Хулара
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна Шупашкарта пуҫлӑх пуканне шанса панӑ. Кунта сӑмах 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен Красноармейски районӗнче тимленӗ Андрей Шестаков ҫинчен пырать. Малашне вӑл «Управление жилфондом города Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти ҫур-йӗр фончӗн управленийӗ) муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пырӗ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паян иртнӗ хула планёркинче пӗлтернӗ. 2014 ҫулхи ҫу уйӑхччен ҫурт-йӗр фондне Валерий Гладков ертсе пынӑ. Вӑл ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн тивӗҫе Эдуард Семенов тӗп инженер пурнӑҫлама кӳлӗннӗ. Шупашкар хула администрацийӗн финанс управленийӗнче те улшӑну пулса иртнӗ. Унӑн пуҫлӑхӗ пулма Надежда Куликована ҫирӗплетнӗ. Н. Куликова унччен те финанс управленийӗнче ӗҫленӗ. пурӗ 18 ҫул. сак вӑхатра вӑл терлӗ пукан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫитес уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта транспортра ҫул укҫи хакланӗ. Анчах пассажирсене хальлӗхе лӑплантарар. Ҫул укҫи троллейбусра ҫеҫ ӳсӗ. Тата вӑл пӗрлехи транспорт картти е урӑх ҫавӑн йышши меслетпе тӳлекенсене ҫеҫ пырса тивӗ. Аллӑн укҫа тыттаракансем троллейбусра хальхи пекех 20-шер тенкӗ тӳлӗҫ. Аллӑн тӳлеменнисен вара хальхи 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ катӑлӗ. Тӳлев виҫине паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ. Ҫул ҫӳремелли уйӑхлӑх билет хакӗ раштав уйӑхӗнче улшӑнмӗ. Малашне те вӑл 850 тенкӗ тӑрӗ, ачасем валли 600 тенкӗпе сутӗҫ. Алексей Ладыков сити-менеджер троллейбусри хака ирӗксӗртен ӳстернине пӗлтернӗ. Троллейбус управленийӗ паянхи куна тӑкаклӑ ӗҫлет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехетре Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницин пациенчӗсен сехри хӑпнӑ. Ара, арҫын мачча ҫине хӑпарнине кашни кун кураймӑн. Пӑтӑрмах пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӑйне йӗркеллӗ тытман арҫын пульницӑри хирурги уйрӑмне ура ҫине тӑратнӑ. Ӑна медицина учрежденийӗн хуралҫисем кӑна лӑплантарайнӑ. Хайхискер малтан ҫаппа-ҫарама юличчен хывӑннӑ, унтан маччана ҫӗмӗрсе пӑрӑхнӑ та алли-урипе тытӑнса, упӑте евӗр ҫакӑнса тӑнӑ. Халӑх корреспонденчӗ хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна пульницӑна вӑраха тӑсӑлнӑ ӗҫкӗ хыҫҫӑн илсе пынӑ-мӗн. Пациентсем мачча ҫине хӑпарса кайнӑ ҫаппа-ҫарамас ҫынна курсан хӑраса ӳкнӗ. Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна уйӑх уйрӑма куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Стас Михайловӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн Ӗнер Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн Стас Михайловӑн концерчӗ пулнӑ. Вӑл хула курса киленме те ӗлкӗрнӗ. Ӗнер Анне кунӗ пулнӑ май Стас Михайлов Чӑваш Енри амӑшӗсене саламланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Анне палӑкӗ патне ҫитнӗ, салам сӑмахӗсем каласа видео ӳкернӗ. Видеона вара Инстаграмри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ. «Эпир шӑпах ҫакнашкал хулара халӗ – кунта Анне палӑкӗ пур. Аннесем, телей сире, юрату, ачасенчен пархатар курма сунатӑп, нумай тата телейлӗ пурӑнӑр. Эсир пур чухне эпир ачасем пулӑпӑр», - ҫапла саламланӑ паллӑ юрӑҫ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Стас Михайлов ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ пӗр кинотеатра та ҫитсе курнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн 41 ҫулти депутатне ҫынна вӗлерес ӗҫе йӗркеленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн унчченхи бизнес-партнерне курайман, ӑна вӗлерме саккас панӑ. Хайхискер ун пирки информаци пухнӑ, ӑна йӑлтах Свередловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна панӑ. Шӑп ҫав арҫыннӑн деутатӑн экс-партнерне вӗлермелле пулнӑ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗн ҫынни депутатӑн экс-партнерӗпе тӗл пулнӑ, ӑна вӗлерме тӑни пирки пӗлтернӗ. Анчах чӗрӗ юлма та шанӑҫ пуррине каланӑ: 50 пин тенкӗ кӑна кирлӗ. Калаҫу вӑхӑтӗнче хайхискер ӑна ҫын сахал ҫӳрекен вырӑналла илсе кайнӑ та пӑшалтан пенӗ, анчах тӗл лектереймен. Ку ӗҫе тума йӗрке хуралҫисем чӑрмантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта маршрут сечӗ ылмашать. Улӑштарма палӑртнисем — 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршрутсем. 1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗшсем пачах пулмӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 маршрутпа перевозчиксене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Тепӗр улттӑшӗпе хальлӗхе вӗҫне тухман. Пассажирсене вӑтам тата пысӑк автобуссемпе турттарӗҫ. Нумаях пулмасть автобуссен пӗр партине Шупашкара илсе килнӗччӗ. «Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫлӗ. Лини ҫинче автономлӑ ҫӳрекен 5 троллейбус пулӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 10 минутра пӗрре, халӑх сахал ҫӳренӗ чух 20 ҫэминутра пӗрре хутлӗҫ. Заовражнӑй микрорайона 52-мӗш маршрут ҫкэӳрӗ, Чантӑра - 32-мӗш, Аш-какай комбинатне - 20-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Блогер Шупашкарти блогер пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма шухӑшланӑ. Ӗненетӗр-и: вӑл сӑк укҫапа темӗн те туяннӑ, 6 апат хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах видео ӳкернӗ. Каччӑ ҫимӗҫсене туянма пасара кайнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, унта йӳнӗрех. Сутуҫӑсем вара пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма май пуррине ӗненмен. Анчах блогер киле ҫимеҫсемсӗр таврӑнман. Вӑл пасарта акӑ мӗн туяннӑ: шӑмӑллӑ пӗчӗк аш татӑкӗ – 15 тенкӗ, 2 ҫӑмарта – 9 тенкӗ, пӗчӗк купӑста – 9,33 тенкӗ, 100 грамм хура тул – 3 тенкӗ, лапша – 3 тенкӗ, 1 сухан – 1 тенкӗ, 1 кишӗр – 1,5 тенкӗ, 5 ҫӗрулми – 6 тенкӗ, 1 ывӑҫ ҫӑнӑх – 2 тенкӗ, 1 канихвет – 0 тенкӗ. Блогер вӗсенчен яшка пӗҫернӗ, юлнӑ ҫӗрулмие суханпа ӑшаланӑ. Унтан хура тул пӗҫернӗ, 2 ҫӗрулмине духовкӑна лартнӑ. Ку кӑна мар: икерчӗ ӑшаланӑ тата ҫӑмарта хӑпартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр чарӑну ятне улӑштарма пултарӗҫ. Ун валли ят шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе хула ҫыннисемпе хӑнисене те хутшӑнма ыйтаҫҫӗ. Ыйтӑма «Уҫа хула» порталра ирттереҫҫӗ. Сӑмах Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну пирки пырать. Хӑшӗ-пӗри ӑна «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗнет. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татса парать. Анчах ведомство йышӑнӑва хӑй тӗллӗн туман, халӑха та явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ваттисен канашӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трамвай яма сӗннӗ. «Трамвайсем кирлӗ, вӗсем, троллейбуссемпе танлаштарсан, 2 хут нумайрах ҫын илсе ҫӳреме пултараҫҫӗ», - тенӗ ваттисен канашӗн пайташӗ Евгений Тертышный. Унӑн шухӑшӗпе, трамвай ҫулне 3-мӗш ҫурмаҫавраҫул проектӗнче тума тытӑнмалла. Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку шухӑша ваттисен канашӗ администрацин транспорт уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Мэри ку ыйтӑва тӗплӗ пӑхса тухмалли пирки каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Радио ҫуртне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ куҫать. Ку йышӑнӑва республика шайӗнче татса панӑ, федераци ведомстви ырласса кӑна кӗтеҫҫӗ. Чӑвашрадио ӗҫченӗсем вара ӑҫта кайса кӗрӗҫ? Вӗсем малашне Николаев урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫӗҫ. Унта – «Чӑваш Ен» ПТРК. Следстви комитечӗ Энтузиастсен урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра та вырнаҫӗ. Ҫапла майпа ку ведомство Мускав проспектӗнчи 38-мӗш тата Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене пушатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |