Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер хула ҫыннисемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ. Халӑха мӗн пӑшӑрхантарнӑ-ха? Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем лифт мӗнле ӗҫленипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Палӑртмалла: ҫынсем унта Богдан Хмельницкий урамӗнчи авариллӗ ҫуртран куҫнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, управляющи компанийӗ лифта сехетсерен ӗҫлеттернӗшӗн укҫа пухать. Алексей Ладыков ку ыйтӑва тишкерме, сӑнаса тӑма шантарнӑ. Сӑмах май, ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарас программӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ юпа уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансем валли Богдан Хмельницкий, Париж Коммунин, Магницки, Соляное урамӗсенче ҫӗнӗ кӗтес уйӑрнӑ. Унта 900 ытла ҫемье пурӑнма куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑрӑш е конус?Харпӑр шухӑш
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул уявне республикӑн тӗп хуламӑр хатӗрленнине сӑнатӑп та пӗр ыйту ҫуралать: нивушлӗ конус евӗрлӗ япала чӑрӑша ылмаштарма пултарать? Ӑҫта пӑхмастӑн — таҫта та конус евӗрлӗ чӑрӑшсем лартса тухнӑ. Паллах, чӑрӑш йывӑҫҫи конуса аса илтерет. Кӑна хуть те мӗнле вӑрмана кайсан та лайӑх курма пулать. Анчах та чӑрӑш йывӑҫҫин тураттисем пулмалла-ҫке. Унсӑрӑн ӑна йывӑҫ тесе мӗнле калӑн? Ак, сӑмахран, суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи искуственнӑй чӑрӑшах пӑхар. Конус евӗрле-ха ӗнтӗ, анчах та тураттисем курӑннӑран ку япала чӑрӑш мар тесен шухӑш пӗрре те ҫуралмасть. Конусне чӑн та ӑсталама йӳнӗрех ларать пуль. Ҫавах та унашкал конуссен мӗнле те пулин хӑйнеевӗрлӗхӗ пулмаллах. Тӗслӗхрен, Республика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп чӑрӑша илме пулать. Кӳлепи енчен ним пахалӑхӗ те ҫук. Анчах та ӑна чӑваш ҫӑлтӑрӗсемпе ӑсталанӑран вӑл питӗ хӑйне май курӑнать, Шупашкарӑн тӗп чӑрӑшӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе калаймӑн. Тата тепӗр япала — тӗп хуларан чӑн-чӑн чӑрӑшсем ҫухала пуҫларӗҫ. Маларах эп сӑнанӑ тӑрӑх чӑн-чӑн чӑрӑшсене ытларах лартатчӗҫ. | ||
Хулара
Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 14 ветеранӑн хваттерне хула хыснинчи укҫапа юсанӑ. 92 ҫулти Леонид Петров хваттерне ҫӗнетнӗшӗн питӗ савӑнать. Обой ҫыпӑҫтарнӑ, линулеум сарнӑ, маччана сӑрланӑ кӑна мар, тӗпелте те юсанӑ. Ветеран ку ӗҫрен хӑй те айккинче юлман – лавккара стройматериал суйланӑ. Леонид Захарович вӑрҫа кайнӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Максим Андреев каланӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 42 ветеранӑн хваттерне юсанӑ, пӗтӗмпе миллион та 612 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку ӗҫе 2010 ҫултанпах пурнӑҫлаҫҫӗ. Районта халӗ вӑрҫа хутшӑннӑ 91 ветеран пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Шупашкар хули илемленсех пырать. Нумаях пулмасть хулара шурӑ тӗслӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна кӳлмекре арҫынсен мӑнастирӗнчен инҫех мар вырнаҫтарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ шурӑ чӑрӑш ҫитес вӑхӑтра тата илемленессе шантарать. Ӑна мӗнпе те пулин капӑрлатма палӑртнӑ. Сӑмах май, хулара темиҫе вырӑнта чӑрӑшсем лартӗҫ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫӑлтӑрӗсене нумаях пулмасть ҫутнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ тӳремре те Ҫӗнӗ ҫул «чиперкки» пулӗ. Ӑна пуҫтарнӑ ӗнтӗ, кӗҫех капӑрлатса пӗтерӗҫ. «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче те чӑрӑш тавра вӑйӑ картине тӑма май пулӗ. Ӑна пӗр банк вырнаҫтарӗ. Ҫав банках Хӗрлӗ тӳремре 6 метр диаметрлӑ Ҫӗнӗ ҫул хӑмпи вырнаҫтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
ЧР Транспорт министерстви чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑватӑ пысӑк автобус туяннӑ. М3 категориллӗ транспортсем кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хӑтлӑ автобуссем хӑҫан ҫула тухасси паллӑ: раштав уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче. Хӑш ҫулпа ҫӳрӗҫ вӗсем? Пӗри «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш автобуса улӑштарӗ. Теприне «час пикра» «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ, унтан — 15-мӗш маршрутпа. Икӗ автобус 2-мӗш маршрутпа ҫӳрӗҫ: Роза Люксембург урамӗнчен «Садовӑй» микрорайона кайӗҫ. Ҫӗнӗ автобуссем ҫак маршрутсемпе ҫӳрени тивӗҫтермест-и сире? Тархасшӑн, ведомствӑна хӑвӑрӑн шухӑшсене пӗлтерме пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Паян календарьпе — хӗллен пӗрремӗш кунӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Шупашкар капӑрланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паян Республика тӳремне лартнӑ тӗп чӑрӑш йӑлтӑр-ялтӑр йӑлкӑшма пуҫланӑ. Малашне кашни кун тавралӑх тӗттӗмленсен чӑрӑш ҫинчи 60 ҫӑлтӑр ҫутатма тытӑнӗ. Вӗсене, тӗрлӗ калӑпӑшлӑскерсене, наци эрешӗ евӗр тунӑ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтермелле пулнӑ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен ларӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр чӑрӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутнӑ. Ун чухне Шупашкар анлӑ сарӑлнӑ «Манекен челлендж» флешмоба хутшӑннӑ. Ун чухне акцие 350 ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче Калинин районӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне саламласа ача ҫут тӗнчене килнине ӗнентерекен свидетельствӑна тыттарнӑ. Колесниковсем вуннӑмӗш тӗпренчӗкне Яков ят панӑ. Ыттисем Павел, Анна, Михаил, Валентин, Кирилл, Анастасия, Артем, София, Тимофей ятлӑ. Колесниковсем пӗрлешсенех пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫапах вунӑ ачах ҫуратасса шухӑшламан та. Амӑшӗ Елена халӗ хӑйне питӗ телейлӗ туять. Ара, ҫемьере ӑшӑлӑхпа юрату хуҫаланаҫҫӗ вӗт. Нумая ачаллӑ амӑшне пепке ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламлӑ открыткине те панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Чӑваш Енри ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗр ҫурта ишсе антанӑ чухне пӑшал тупнӑ. Камӑн вӑл? Пӑшала хӑҫан пытарнӑ? Хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Ку Щорс урамӗнчи кивӗ ҫурта ишсе антарнӑ чухне, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. «Вӑрттӑн вырӑнта» револьвер тата патронсем тупнӑ. Ишӗлчӗк ҫурт патне оперативлӑ ушкӑна ҫийӗнчех чӗннӗ. Халӗ вӗсен револьвер тата патронсем ӑҫтан тупӑннине, вӗсене камсем пытарнине уҫӑмлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Чӑваш Енри Халӑх фрончӗн пресс-служби акӑ мӗн пӗлтерет: Ҫӗрпӳ хулинче ача лачака ӑшне путса ларнӑ. Вӑл унтан хӑй тӗллӗн тухайман, пулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ку чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Халӑх фрончӗн хастарӗсем «Хулари хӑтлӑха тӑвасси» программа мӗнле пурнӑҫланнине тӗрӗсленӗ, Ҫӗрпӳре пулнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра арҫын ача ҫуртсен картишӗнче лачакара путса ларнӑ. Вӑл чуччупа ярӑннӑ-мӗн. Чуччупа ярӑнмалли вырӑнта торфпа хура тӑпра пулнӑ. Вӗсене подрядчик кӳрсе килнӗ, газон тума палӑртнӑ. Анчах ӗҫсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра подрядчик ӗҫ вырӑнне карта тытса ҫавӑрман. Лачакана путса ларнӑ арҫын ачана ашшӗ туртса кӑларнӑ. Ачан атти лачакарах ларса юлнӑ. Ҫакна айккинче ҫынсем сӑнаса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
Ҫӗнӗ 2018 ҫула кӗтсе илме Шупашкарта хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп почта умӗнче кашни ҫулах мӗнле те пулин кӳлепе вырнаҫтараҫҫӗ. Кӑҫал унта мӗнле чӗрчун вырӑн тупӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: кӑҫал тӗп почта умӗнче «Простоквашино» мультфильмри Шарик пулӗ. Ӑна, ытти ҫулти пек, пӑртан хатӗрлемӗҫ. Шарик кӳлепине Шупашкар ӑсти Александр Жигарев хатӗрленӗ. Хальлӗхе юр ҫӑвасса кӗтеҫҫӗ. Юр ҫусанах кӳлепе валли «юрлӑ минтер» хатӗрлӗҫ, унтан Шарика вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе Шарик хула администрацийӗн фойинче тунсӑхласа ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |