Хулара
Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗме пултарӗ. Кун пирки халӑха Шупашкар хула администрацийӗ асӑрхаттарать. Ырӑ мар шӑршӑ мӗншӗн кӗме пултарасси паллӑ: Путтукассинчи ҫӳп-ҫап купине рекультивацилӗҫ. Ҫил улшӑнсан «Ҫӗнӗ хула», «Ҫӗнӗ кӑнтӑр», «Тӗкӗрщ» микрорайонсенче, Питтуккасси тата Типҫырма ялӗсенче лайӑх мар шӑршӑ кӗме пултарӗ. Ку шӑршӑ ҫулталӑкӗпех тӑма пултарӗ-мӗн. Халӗ свалкӑра пилӗк экскаватор, тӑватӑ бульдозер, икӗ каток, 14 КамАЗ ӗҫлет. Сӑмах май, Питтукасси свалки 30 гектар лаптӑка йышӑнать, унти ӗҫсене вӗҫлесен вӑл 21 гектар ҫинче юлӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта купа 29 метр ҫӳллӗшне ҫитет. Ку свалкӑна 50 ҫул ҫӳп-ҫап тӑкнӑ. Ӑна пӗтермешкӗн халӗ 319,9 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫамрӑк ҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл урама уҫӑлма тухсан киле таврӑнман. Тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Каччӑн сӑнне хулара та ҫакса тухнӑ. Станислав Александрович Мезин, 1998 ҫулта ҫуралнӑскер, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарта юлташӗсемпе уҫӑлса ҫӳренӗ. Ирхи 5 сехетре «Каскад» умӗнче вӗсем уйрӑлнӑ. Станислав киле каятӑп тенӗ. Вӑл ӑҫтине виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ пӗлмеҫҫӗ. Станислав Александрович Мезина курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89876781034 (аппӑшӗ Мария), 89373728745 (амӑшӗ Екатерина). Е 02 номере ҫавӑрттарса полицие пӗлтермелле. Каччӑ 178 сантиметр ҫӳллӗш, кӗлетки ҫинче сурансем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫак кунсенче 15,5 тонна ҫӳп-ҫап илсе тухнӑ. Ун чухлӗ ӑпӑр-тапӑр ӑҫтан пухӑннӑ-ха? Хуларан ҫӳп-ҫапа икӗ эрне илсе тухман-мӗн. Айӑпӗ — «ЖКХ» управляющи компанийӗнче. Вӑл пысӑк парӑмсене пула авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчен ҫӳп-ҫап илсе тухма пӑрахнӑ. Икӗ эрнере ҫав управляющи компанийӗ пӑхса тӑракан картишсем свалкӑна ҫаврӑнма пуҫланӑ. Ҫӳп-ҫапа КамАЗпа тата трактор урапипе турттараҫҫӗ. Ӑпар-тапӑра 20 коммуналлӑ службӑн ҫирӗм ытла ӗҫченӗ тиеҫҫӗ. Хулара пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа полигона илсе тухнӑ. Ҫӳп-ҫапа тиесе тухас ӗҫ малалла пырать-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
"Про Город" тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳ комплексне хирӗҫ общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ туса хунӑ. Унтанпа вӑхӑт самаях иртнӗ, анчах ҫынсем халӗ те унта анса юлаймаҫҫӗ-мӗн. Хальлӗхе унта «Чарӑнма юрамасть» паллӑ ларать. Общество транспорчӗн пӗр водителӗ те унта пассажирсене антарса хӑвармасть. Тепӗр чарӑну вара суту-илӳ комплексӗнчен самаях аякра вырнаҫнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн транспортпа тивӗҫтерекен тата ҫухӑну пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каланӑ тӑрӑх, архитектура пайӗ чарӑнӑва ят парасса кӗтеҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл ӗҫлеме пуҫлать-мӗн. Тӗп архитектор Вениамин Мамуткин вара кунпа килӗшмест. Унӑн шухӑшӗпе, чарӑнӑва ят париччен кӗтмелле мар. Ҫын та ятсӑр ҫуралать вӗт. Ҫитес вӑхӑтра ҫав чарӑнӑва ят парасси пирки комисси пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑмӑн Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин медалӗсемпе орденӗсене вӑрланӑ. Ӑна унӑн тӑванех йӑкӑртнӑ. 63 ҫулти хӗрарӑм медальсемпе орденсем ҫухалсан полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсене вӑл хваттерте упранӑ. Медальсемпе орденсем пирки пӗрле хваттерте пурӑнакан тӑванӗсем ҫеҫ пӗлнӗ. Полици вӑрӑ йӗрӗ ҫине тӳрех ӳкнӗ. Хаклӑ япаласене тӑванӗн хӗрӗ ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче вӑрланӑ-мӗн. Хайхискер пӗр медальне Шупашкарти пӗр пасарта сутнӑ. Халӗ полицейскисем ҫав медале шыраҫҫӗ. Ыттисене хуҫине тавӑрса панӑ ӗнтӗ. Ватӑ хӗрарӑмӑн тӑванӗн хӗрӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Соляное» микрорайона «Чӑвашавтотранс» предприятин 24-мӗш номерлӗ автобусӗсем ҫӳренине вӑл тӑрӑхра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл маршрут сайра-хутра хутланӑран автобуса кӗтсе илме питех те хӗн. Ҫавна кура ҫынсен ирӗксӗрех альтернативлӑ транспорт: маршрут ГАЗелӗ, троллейбус, питех васкасан такси — шырама тиветчӗ. Ирпе тата каҫпа, халӑх ӗҫе васканӑ самантра, 24-мӗш автобуса малашне кашни 15 минутра ҫӳретме шантараҫҫӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ ӗнер хыпарланӑ. 24-мӗш маршрут Шупашкарти «Хулаҫум» вокзалтан «Элеватор» чарӑнӑва ҫитет. Унта вӑл Николаев урамӗпе иртсе «Энергозапчасть» чарӑну патӗнчен каять. Каялла та автобус маршручӗ ҫав ҫулпах иртет. «Соляное» микрорайонпа ҫыхӑнтаракан маршрут вӑл тӑрӑхрисемшӗн тинех меллӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн, Ӗҫлев министерствин элчисем тӗл пулса калаҫнӑ, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене мӗнле пулӑшма май пуррине сӳтсе явнӑ. Юлашки пилӗк ҫулта Шупашкар-Чӑваш епархийӗн социаллӑ служени тата чиркӳ ыркӑмӑллӑхӗн пайӗн ҫумӗнче нушана лекнисене пулӑшакан ушкӑн ӗҫлет. Волонтерсем килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене эрнере икӗ хут тӳлевсӗр ҫитереҫҫӗ, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Малашне чиркӳ килсӗррисене официаллӑ мелпе пулӑшӗ. Вӗсен тӑванӗсемпе ҫыхӑну йӗркелекен, документсене тума пулӑшакан коратор та тӑвасшӑн. Сӑмах май, халӗ Шупашкарта Социаллӑ адаптаци центрӗ ӗҫлет. Унта килсӗр-ҫуртсӑррисене ҫитереҫҫӗ, ҫӑвӑнтараҫҫӗ, тӑхӑнтартаҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗ тупма пулӑшаҫҫӗ. Анчах унта 30 кунран ытларах пулма юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки постановление алӑ пуснӑччӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 34-мӗш, 49-мӗш тата 65-мӗш маршруткӑсене ҫӳреме чармалла пулнӑ, ытти рейс ҫинче машинӑсен хисепне чакарма палӑртнӑ. Анчах перевозчиксемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ татма май пулни ҫиеле тухнӑ. Халӗ Алексей Ладыков хӑш-пӗр маршрута хупассине пӑрахӑҫлани пирки постановление алӑ пуснӑ. Кун пирки хула администрацийӗн порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Администраци маршрутчиксене судра выляса янине те палӑртмалла. Арбитраж сучӗ 60-мӗш тата 60-мӗш «К» маршрутсен лицензине тӑсма хирӗҫлени саккуна пӑсни тесе ҫирӗплетнӗ. Мэри ку йышӑнӑва пӗрех тӗрӗс мар тесе ыйту ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫемьене ачана усрава илме ӗмӗтленекен мӑшӑрсене «Малюткӑна» пырса курма чӗнеҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехетре унта уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ. Уҫӑ алӑксен кунӗнче йӗркелӳҫӗсем ачана ҫемьене илме мӗнле хатӗрленмелли пирки каласа кӑтартӗҫ. Кунсӑр пуҫне ытти ыйтӑва уҫӑмлатӗҫ. Специалистсен шухӑшӗпе, уҫӑ алӑксен кунне йӗркелени усӑ парать. Кунашкал мероприяти ҫынсене ҫакнашкал учреждени пирки ытларах пӗлме, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗпе тата унти ачасемпе лайӑхрах паллашма парать. Ҫемьесене ҫак адреспа кӗтеҫҫӗ: Шупашкар хули, Мир проспекчӗ, 36-мӗш «А» ҫурт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк пуласси пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Халӗ ун валли ят шыраҫҫӗ. Эппин, ӑна кашниех сӗнме пултарать. Чи лайӑх ятсене сасӑлава лартӗҫ. Сӗнӳсене ҫак электронлӑ почтӑна ямалла: nik6540526@gmail.com. Кун хыҫҫӑн чи лайӑх ятсене суйлӗҫ, вара тин электронлӑ сасӑлав иртӗ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, парка ҫитес ҫул хӑтлӑлатма тытӑнӗҫ. Хальлӗхе сасӑлав валли ятсем суйлаҫҫӗ. Аса илтерер: парк ҫывӑхӗнче Атӑлҫи федераци округӗнчи Совет Союзӗн Геройӗн А.В.Кочетовӑн чӑваш кадет корпусӗ пулӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, унта фонтансем, аллея, тротуарсем, велоҫулсем, ачасен вылямалли хули, скульптурӑсем пулмалла. Проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн 150 миллион тенке яхӑн кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |