Хулара
Шупашкарта ҫӗтӗк ялав вӗлкӗшет. Ҫакӑн пирки Алёна Блинова ятлӑ хӗрарӑм Фейсбукра пӗлтернӗ. Унта ҫырнине ӗненсен Шупашкар хулин варринче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫурӑк пулса тухать. Пост авторӗ икӗ сӑнӳкерчк вырнаҫтарнӑ. Вӗсенче сӑнланнӑ ялав, чӑн та, ҫӗтӗк. Ку хыпара сӳтсе явакансенчен пӗри: «Ку вӑл тем мар-ха», — тесе ҫырнӑ май тахҫан министерствӑсенчен пӗри ялав кутӑн ҫакса хунине аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти шкулсемпе ача пахчисене хутса ӑшӑтма пуҫланӑ. Хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ир тӗлне ӑшӑ 121 ача пахчинчен 113-шне ҫитнӗ. Тепӗр саккӑрӑшӗнче пӑрӑхра е ӑшӑ узелӗче кӑлтӑк тупӑннӑ. Хулари тӳре-шара ҫав ҫитменлӗхе каҫ валли пӗтерме шантарнӑ. Унсӑр пуҫне 61 шкултан 52 шкула хутса ӑшӑтма пуҫланӑ. Каҫ еннелле ыттисене та ӑшӑ ҫитмеллине ирех шантарнӑччӗ. Ача пахчисемпе шкулсемпе пӗрлех ӑшша чи малтан памалли объектсен шутӗнче ҫавӑн пекех — сывлӑх сыхлав тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисем. Централизациленӗ тытӑмран ӑшӑ илсе тӑракан 1830 нумай хваттерлӗ ҫурта ҫак эрне вӗҫлениччен хутма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑмӑн укҫи ахаль те пулнӑ пуль-ха. Ҫапах вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫлесе илме тӗллевленнӗ. Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Унпа темӗнле фирма ҫынни ҫыхӑннӑ, ставкӑсен проценчӗсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Анчах тӳлевсӗр сыр шӑши тапкӑчӗнче кӑна пур теҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫапла пулса тухнӑ. Хайхи арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ӗҫлес тесен регистрациленмеллине, укҫа хывмаллине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗшнӗ – лешӗн счечӗ ҫине темиҫе хутчен те укҫа куҫарнӑ. Хайхискер япӑххи пирки шутламан-тӑр - 300 пин тенкӗ куҫарнӑ. Тепӗртакран хӗрарӑма укҫана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне тин унӑн сехри хӑпнӑ, пӗтӗмпех полицие пӗлтернӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ача-пӑча батута питех те килӗштерет. Халӗ вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайон картишӗнче урамри батут пур иккен. Ҫакна Евгения Федорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хӑй те ун ҫинче сиксе пӑхнӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, строительсем те сикнӗ, анчах сӑпайлӑскерсем сӑн ӳкерӗнме килӗшмен. Картишӗнчи батута хурлакансем те тупӑннӑ. Георгий Богуславский ятлӑ ҫын ун пек хатӗре никам пӑхса тӑмасан вӑл ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран шикленет. «Инструкцинче е паспортра мӗн ҫырнӑ?», — ҫамрӑк пулин те ват ҫынла тӗплӗн шухӑшлать вӑл. Темиҫе ача пӗр харӑс сиксе суранлансан мӗн пулӗ тесе те пӑлханнӑ май кирек епле пулӑшу та хӑрушсӑр пулмалла тесе пӗтӗмлетнӗ. Анна Первушина Мускавра ун пек батут пуррине пӗлтернӗ. Vera Yurokina вӑл батутран тухса ӳкме май ҫуккине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ… Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен. Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ. Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Мускав кӗперӗ Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ. Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти полицейскисем спорт лавккинчен кам тумтир вӑрланине тупса палӑртнӑ. Ҫак киревсӗр ӗҫе хулара пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑк тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Калинин урамӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ центрӗнчи пӗр лавкка ӗҫченӗсем йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лавккаран такам куртка йӑкӑртнӑ-мӗн. Камне хӑйсем те курнӑ-ха. Ҫамрӑк каччӑ вӗсен куҫӗ умӗнчех сентре ҫинчи курткӑна тӑхӑннӑ та часрах тухса тарнӑ. Ҫил пек вӗҫсе тухса кайсан та сутуҫӑсем вӑл мӗнлескер пулнине асӑрхаса юлнӑ. Каччӑна тепӗр талӑкранах тытса чарнӑ. Халӗ вӑл ҫакнашкал ытти преступленипе ҫыхӑннипе ҫыхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре авариллӗ ҫурт-йӗрте пурӑнакансем валли хӑтлӑ хваттерсене куҫараҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри ҫӗнӗ хваттере куҫасшӑн мар. Вӗсене сӗнекен условисем тивӗҫтермеҫҫӗ-мӗн. Пӗрисене ҫурт ҫывӑхӗнче шкул ҫукки шухӑшлаттарать, теприсене хваттер пӗчӗк пулни килӗшмест – ҫакнашкал тӗслӗхсем те тӗл пулаҫҫӗ. Шупашкарта 25 авариллӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ҫӗнӗ хваттере куҫасшӑн мар. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ку ыйтӑва суд урлӑ татса параҫҫӗ. Палӑртмалла: «Авариллӗ ҫурт-йӗртен куҫарасси» муниципалитет программипе килӗшӳллӗн хулара 263 ҫурта ишсе антармалла. Вӗсенчен 222-шне ҫӗрпе танлаштарнӑ ӗнтӗ, тепӗр 15-шне халӗ ҫӗмӗреҫҫӗ. Пӗр ҫурта списокран кӑларнӑ, мӗншӗн тесен вӑл – культура еткерлӗхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти арҫын эрехе пула шар курнӑ. Эрехпе минренӗ арҫын урама чӳрече витӗр тухнӑ. Хайхискер суранланнӑ, васкавлӑ медпулӑшу пульницине лекнӗ. Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пӗлӗшӗ ҫак арҫынна хваттерте питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран, 15 сехетре, Совхоз урамӗнче 16-мӗш ҫуртӑн чӳречи айӗнче ӳсӗрскере тупнӑ. Вӑл питӗрӗнчӗк алӑкран тухайман, ҫавӑнпа виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Тухтӑрсем арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ҫурӑм шӑммине хуҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫул-йӗр полицийӗ лайӑх енне улшӑнать-ши? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватса «Язык успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) ертӳҫи Алпарух (Александр) Блинов халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паян ҫырнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ эрнере вӑл хӑйӗн кил-йышӗпе «Атӑл хӗррине хулари хӑйӑрлӑх патне» чупма кайнӑ. Ҫав кун пур парковкӑна Наци кросӗ иртнӗ май хупнӑ. Ӑна пӗлмен енне Алпарух пӗр вырӑнта машшинӑна хӑварнӑ. Ҫур сехетрен килӗп тесе шухӑшланӑ та чупса кайнӑ. Тепӗр 7-8 минутран телефонпа такам шӑнкӑравланӑ. «Ирхине 7.00-ре! Малтан тытас темерӗм, анчах пиллӗкмӗш хут шӑнкӑравланипе чӗнес терӗм», — ҫырса кӑтартнӑ вӑл. Унти сасӑ машинӑна тепӗр пилӗк минутран куҫармасан эвакуатор чӗнессине систернӗ. «Сире пула мана пуҫлӑхсем асӑрхаттарчӗҫ», — тенӗ ҫул-йӗр инспекторӗ. Унтан вӑл машинӑна хӑвӑртрах илсе кайма хушнӑ. «Европӑра кӑна малтан асӑрхаттарма пултараҫҫӗ, Раҫҫейре яланах штраф ҫырса параҫҫӗ. Мӗн тӑвас, план... Хальхинче эп чӑнах та тӗлӗнсе кайрӑм. Ҫул полицийӗ улшӑнать-ши?», — тӗлӗннӗ Александр Блинов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |