Хулара
Шупашкарти Автозаправка проездӗнче вырнаҫнӑ ҫуртсен комплексне Пӗтӗм Раҫҫейри « Раҫҫейри Хӗрлӗ Хӗрес» общество организацине 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӳлевсӗрех усӑ курма панӑ. Унта ҫынсене пулӑшакан «Ыркӑмӑллӑх ҫурчӗ» центр пулӗ. Ку хушӑва паян ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унччен ҫав ҫуртра ШӖМӗн вӗренӳ центрӗ пулнӑ, каярахпа Текстильмашпа юнашар вырнаҫнӑскер ведомствӑна кирлӗ мар пулса тухнӑ. Ҫурт комплексне республика харпӑрлӑхне панӑ. Пӗр вӑхӑт унта ИТ-технопарк вырнаҫтарма хӑтланнӑ. Тинех ҫурт комплексӗ хуҫаллӑ пулӗ. Пурлӑх комплексӗ йышне администраци корпусӗ, клуб, склад, пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурт, проходной, коммуникаци тытӑмӗсем, 29 пин тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
pg21.ru сӑнӗ «Халӑх тӗрӗслевӗн» хастарӗсем Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Горбунов ертсе пынипе аптекӑсен ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. Хула администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, хастарсем ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пилӗк аптекӑра пулнӑ, хӑшӗ-пӗринче ҫитменлӗхсем тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, Мускав проспектӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ аптекӑра эмел таврашӗн Раҫҫей Правительстви ҫирӗплетнӗ переченьне аран шыраса тупнӑ, Ленин проспектӗнчи аптекӑра вӑл электронли ҫеҫ пулнӑ. Унсӑр пуҫне «Будь здоров» (Сывӑ пул) аптекӑра «Амоксициллин» антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ. Кунашкал тӗслӗхе Ленин проспектӗнчи «Максавит» аптекӑра та тупса палӑртнӑ. Тепӗр аптекӑра вара сусӑр ҫынсем валли чӗнӳ пускӑчӗ пулман. Палӑртса хӑвармалла, Виктор Горбунов каланӑ тӑрӑх, вӗсем аптекӑсенче антибиотике тухтӑр рецепчӗсӗрех сутнӑ тӗслӗхсем пирки чӗнӳ хучӗ ҫырса тивӗҫлӗ органсене ярса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗ Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен хӑш-пӗр маршрута хупма сӗнет. Вӗсен йышне 101Э, 156, 220, 234, 262, 263, 270, 331, 332, 334 тата 337-мӗш маршрутсем кӗнӗ. Юлнӑ пилӗк маршрут валли хулара икӗ чарӑну ҫеҫ хӑварасшӑн: «Хула ҫум» тата «Ҫӗнӗ сала» автостанцисем. «Шупашкарта 490 маршрутка ҫӳрет, Ҫӗнӗ Шупашкартан тепӗр 337. Вӗсем хулари маршруткӑсен ҫулӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, Шупашкарти пассажирсене лартса пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чупаҫҫӗ. Йӑлтах унчченхи пекех юлсан мӗнле реформа пирки пырать сӑмах: ӑмӑртакан маршруткӑсен караванӗ, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем, «Чӑвашавтотранс» пек панкрута тухма пултаракан троллейбус управленийӗ», - тенӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ. Анчах транспорт министрӗ Владимир Иванов ку шухӑшпа килӗшмест. Маршруткӑсене чакарни тата ҫынсене автостанцисене ҫеҫ илсе ҫитерни халӑха килӗшмӗ – ҫапла палӑртнӑ министр. Кунсӑр пуҫне пассажирсен икӗ хут нумайрах тӳлеме тивӗ. Алексей Ладыков ҫавах маршруткӑсене чакарасшӑн. Тӳре-шара ку ыйтӑва татса парайман. Ӑна вӗсем тепӗр икӗ эрнерен ҫӗклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинчи Мускав районӗн сучӗ Университет урамӗнчи «Салам» апат-ҫимӗҫ лавккине иккӗмӗш хутчен хупма йышӑннӑ. Санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑснӑшӑн хальхинче алӑксем ҫине 40 кунлӑха ҫӑра ҫакнӑ. Аса илтерер, пӗрремӗш хут ку лавккана кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ӗҫлеме чарни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑт самай панӑ пулин те лавккара вентиляци тытӑмне ҫаплах йӗркене кӗртмен. Производство цехӗ пӗр пӳлӗмре вырнаҫнӑ, таса мар ҫимӗҫ те, хатӗр продукци те пӗр сӗтел ҫинчех упраннӑ, вӗсене пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫлакан приставсем кухньӑри хатӗр-хӗтӗре, лавккана кӗмелли алӑка пичетленӗ. 40 кунран лавкка шӑпи татӑлӗ: ӑна ӗҫлеме ирӗк парӗҫ е тата та хупӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
https://yandex.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси Шупашкарта пурӑнакан, 18 ҫул тултарман хӗрачана общество вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗшӗн штрафланӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка урамра ӗҫнине курнӑ. Кун пирки ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси те пӗлнӗ. Ӗҫ материалӗсене тишкерсен акӑ мӗн паллӑ: вӑл унччен те эрех-сӑрапа айкашнӑ. Комисси ҫак ӗҫе пӑхса тухнӑ. 18 ҫул тултарман хӗрачана штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна хӑрушӑ социаллӑ лару-тӑрура пулнӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Ҫӗнӗ хула текен микрорайонти урамсенчен пӗрне Чӑваш Енри патшалӑхӑн, политикӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗн Илья Прокопьевӑн ятне пама йышӑннӑ. Ӗслӗ хута республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Илья Прокопьев пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Вӑл ун чухне 91 ҫула кайнӑччӗ. «Пысӑк чун-чӗреллӗ, пултаруллӑ ертӳҫӗн, ячӗ Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн историйӗнче ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑннӑ ҫын», — тесе ҫырнӑччӗ некрологра. Шӑп та лӑп тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Илья Прокпьевӑн ятне асра тытасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑччӗ. Ҫав хута ӑнлантарнинче Шупашкарти урамсенчен пӗрне Илья Прокопьев ятне парасси пирки те каланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Сар.ru сӑнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленине паянтан ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Ку пукана Владимир Хориков полковник йышӑннӑ. Раҫҫей ШӖМӗн Шупашкарти управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари йӗрке хуралҫисене ҫӗнӗ пуҫлӑхпа Чӑваш Енӗн шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Александр Смирнов паллаштарнӑ. Ҫак должноҫа йышӑниччен 50 ҫулти Владимир Хориков Коми Республикин йӗрке хуралӗнче ҫулталӑк вӑй хунӑ, ҫынна хирӗҫле тунӑ преступленисене уҫса паракан уйрӑм пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. Унччен малтан вара тӑван тӑрӑхӗнче — Мари Республикинче — тимленӗ. 1991 ҫулта Йошкар-Олари шалти ӗҫсен управленийӗн уголовлӑ шырав уйрӑмӗн оперуполномоченнӑйне вырнаҫнӑ та Мари Эл йӗрке хуралӗнче иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗччен тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал ҫулла Шупашкарта транспорт шутне чакарасшӑн. Ку ыйту пирки Шупашкар хула администрацийӗнче ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртнӗ ҫавра сӗтелте калаҫнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тӗп хулара 532 транспорт таран чакарӗҫ. Вӗсен йышӗнче 128-шӗ – маршрутка. Вӗсем вырӑнне вӑтам тата пысӑк класлӑ автобуссем ҫынсене илсе ҫӳреме тытӑнӗҫ. Маршрутсен схемине, номерӗсене те улӑштарӗҫ. Пӗр ҫулпа ҫӳрекен маршрутсене те пӗтерӗҫ. Палӑртмалла: хулара кунсерен 756 транспорт ҫӳрет. Куллен ҫӳрекен 488 маршрутка «пик» сехетсенче лӑк туллиех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӗлтӗр ҫуркунне мотоциклист Шупашкарти База проездӗнче ҫул ҫинчи шӑтӑка пырса тӑрӑннӑ та «тимӗр урхамахне» сиенлетнӗ. Кун хыҫҫӑн шӑтӑка виҫнӗ. Вӑл 1,1 метр тӑршшӗ, 90 сантиметр сарлакӑш, 14 сантиметр тарӑнӑш пулнӑ. Нормативпа килӗшӳллӗн вара сарлакӑшӗ 60 сантиметртан, тӑршшӗ 15 сантиметртан, тарӑнӑшӗ 5 сантиметртан ытларах пулмалла мар. Экспертиза «Ямаха» мотоцикла юсамашкӑн 193 пин те 717 тенкӗ кирлӗ тесе палӑртнӑ. Вӑл вӗр ҫӗнӗ пулманнине кура – 71 пин те 800 тенкӗ. Мотоциклист ҫак укҫана ку ҫула пӑхса тӑракан организацирен суд урлӑ ыйтнӑ. Суд мотоциклист майлӑ пулнӑ. Судья организацирен 71 пин те 800 тенкӗ шыраса илме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне экспертиза тунӑшӑн – 2500 тенкӗ, ытти расхутшӑн 9 пин ытла тенкӗ тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пӑрахӑҫа кӑларнӑ «Шупашкар» ҫар карапне Шупашкарти арҫынсен мӑнастирне хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ. Хула администрацийӗ ӑна вырнаҫтармашкӑн проект ӗҫӗсене саккас панӑ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проектпа уҫӑ аукцион ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫин проекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен хатӗрлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫав вырӑнта Атӑл хӗррине 200 метр хӑтлӑлатмалла. Карапа юханшыв хӗрринчен темиҫе метрта вырнаҫтарӗҫ. Ун патне 3 метр сарлакӑш кӗпер илсе ҫитерӗ. Карап ҫывӑхӗнче ҫутӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Синичкин Виссарион Вениаминович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Николай Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |