Хулара
Юратакансен кунӗ ҫывхарать. Аса илтерер: Ҫветтуй Валентин кунне нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Юратакансен уявӗнче Шупашкарти Мускав районӗ акци ирттерме палӑртнӑ. «Уйрӑлмасӑр – пӗр кун» ятлӑ вӑл. Мускав район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кун ЗАГС уйрӑмӗнче уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсенчен заявлени йышӑнмӗҫ. Уявра ҫак шухӑшпа пынӑ упӑшкипе арӑмне тепӗр хутчен ларса тӗплӗн шухӑшлама ыйтӗҫ. Палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЗАГС пайӗнче уйрӑлакансем хальлӗхе ҫук-ха. Кӑмӑллӑ хыпар пур вара: ҫак кун 5 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юрий Шакеев тунӑ сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта Ладыковӑн 19 ҫулти ывӑлне Олег Ладыкова тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: хулара ҫамрӑксен ушкӑнӗ хирӗҫнӗ, тытса чарнӑ чухне Ладыков-кӗҫӗнни полицейские тапӑннӑ, полици уйрӑмӗнче пӗрне питӗнчен ҫапнӑ. Паян Шупашкарти Калинин районӗн судӗнче Олег Ладыковӑн ӗҫӗпе суд ларӑвӗ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ УКн 318-мӗш (влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн) тата 115-мӗш (ҫапнӑшан) статйисемпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ларура прокурор ҫамрӑка икӗ уйӑхлӑха арестлеме ыйтнӑ. Суд вара урӑхла йышӑну тунӑ: Ладыков-кӗҫӗннине ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен килти ареста лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти муниципалитет пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче пысӑк тиев турттаракан транспортсене ҫӳреме чарӗҫ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫак кунсенче йышӑну хатӗрлеҫҫӗ. Ҫав документра палӑртнӑ тӑрӑх, йывӑр тиев турттаракан автотранспорта хулана кӗме кӑҫал пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче чарӗҫ. Хула тӳри-шари кунашкал йышӑнӑва ҫуркуннесерен тӑвать, ҫапла майпа вӗсем ҫакӑ автомобиль ҫулӗсене ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра хытӑ арканасран упрама пулӑшасса шанаҫҫӗ. Палӑртса хӑвармалла, пӗлтӗр хулана кун йышши машинӑсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче кӗме чарнӑччӗ, ҫак тапхӑр ун чухне ака уйӑхӗн 27-мӗшӗччен тӑсӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитес кӗҫнерникуна, нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшне, палӑртнӑ «тӳрӗ линие» тухмӗ. Ҫавӑн пекех ҫитес тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, графикпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ тӗлпулӑва та ирттермӗ: хула ҫыннисемпе курнӑҫмӗ. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӑлана кӗнӗ мероприятисене Алексей Олегович чылай пӗлтерӗшлӗрех ӗҫсене пурнӑҫланӑран ирттермӗ. Ҫав кунсенче сити-менеджер Сочи хулинче ҫуллен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумне хутшӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансемпе вӑл унтан таврӑнсан тӗл пулӗ, канӑҫсӑрлантаракан ыйтусене хуравлӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби маларах пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне «Вӗршӗнсем» (выр. «Стрижи») пилотаж ушкӑнӗ килӗ. Вӗсем пирӗн патра унччен те пулнӑччӗ-ха. Пилотсем 2014 тата 2015 ҫулсенче Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене хӑйсен пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. 2016 ҫулта та вӗсен килмеллеччӗ, анчах ун чухне плана кӗртни пурнӑҫланман, мероприятие пӑрахӑҫланӑ. «Вӗршӗнсем» - Раҫҫейӗн аслӑ пилотажлӑ авиаци ушкӑнӗ. Вӑл 1991 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Палӑртмалла: Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫакна та каласа хӑвармалла: 2001 ҫулта Республика кунне «Русские витязи» килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта 43 киоска тӗпӗ-йӗрӗпех аркатӗҫ. Тепӗр 127-шӗ тӗлӗшпе халӗ судсем иртеҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ларексен пӗр пайне ҫирӗплетнӗ схемӑра лартманнине пула аркатма йышӑнаҫҫӗ, уттисен тара илнӗ тапхӑрӗ иртсе кайнӑ. Сӳтме палӑртна тӑхӑр киоск тӗлӗшпе ыйтусем ҫук: вӗсен хуҫисемпе миравай килӗшӳ алӑ пуснӑ, ыттисен шӑпине суд татса парӗ. Палӑртса хӑвармалла, тӗп хулара 2015 ҫултанпа суд тата судченхи йышӑнусене пурнӑҫласа 138 киоска сӳтнӗ. Кӑҫал 212-шӗн тӗлӗшпе аукцион иртмелле. Вӗсен хакӗ тӗрлӗрен: 18 пин тенкӗрен пуҫласа 540 пин тенкӗ таран. Усламҫӑсен аукционра ҫӗнтерсен хальхи йышши чаплӑ киосксем лартмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр паркра йывӑҫ ҫинче беседка пулнӑ. Ӑна арҫын хӑй тӗллӗн туса лартнӑ. Вӑл унта мангал, саксем лартнӑ. Пӗр сӑмахпа, канмалли вырӑн. Анчах нумаях пулмасть суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн йывӑҫ ҫинчи ҫурта ишсе антарнӑ. Инҫех мар вырнаҫнӑ дача хуҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак арҫын йывӑҫ ҫинчи беседкӑна тӗрлӗ мероприяти ирттерме тара панӑ. Анчах паллӑ ӗнтӗ: кунта нимӗнле хӑрушсӑрлӑх пирки те калаҫу ҫук. Малтанах суд арҫынна беседкӑна хӑйӗн ирӗкӗпе ишсе антарма ыйтнӑ. Анчах вӑл хӑнк та туман. Кун хыҫҫӑн беседкӑна вӑйпах ишсе антармалла тунӑ. Ҫак ӗҫе тунине приставсем тӗрӗслесе тӑнӑ. Халӗ суд йышӑнӑвне туллин пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Ашмарин урамӗнче вырнаҫнӑ лавккаран пӗр каччӑ хӑйӗн кӗсйине пилӗк бритва станокӗ чиксе илсе тухнӑ. Ҫакна суту-илӳ учрежденийӗнче вырнаҫтарнӑ видеокамера ӳкерсе юлнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн интернетри сайтӗнче хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӳлерех асӑннӑ ӗҫ-пуҫ кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхи 5 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Лавккари сӑнав камеринче упранса юлнӑ видеофайла пӑхсан ҫакӑ паллӑ: ҫамрӑк ҫын бритва вӑрланӑ вӑхӑтра шурӑ йӗрлӗ хура курткӑпа пулнӑ. Каласа хӑвармалла, сӑнӳкерчӗкре сӑнланнӑ яша паллакансене тата ҫав вӑхӑтра лавккара пулнӑ ҫынсене Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем 89176683032 е 89997560533 телефон номерӗсемпе шӑнкӑрлавласа каласа кӑтартма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ЧР прокуратури тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин управленийӗ Шупашкарти биатлон центрне тунӑ чухне хысна укҫипе мӗнле усӑ курнине тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев ЧР Спорт министерствинче иртнӗ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, спорт инвентарӗ тата ытти хатӗр-хӗтӗре туянмашкӑн уйӑрнӑ 34,3 миллион тенке вӑрлани ҫиеле тухнӑ. Прокуратура ыйтнипе спорт министрӗн пӗрремӗш экс-ҫумӗ тата «Алза» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Палӑртмалла: министрӑн экс-ҫумне Алексей Яковлева унччен те явап тыттарнӑ. Ун чухне вӑл «Шурӑ чулсем» вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центра, мунтинбайк центрне тунӑ чухне укҫа тӑкакланӑшӑн тата биатлон комплексӗ умӗнче йывӑҫсене каснӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Куншӑн ӑна колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатнӑ, халӗ вӑл унта ларать. «Алза» директорне Сергей Лаврентьева кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тытса чарнӑ, халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн 70 пин тенкӗ парӑма кӗнӗ арҫынна хваттертен кӑларса янӑ, уншӑн ӑна пӳлӗм уйӑрса панӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла Шупашкарти ҫурт-йӗр фончӗн управленийӗ хваттершӗн ултӑ уйӑх пачах тӳлемен ҫак арҫынна хваттертен кӑларса яма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче суд пулнӑ, 70 пин тенкӗ парӑма татмасан ӑна хваттерсӗр хӑварассине пӗлтернӗ. Анчах арҫын ҫакна та шута хуман — пӗр пусне те тӳлемен. Ҫавна май кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче суд арҫынпа тунӑ килӗшӗве татма, хӑйне вара 40,2 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттертен кӑларса ярса 10,2 тӑваткал метрлӑ пӳлӗмпе тивӗҫтерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |