Хулара
Шупашкарта пурӑннӑ Константин Ефремов кӑҫал, 93 ҫулта, ҫӗре кӗнӗ. Вӑл – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Константин Григорьев, Шупашкарта тӗпленнӗскер, аслашшӗн вилтӑпри ҫине кайнӑ. Ҫитнӗ те – тӗлӗннӗ. Ветеранӑн вилтӑпри ҫинчи хӗресе вандалсем касса кайнӑ. «Ҫав кунах эпир хамӑр хӗрес ӑсталрӑмӑр та лартрӑмӑр. Тен, ҫӑвасем ҫине видеокамера лартма вӑхӑт ҫитнӗ? Алӑк патӗнче те пулин вырнаҫтармалла, урӑх кунашкалли ан пултӑр», - тенӗ Константин Григорьев «Про Город» хаҫата. Палӑртмалла: Константин Ефемов ветеран Шупашкарти хула ӗҫтӑвкомӗн председателӗнче ӗҫленӗ, КПСС хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче РФ ШӖМӗн Шупашкарти экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешекен пай ӗҫченӗсем тӗрӗслев ирттернӗ. «Ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӗсем вӑйӑ салонӗ саккуна пӑсса ӗҫленине ӗнентермешкӗн оперативлӑ мероприятисем ирттернӗ. Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ чухне салонра оператор пулнӑ. Вӑл 25 вӑйӑ автоматне пӑхса тӑнӑ, темиҫе вӑйӑҫа выляттарнӑ», — ҫапла пӗлтернӗ полицире. Вӑйӑ салонӗ Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫурт путвалӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн алӑкӗсем шанчӑклӑ клиентсемшӗн кӑна уҫӑ пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пӳлӗме Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти арҫын хулари фирмӑран тара илнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе халь пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре ҫӗнӗ йышши автобуссене сӑнавлӑ меслетпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа «МАЗ 206085» маркӑллӑ автоубс ҫула тухнӑ. Ӑна унӑн сутуҫи сӑнаса пӑхмалӑх усӑ курма панӑ иккен. Автобусра мӗн кирлине кура савут ӑна пуянлатма хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫынсенчен пӗри ҫӗнӗ йышши 10 автобус туянасшӑн иккен. Сӑнавлӑ меслетпе ҫӳрекен автобуса 73 ҫын вырнаҫать. Вӗсенчен 27-шӗ ларса пырайӗ, 45-шӗ — тӑрса. Кӳмепе ҫӳрекен сусӑр валли 1 вырӑн пӑхса хӑварнӑ. Урайӗ ҫӳллӗ мартан унта сусӑрсене урапапа кӗрсе тухма меллӗ. Автобус газпа ӗҫлет. Ку топливо, пӗр енчен, йӳнӗрех, тепӗр енчен, экологи енчен таса. Сӑнавлӑ «Вектор NEXT» ПАЗ «Шупашкар-Сосновка» маршрутпа ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти ҫилхӑвансене тата тепӗр видеокамера ӳкерсе илме пуҫланӑ. Ӑна иртнӗ уйӑхра Президент бульварӗпе Воробьев композиторсен урамӗсем хӗресленнӗ вырӑна вырнаҫтарнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманнисене сӑнакаг-ӳкерекен комплекс ҫак-ҫак йӗркесӗрлӗхе палӑртса пырӗ: светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнманнисене, чарӑнмалли йӗр ҫине тухса кайнине, сылтӑм, сулахай енне пӑрӑнмалла е ҫаврӑнса илмелле чух ҫул-йӗр правилисене пӑснине, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнине. «Чӑваш Енӗн автомобиль ҫулӗсен управленийӗ» хысна предприятийӗ ҫывӑх вӑхӑтра тата 12 комплекс туянассине пӗлтерет. Халӗ ҫавӑн валли валли яваплисем кирлӗ документацие хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсене йӗркелесе пӗтерсен комплекссене аукционта илме шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енӗн Арбитраж судне Шупашкарти кӳлмекпе ҫыхӑннӑ тавӑҫ ҫитнӗ. Ӑна ҫыраканни — республикӑн тӗп хулин администрацийӗ. Вӑл Тури Атӑл шыв бассейнӗн управленийӗпе судлашма шухӑш тытнӑ. Шупашкар мэрийӗнче республикӑн тӗп хулинчи кӳлмек муниципалитет харпӑрлӑхӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хут ҫинче залив федераци харпӑрлӑхӗнче шутланса тӑрать иккен. Шупашкар хула администрацийӗ кӳлмек муниципалитетӑн тесе ҫирӗплетнӗ май ӑна искусствӑллӑ майпа чавса тунине, вӑл илемшӗн ҫеҫ пулнине палӑртнӑ. Тури Атӑл бассейн шыв управленийӗнче патшалӑхӑн шыв реестрне кӳлмеке вӗсем йӗркелеменине ӗнентереҫҫӗ. Кӳлмекӗн харпӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти Цивильск урамӗнче, «ДИС» отель ҫывӑхӗнче «Яндекс. Такси» водителӗ машинӑпа ҫаврӑнса ӳкнӗ. «Киа Рио» автомобиль тепӗр май ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра икӗ пассажир пулнӑ. Вӗсем хӑйсене мӗнле туйни пирки хальлӗхе хыпар ҫук. Ҫапах ҫакӑ савӑнтарать: кураканасем каланӑ тӑрӑх, авари хыҫҫӑн вӗсем ура ҫинче пулнӑ. Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, такси водителӗ ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна наручник тӑхӑнтартсах илсе кайнӑ. Водитель 25-30 ҫулсенчи пек курӑнать. Аса илтерер: нумаях пулмасть ЧР Транспорт министерстви «Яндекс. Такси» такси службипе килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫакна пассажирсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тунине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ача амӑшне шырани пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн хастарӗсем шыранӑ. Лайӑх хыпар: 33 ҫулти Зинаида Сидорова тупӑннӑ. Вӑл килте пилӗк кун пулман. Чӑннипе, хӗрарам хӑйне шыранине пӗлсен тӗлӗннӗ, кун пек пулса тухасса шухӑшламан та. Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче каҫхи 10 сехет тӗлӗнче Зинаида Шупашкар урамӗпе утнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл юпа ҫинче «Лиза Алерт» отряд ҫыпӑҫтарнӑ листовкӑна (унта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ пулнӑ) курнӑ. Хӗрарӑм ҫийӗнчех иртен-ҫӳренрен телефон ыйтса тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ. Зинаида Сидоровӑпа йӑлтах йӗркеллӗ. Полицейскисем ӑна тӗрӗсленӗ, кӗлетки ҫинче пусмӑрланӑ йӗрсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унтах кулинар «Хӑнасене тарават Чӑваш Ен» регионсем хушшинчи фестиваль иртнӗ. Уява пухӑннисене саламлакансен хушшинче Чӑван Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та пулнӑ. Фестиваль пирки каласан, вӑл «Арт-класс» номинаципе иртнӗ, ҫавӑн пекех официантсене «Set-table» (хатӗрленӗ сӗтел) енӗпе хакланӑ. Мероприяти ӗнерпе паян иртнӗ. Поварсен, кондитерсен, официантсен, профильлӗ вӗренӳ учрежденийӗсенче вӗренекенсен конкурсӗсене те ирттернӗ. Кирек епле професси уявӗнчи евӗрех отрасльти маттур та тивӗҫ тесе шухӑшлакан ӗҫченсене сцена ҫине чӗнсе илсех саламланӑ, вӗсене тӗрлӗ шайри наградӑпа хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ Шупашкарта пурӑнакана Зинаида Вячеславовна Сидоровӑна шырать. Тӑватӑ ача амӑшӗ, 1984 ҫулта ҫуралнӑскер, килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Зинаида Сидорова ҫухални пирки тӑванӗсем пӗлтернӗ. Тӑватӑ ача амӑшӗ утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. 33 ҫулти хӗрарӑм 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшерскер, ҫӳҫӗ ҫутӑ, куҫӗ симӗсрех. Вӑл хӗрлӗ-сӑрӑ футболка, кӑвак джинс тӑхӑннӑ, хура сумка ҫакнӑ. Хӗрарӑма курнӑ тӑк Светлана Сорокина патне шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89053435010. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен «Чӑвашавтотранс» пассажирсене илсе ҫӳреме пӑрахни пирки, хӑш-пӗр автобус вырӑнне маршруткӑсем ҫула тухни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Халӗ хулара сарӑ тӗслӗ автобуссене курма ҫук. Вӗсен вырӑнне маршруткӑсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа хаксем те ӳснӗ. Унччен автобусра билетшӑн 19 тенкӗ тӳленӗ, карттӑпа – 15 тенкӗ. Халӗ маршруткӑсенче 23 тенкӗ кӑларса хума тивет. Карттӑпа усӑ курсан – 19 тенкӗ. Эппин, хаксем ахаль маршруткӑсеннипе танлашнӑ. Аса илтерер: ҫӗнӗ перевозчиксемпе вӑхӑтлӑх, чӳкӗн 30-мӗшӗччен, килӗшӳ тунӑ. Кун хыҫҫӑн урӑх перевозчиксем пуласса шантараҫҫӗ, вӗсем вӑтам класлӑ автобуссемпе ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |