Хулара
Хӑш-пӗр хӗрарӑм мӗншӗн хӗсӗр? ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫакӑн сӑлтавне пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Чапрасова умӗнчех каланӑ. Владимир Викторов хӑйӗн докладӗнче акӑ мӗн пӗлтернӗ: ача ҫуратиччен хӗрарӑмӑн ҫичӗ арҫын пулнӑ тӑк вӑл хӗсӗр, 100 проценчӗпех. Ку доклада вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарӑн 2017 ҫулти аталанӑвне пӗтӗмлетнӗ мероприятире вуланӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ. Хӗсӗрлӗх пирки калаҫма тытӑнсан залра ларакансем тӑрук «чӗрӗлсе» кайнӑ. «Интереслӗ тема-им? Пурте тӳрех вӑрантӑр. Эппин, шухӑшлӑр кӑштах», - тенӗ министр. Кунашкал хыпара «Правда ПФО» пӗлтернӗ. Сайтра министр каланӑ сӑмахсен аудиоҫыравӗ пуррине те каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Строительсен урамӗ, Лакрей вӑрманӗ, Президент бульварӗ, Гладков урамӗ ҫывӑхӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртсем тата суту-илӳ центрӗ вырнаҫмалла. Ку — хальхи «Ярмӑрккӑ» пасар ҫывӑхӗнче. Ҫак вырӑнта «Юрма» агрохолдинг тата «Сад» ЯХПК «Ярмӑрккӑ» ятлӑ ҫӗнӗ микрорайон хута ярасшӑн. Икӗ организацие те Владимир Ермолаев ертсе пырать. Унӑн строительство компанийӗ — «СУОР» тулли мар яваплӑ общество. Документацие тишкерес-тӗк «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗ те строительство вырӑнне лекет. Анчах унта пилӗк хутлӑ ҫуртсем е суту-илӳ центрӗ пулӗ? Хальлӗхе ку паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие Шупашкарти Кӑкшӑм урамӗнчи пӗр ҫурт балконӗнчен пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗнни пирки пӗлтернӗ. Ҫынсене ахальтен илтӗнмен-мӗн. Пакунлисем вырӑна ҫитсе тӗрӗсленӗ. Балконран «Байкал МП-512» пневматика пӑшалӗнчен икӗ хутчен пенӗ. Ҫакна 15 ҫулти арҫын ача тунӑ. Хайхискер пӑшалтан пемелли секцие ҫӳрет-мӗн. Пневматика пӑшалне вӑл хӑй туяннӑ пулнӑ. Куншӑн унӑн ашшӗ-амӑшне явап тыттарнӑ. Телее, арҫын ача балконран икӗ хутчен пенӗ пулин те никам та шар курман. Каярахпа вӑл полицейскисене акӑ мӗн ӑнлантарнӑ: пӑшала ашшӗ-амӑшӗнчен вӑрттӑн туяннӑ пулнӑ. Аслисем килте ҫук чухне пӑшала тӗрӗслеме шухӑшланӑ. Арҫын ачан ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Халӗ полицейскисен 15-ри ачана кам пӑшал сутнипе палӑртмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер каҫхине Шупашкарта шӑршӑ тӑнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем урамра ҫунӑк шӑрши сӑмсана ҫурнипе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ҫынсем чӑтайман, ҫунӑк шӑрши кӗнӗрен Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн «хӗрӳ линине» шӑнкӑравлама тытӑннӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Шумилов урамӗнче пурӑнакансем шӑнкӑравланӑ. Роспотребнадзор специалисчӗсем ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи икӗ вырӑнта сывлӑша тӗрӗслеме шантарнӑ. «Мӗн ҫунни хальлӗхе паллӑ мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн пӗлтерӗпӗр», — тенӗ Роспотребнадзорӑн регионти управленийӗнче. Аса илтерер: ҫулла Шупашкар ҫыннисем каяш шӑрши кӗнипе кӑмӑлсӑрланнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юлашки вӑхӑтра республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Ҫурт картишӗсене юртан епле тасатаҫҫӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр. Управляющи компанийӗсем картишре машинӑсем ларни юр тасатма кансӗрлет тесе пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шара вара ку ыйтӑва татса памалли мел сӗннӗ. «Сирӗн, ахӑртнех, ҫуртсенче пурӑнакансен телефон номерӗсем пур. Мессенджерта ушкӑн йӗркелӗр те ҫынсене трактор хӑш вӑхӑтра юр тасатнине пӗлтерӗр», — тенӗ. Хулари хӑш-пӗр картишре чӑннипех те юр тасатман-мӗн. Граждан урамӗнчи 105-мӗш ҫурт умӗнчи картиш — чи япӑххи. Тротуар вырӑнне — качака сукмакӗ. Тирек урамӗнчи 4-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫинче ҫӳп-ҫап контейнерӗ ларать, ун умӗнчи лапам юрпа тулса ларнӑ. «Лоза» лавкка тата ун ҫывӑхӗнчи парикмахерски те юр ӑшне путнӑ. «Медик» клиника умӗнчи тротуар пачах та курӑнмасть-мӗн, шуҫлак пандус ҫинче ӳке сусӑра та тухасси инҫе мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
56 ҫулти арҫын Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнчи пӳлӗмре пурӑннӑ. Пӗр кунхине унӑн алӑкне суд приставӗсем шакканӑ, пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтернӗ. Арҫын коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен-мӗн. Парӑм самаях пухӑннӑ: 65 пин тенкӗ. Суд приставӗсем пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтерсен те арҫын парӑма татма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл пӳлӗмрен куҫма пачах хирӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн суд приставӗсем полицейскине чӗнсе пӳлӗм алӑкне уҫнӑ, унти пур япалана та арестленӗ. Вӗсене икӗ уйӑхран илсе каймасан сутма тӑратӗҫ. Арҫынран вара куншӑн 5 пин тенкӗ шыраса илӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Мой город» архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти троллейбус управленийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлни пирки сайтра пӗлтерсех тӑнӑччӗ. Халӗ унта мӗнле лару-тӑру хуҫаланать-ха? Шел те, предприятин парӑмсем каллех ӳссе пыраҫҫӗ. Троллейбусниксем электроэнергишӗн тӳлеҫҫӗ, анчах йӑлтах мар. Ҫавна май парӑм та ӳссе пырать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне троллейбус управленийӗн парӑмӗ 148,9 миллион тенке ҫитнӗ. Вӑтамран илсен, управленин электроэнергишӗн уйӑхсерен 20 миллион тенкӗ тӳлемелле. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара 16,3 миллион тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче предприятин электроэнергишӗн 179,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыснаран субсиди парсан управлени энергетиксене 47 миллион тенкӗ тӳленӗ, ҫапла май панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлнӑ. Кун хыҫҫӑн 130 миллион тенкӗ парӑм юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паянтан, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, троллейбусӑн ҫӗнӗ маршручӗ уҫӑлать. 14-мӗш маршутлӑскер унччен те хутланӑ-ха. Анчах халӗ вӑл 16-мӗш троллейбусӑн ҫулӗпе те ҫӳреме тытӑнӗ. 16-мӗш номерлине хупса хурӗҫ. Ҫӗнӗ маршрут Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсене ҫыхӑнтарӗ. Унӑн юлашки чарӑнӑвӗсем «Университет» тата «Маштехникум» пулӗҫ. Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районтан вӑл унчченхиллех виҫӗ кӗпер урлӑ каҫса килӗ, кайран Иван Яковлев проспектӗнчен Мир проспектнелле пӑрӑнӗ, унтан — Эгер бульварне, кайран Ленинла Комсомол урамӗпе «Маштехникум» чарӑнӑва ҫитӗ. 9-мӗш троллейбус ҫулӗ те ылмашӗ. Вӑл «Аэропорт — Агрегат савучӗ» маршрутпа ҫӳрӗ: Ашмарин урамӗ — Иван Яковлев проспекчӗ — Мир проспекчӗ — Калинин урамӗ — Ю. Гагарин урамӗ — Ленин проспекчӗ — малалла хальччен ҫӳренӗ евӗр кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан арҫынна урама майор пакунӗпе тухнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Хӑй вара прапорщик пакунӗпе ҫеҫ ҫӳреме тивӗҫ пулнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Шупашкарта иртнӗ митинга хутшӑннӑ. Вӑл РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тумне тӑхӑннӑ, майор пакунӗпе ҫӳренӗ. Ҫапла майпа вӑл йӗркене пӑснӑ. Митинга ҫапла тумланса тухнӑ арҫынна суда панӑ. Суд вара вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫыннӑн 1000 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ҫар тумне, пакунӗсене туртса илнӗ. «Суя майор» вара суд йышӑнӑвӗпе ҫырлахман. Вӑл суд пынӑ чухне ҫӑхав панӑ. Анчах ӑна пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса ипотекӑна парса татасшӑн пулнӑ. Анчах хушаматри Ё саспаллине пула пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫемье пуҫӗ Артем ятлӑ. Анчах официаллӑ документсенче унӑн ятне Ё саспаллипе те ҫырнӑ. Ҫавна май Раҫҫей пенси фончӗ ҫемье ыйтса ҫырнӑ заявление тивӗҫтермен. Тӗрӗслӗхе прокуратура шыраса тупма пулӑшнӑ. Калинин районӗн прокуратури суда тавӑҫ тӑратнӑ, Раҫҫей пенси фончӗ йышӑнӑвӗ тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкарти ҫемье, Ё саспаллине шар курнӑскер, ипотекӑна амӑшӗн капиталӗпе парса татайӗ. Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |