗр эрнерен ҫӳреме тытӑнассине хыпарларӗҫ. Вӑхӑт унтанпа самай иртрӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 10-мӗш троллейбус пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна ҫула тухӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм ҫырать.

Чукун ҫул вокзалӗпе «Сад» микрорайона сыпӑнтаракан маршрутпа мӑйракасӑр 5 троллейбус ҫӳрессине пӗлтернӗччӗ. Шупашкара тӑваттӑшӗ ҫитнӗ ӗнтӗ, пӗри ҫаплах ҫук. Шупашкарти троллейбус управленийӗ шӑпах ҫав пиллӗкмӗш троллейбус килессе кӗтет иккен.

«Шантарнӑ вӑхӑтра поставщик илсе килеймерӗ. Кӳрсе килсен троллейбус тӗрӗслев витӗр тухӗ. Ун хыҫҫӑн вара, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, мӑйракасӑр 5 троллейбус 10-мӗш маршрутпа ҫӳреме пуҫласса шанатпӑр», – тенӗ Шупашкар хула администрацийӗнче.

 

Хулара

Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та укҫа-тенке страхлама сӗннӗ. Арҫыннӑн карточки ҫинчен 2 пин тенкӗ ҫухалнӑ имӗш, ҫавна май ытти нухрата упраса хӑвармалла.

Ҫак хӗрарӑм сӗннипе арҫын ҫывӑхри банкомат патне пынӑ, лешӗ каласа пынипе темиҫе операци ирттернӗ.

Арҫын ултавҫӑ аллине ҫакланнине чухламан – хӗрарӑма шанса вӑл мӗн каланине йӑлтах тунӑ. Кун хыҫҫӑн унӑн карточки ҫинчен 50 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

Укҫа-тенке ҫухатсан Шупашкар ҫынни полицие кайса заявлени ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55766
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӗрача ӳстерет, анчах вӑл малтан ӑна тивӗҫлӗ воспитани паман – хушӑран хӑй эрех ӗҫкеленӗ. Ҫавна май ку ҫемьене опека органӗсем шута тӑратнӑ.

Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть опека органӗсем ҫак ҫемье патне ҫитнӗ. Хваттерте таса пулнӑ, хӗрача валли уйрӑм кравать, урок тумалли сӗтел ларнӑ. Ачан тӑхӑнмалли те, ҫимелли те пулнӑ. Амӑшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ача пахчин ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрне унта таса ҫи-пуҫпа ҫавӑтса килет, укҫа вӑхӑтра тӳлет.

Хӗрарӑм лайӑх енне улшӑннине кура ҫемьене шутран кӑларасшӑн. Комисси халӗ ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55744
 

Хулара

Ыран, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта халӑха йышпа зарядка тума Хӗрлӗ лапама пуҫтарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ.

«Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнчи Хӗрлӗ лапамра Пӗрлехи зарядка кунӗ иртӗ!

Пурне те ирхи зарядкӑна йыхравлатпӑр! Хал пухассине тата хаваслӑ кӑмӑл пурне те шантаратпӑр», — тесе ҫырнӑ министерствӑн сайтӗнче.

Канмалли кун хавас кӑмӑл шыраса ҫaвӑнта ҫити камсем каяссине пӗлеймӗпӗр. Массӑллӑ ҫавӑн йышши мероприятисене бюджет организацийӗсенче ӗҫлекенсене тата студентсене чылай чухне илсе тухни вӑрттӑнлӑх мар. Ыран та, ахӑртнех, Шупашкарти пульницӑсенче тӑрӑшакансемпе ытти хысна учрежденийӗнчи ӳркенмен маттурсем пухӑнӗҫ-тӗр.

 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Паян, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗнче, Шупашкарта ҪҪХПИ ӗҫченӗ Сергей Субботин троллейбус водительне, хӗрарӑма, уявпа саламласа чечек ҫыххи тыттарнӑ. Кун пирки ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Людмила Иванова троллейбус рулӗ умӗнче 35 ҫул лурать. Ку – сахал мар, ҫапах вӑл ку таранччен ҫул-йӗр правилисене пӗрре те пӑсман.

Сергей Субботин Людмила Ивановӑна Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламланӑ май ҫул-йӗр правилисене пӑхӑннӑшӑн тав тунӑ, малашне те ҫаплах пулма суннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55732
 

Хулара

Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев пушӑн 4-мӗшӗнче троллейбуса ларса карточкӑпа билет туянасшӑн пулнӑ. Анчах терминал ӗҫлемен. Депутат хӑйӗн интереслӗ ҫулҫӳревӗ пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

«Халӑх тарҫин» ҫумра вак укҫа пулман, ҫавӑнпа вӑл билет туянайман. Дмитрий Евсеев кондуктора ҫакна ӑнлантарма тӑрӑшнӑ: терминал ӗҫлемесен вӑл пӗр хутчен тӳлевсӗр кайма пултарать. Анчах лешӗ ниепле те ӑнланасшӑн пулман. «Ты тута не эта давай!» - тесе ҫеҫ тӑнӑ кондуктор вырӑсла.

Транспортра терминал ӗҫлемесен мӗн тумалла? Кунашкал лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнисен ҫакна астумалла: карточкӑпа тӳленӗ чухне терминал ӗҫлемест тӗк пӗр хутчен тӳлевсӗр кайма юрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/55684
 

Хулара

Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарти полицейскисем патне вырӑнти газ службинчен хыпар ҫитнӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Магницкий урамӗнче пурӑнакан пӗр ҫын ҫутҫанталӑк газне саккуна пӑсса илет.

Харпӑр ҫуртра пурӑнакан ҫав ҫын унччен газ хатӗр-хӗтӗрӗ енӗпе специалист пулнӑ-мӗн. Хайхискер газ пайлакан сете врезка тунӑ. Ҫапла майпа вӑл саккуна пӑсса ҫутҫанталӑк газне вӑрланӑ. Арҫын 57 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Хулара

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта автобуссем ытларах ҫӳреме тытӑннӑ: ҫӗнӗ 10 транспорт илсе килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каласа кӑтартнӑ.

Ҫӗнӗ «МАЗсем» 46-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑннӑ. Маларах, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, кунашкал пысӑк автобуссем 42-мӗш маршрут ҫине те тухнӑ.

Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне хулари маршрут сетӗнче 77 пысӑк автобус тата 53 вӑтам автобус ӗҫлет. Вӗсенчен 87-шӗ газомоторлӑ топливӑпа ҫӳрет.

Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулара транспорт реформи вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ, чылай маршруткӑна пӗтернӗ.

 

Хулара

Кӑҫал Шупашкарти хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ҫак ыйтӑва хулари ҫынсене уҫӑмлатма май панӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Ӑна халӗ пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ.

Ҫынсен Шупашкарти 15 вырӑнтан пӗрне суйлама ирӗк панӑ. Ытларахӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи Христос ҫуралнӑ храм территорине, Мускав ҫыранне, Республика лапамӗнчи сквера, «Дорисс-парка» суйланӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хула таврашне хӑтлӑх кӗртесси» федераци программипе килӗшӳллӗн 179,1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫак укҫапа ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 162, 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, [172], 173, 174, 175, 176, 177, 178, 179, 180, 181, 182, ...315
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 29

1885
139
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1915
109
Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй