Хулара
Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ. ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ. Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 4-мӗш гимназин экс-директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи ҫуркунне тата ҫулла вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫынран 180 пин тенкӗ сӗтев илнӗ, куншӑн вӗсен ачисене гимназие вӗренме илме шантарнӑ. Укҫа-тенке вӑл лару залӗнче лампа улӑштарма, акӑлчан чӗлхи кӗнекисене илме, Пӗлӳ кунне ирттерме тесе илнӗ. Экс-директорӑн ытти хура ӗҫӗсем те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл пӗр ҫынран 24,7 пин тенкӗ илнӗ, шкулти столовӑй валли хатӗр-хӗтӗр илме тесе каланӑ. Ҫапла майпа директор хӑйне валли илнӗ сӗтел-пукан хакӗн пӗр пайне саплаштарнӑ. Унччен экс-директор тӗлӗшпе 7 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Пӗтӗмпе вӑл 204,5 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Халӗ экс-пуҫлӑха килте тытаҫҫӗ, унӑн иномаркине тата банк счечӗсене арестленӗ. Ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче тара паракан хваттерсене шыраҫҫӗ. Рейдсене республикӑн тӗп хулинче маларах та ирттернӗччӗ. Нумаях пулмасть ун пеккине Шупашкарти Ленин районӗнче йӗркеленӗ. Тара паракан хваттерсене палӑртма Шупашкарта ведомствӑсем хушшинчи ӗҫ ушкӑнӗ туса хунӑ. Йыша Ленин район администрацийӗн пайташӗ, налук тытӑмӗн специалисчӗ, полицин участокри уполномоченнӑйӗ кӗнӗ. Рейд вӑхӑтӗнче Шевченко урамӗнчи 29-мӗш ҫуртра пулса 57 хваттере тӗрӗсленӗ. Хваттер алӑкне пурте уҫман-ха. Ҫуртри 31 хваттерте ҫеҫ ҫынсем килте пулнӑ. Тӗрӗслевҫӗсем икӗ хваттере вӗсен хуҫисем тара панине палӑртнӑ. Ку факта тӗпе хурса налукҫӑсем акт ҫырнӑ, тара кӗрӗшсе пурӑнакансенчен хӑҫантанпа йӑва ҫавӑрнине ыйтса пӗлнӗ. Тара паракан хваттер хуҫисене ҫывӑх вӑхӑтра налук хурса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти хӑш-пӗр аптекӑра эмел вырӑнне ун курупкине сутаҫҫӗ имӗш. Ку хыпара vistanews.ru Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ. Ӑна вара Вячеслав Михайлов халӑх корреспонденчӗ евитленӗ-мӗн. Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑс районӗнче пурӑнакан ҫав ҫын республикӑн тӗп хулинчи аптекӑсенчен пӗринче ацетилсалицил йӳҫекне туяннӑ. Киле ҫитсен эмел курупкине уҫать те вӑл пуш-пушшине асӑрхать. Ӳркенменскер аптекӑна вӗҫтерет. Лерисем арҫын эмеле хӑй кӑларса илмен-ши тесе иккӗленнӗ-мӗн. Ҫакӑн пирки вӗсем темиҫе хутчен те ыйтнӑ иккен. Вячеслав Михайлов ятлӑ ҫав ҫын маларах ҫавӑн пек пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи пӗр аптекӑра сиксе тухнине ӗнентернӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем те аптекӑра пуш курупка туянса курнӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Анне палӑкӗ таврашӗнчи фонтансемлӗ бассейна юсама вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫавна май патшалӑх саккасӗсен порталӗнче унта строительство ӗҫӗсем ирттерме саккас вырнаҫтарнӑ. Кун ҫинчен «Хула пирки» портал хыпарлать. Хайхи саккаса «Инженерная защита» текен организаци тӑратнӑ. Контрактӑн хакӗ — 19689886,27 тенкӗ. Саккаса пурнӑҫа кӗртнӗ май конкурсра ҫӗнтернӗ фирмӑн ҫак укҫапа фонтанлӑ бассейнӑн гранит плитисене хӑйпӑтмалла, бассейна кивӗ бетон юлашкисенчен тасатмалла, унӑн стенисене штукатурка туса якатмалла, гидроизоляци, герметика ӗҫӗсене пурнӑҫламалла, хунарсем патне пралук кармалла тата гранит плитасене ҫӗнӗрен хумалла. Палӑртса хӑварар, строительсен мӗн пур ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Иртнӗ ҫул Раҫҫейре фанфурик сутма чарчӗҫ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарласах тӑнӑччӗ. Анчах саккуна пӑсакансем ҫук мар, сутма юраманнине пӗлсе тӑрсах аптекӑра фанфурик «ярӑнтараҫҫӗ». Ҫавна май лару-тӑрӑва тӗрӗслесех тӑраҫҫӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри кирек епле пулсан та услам тӑвасшӑн. Фанфурик сутма юраманнине пӗлсе тӑрсах хайхискерсем одеколон сутса кӗсйине хулӑнлатаҫҫӗ. Нумай пулмасть полицейскисем Шупашкарти Мир проспектӗнчи пӗр складра одеколон тупнӑ. Ку тавара мӗнле сутма юрани пирки ҫавӑнтах ҫырса ҫапнӑ. Анчах сутуҫӑ темиҫе флакона курттӑммӑн мар, ахаль сутнӑ. Вӗсене кулленхи тум тӑхӑнӑ полици ҫынни туяннӑ. Хакӗ 21 тенкӗ те 60 пус пулнӑ. Раҫҫейре вара 58 тенкӗрен йӳнӗрех тӑракан спиртлӑ шӗвеке сутма чарнӑ. Фирма ертӳҫи куншӑн сутуҫа айӑплать. Ахӑртнех, штраф виҫине чакарасшӑн ӗнтӗ. Ара, юридици сӑпачӗн 30-40 пин тенкӗ тӳлемелле вӗт. Полици ӗҫченӗсем малашне те кунашкал тӗрӗслевсене ҫӳрӗҫ, саккуна пӑсса спиртлӑ шӗвек сутакансене тупса явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ваттисем валли хӑна ҫурчӗ уҫӑлнӑ. «Социаллӑ хӑна ҫурчӗ» ят панӑскерте ваттисемпе сусӑрсем вӑхӑтлӑх хӳтлӗх тупма пултараҫҫӗ. Ҫӗнӗ проектпа паллаштарнӑ май Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центр пуҫлӑхӗ Ренада Федорова хӑна ҫуртне кинеми-мучине, сусӑрсене вӗсен ачи-пӑчи, ҫывӑх тӑванӗсем ӗҫпе е канма тухса кайнӑ вӑхӑтра йышӑнассине пӗлтернӗ. Сӑмахран, командировкӑна кайма тивсен. Е тата канма каяс тесен. Халсӑррисене пӑхакансем киле таврӑниччен вӗсен ҫывӑх ҫыннисем хӑна ҫуртӗнче талӑкӗпех пурӑнӗҫ. Вӗсене апат ҫитерӗҫ, ытти енӗпе пулӑшӗҫ. «Социаллӑ хӑна ҫурчӗпе» усӑ курнишӗн укҫа тӳлемелле. Шупашкарта 2015 ҫултанпа ваттисемпе сусӑрсем валли «Ача пахчи» ӗҫлет. Вӑл — халсӑррисене ачи-пӑчи ӗҫре чух пулӑшма уҫнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
1-мӗш курсра вӗренекен студент тивӗҫлӗ канури кинемее ҫаратнӑ. 72 ҫулти хӗрарӑм каҫхине урампа пынӑ. Такам чупса пынӑ та унӑн сумкине туртса илнӗ. Унта вара 5 пин тенкӗ пулнӑ. Йӑлтах хӑвӑрт пулса иртнӗ. Ватӑскер тапӑннӑ ҫыннӑн сӑнне астуса юлайман. Сумкӑра банк картти те пулнӑ. Хурах унпа та усӑ курнӑ: кинемей патне унӑн карттипе лавккара таваршӑн тӳленӗ тесе смс килнӗ. Тӗлӗнмелле те, вӑрӑ карточкӑпа ЧР ШӖМӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ лавккара тӳленӗ. Вӑрра часах тытса чарнӑ. Вӑл – Чулхула облаҫӗнчи каччӑ, Шупашкарти пӗр аслӑ шкулта вӗренет. Хайхискер унччен те ватӑ ҫынна ҫаратнӑ пулнӑ. Ун чухне вӑл 7 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ куҫарса панӑ укҫа пӗтнӗ-мӗн унӑн, ҫавӑнпа кинемейсене ҫаратма шухӑшланӑ. Ҫапла ӑнлантарнӑ вӑл следовательсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти кӳлмек ҫулран ҫул хитреленсе пырать. Анчах ун ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Одис-Отель» питӗ хитре мар курӑнса ларать. Нумай хутлӑ ҫурта туса пӗтермен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис-Отеля» 2010 ҫул тӗлне туса пӗтерессе шантарнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйтӑва Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле татса пама сӗннӗ. Анчах Алексей Ладыков ку вӑхӑта ӗлкӗрейменнине, ҫурта Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле ҫеҫ туса пӗтерессине пӗлтернӗ. Отель харпӑрҫисемпе суд вӗҫленнӗ. «Бинбанк» парӑма, 8 миллион тенке, татнӑ, отель валли ҫӗнӗ инвестор шырама пуҫланӑ. «Бинбанкпа» тунӑ ҫӗнӗ килӗшӳ виҫӗ ҫул вӑйра пулӗ. Ҫав тапхӑрта проекта пурнӑҫламасан муниципалитет ҫурта туртса илсе сутма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Канаш хлинче пурӑнакан ҫынсем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ку – шыв пӑрӑхӗ ҫинчи аварие пула. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре «Восточный» гастроном ҫывӑхӗнче шыв юхма пуҫланӑ. Ҫавна май 55 ҫуртри сивӗ шыва сӳнтерсе лартнӑ. Вӗсенче вара 7675 ҫын пурӑнать. 8-мӗш ача пахчи, 11-мӗш ача пахчи, 6-мӗш шкул, 16-мӗш професси училищи те шывсӑр тӑрса юлнӑ. Шыва нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 сехетре пама шантарнӑ. Анчах тепӗр кунхине ирхине ӑна каллех сӳнтернӗ. Паян унта специалистсем ӗҫленӗ, юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |