Хулара
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче терроризма хирӗҫ кӗрешмелли куна паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫав кун террор акчӗсенче вилнӗ ҫынсене, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуҫ хунӑ йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ. Шупашкарта та ҫак куна паллӑ тумасӑр хӑвармӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче «Астӑвӑм ҫурти» акци иртӗ. Волонтерсем мероприятие хутшӑнакан ҫынсене ҫуртасем тӳлевсӗр валеҫсе парӗҫ. Унтан пурте колоннӑна тӑрса «Ҫӗнтерӳ» паркӗнчи Мухтав монуменчӗ патне утӗҫ, ҫуртасем ҫутса лартӗҫ. Акцие кирек кам та хутшӑнма пултарать. «Ҫӗнтерӳ» паркра 19 сехетре пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти нумай хаваттерлӗ ҫуртсенче 1212 лифт 25 ҫул ытла ӗнтӗ ӗҫлет. Эппин, вӗсене улӑштарма вӑхӑт ҫитнӗ. Хулара пӗтӗмпе 3348 лифт ӗҫлет. Вӗсенчен 2136-шӗ 25 ҫултан сахалрах ӗҫлет. Ыттисене чарса лартмалла, е Ростехнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ вӗсемпе усӑ курма ирӗк парӗҫ. Халӗ муниципалитет программи пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ лифт хакӗн 25 процентне хваттер хуҫисем тӳлеҫҫӗ. 1 лифта улӑштармашкӑн сахалтан та 1 миллион тенкӗ кирлӗ. Программа 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Унтанпа 184 лифта улӑштарнӑ. Кӑҫал 2 лифт лартнӑ, пӗлтӗр – 4. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнче, усӑ курнӑ батарейкӑсене пухмалли ешчӗк лартнӑ. Ҫынсем малашне унта пырса пӑрахма пултарӗҫ. Усӑ курнӑ батарейкӑсем сиенлӗ пулнине, вӗсем тӑпрана, тавралӑха вараланине кашни ҫыннӑнах пӗлмелле. Ҫавӑнпа батарейкӑсене тӗрӗс утилизацилемелле. Экологи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усӑ курнӑ батарейкӑсене пухмалли ешчӗке Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 69-мӗш «б» ҫурт умне вырнаҫтарнӑ. Унта батарейкӑсемсӗр пуҫне пӗтнӗ аккумуляторсене те йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта банкомат ҫаратнӑ ҫынсен тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. Кӗҫех ӑна суд пӑхса тухӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Мускавра пурӑнакан 28 ҫулти арҫын пӗлӗшӗпе лавккара вырнаҫнӑ банкомата ҫаратмалли план хатӗрленӗ. Вӗсем камерӑсене юрӑхсӑра кӑларнӑ, унтан банкомат алӑкне ҫӗмӗрнӗ те унтан 4 тимӗр кассета туртса кӑларнӑ. Вӗсенче 2 миллион та 318 пин те 500 тенкӗ пулнӑ. Халӗ пуҫиле суда ярса панӑ. Палӑртмалла: ҫав арҫын Вологда облаҫӗнчи Камышин хула сучӗн приговорӗпе килӗшӳллӗн юсанмалли колонире ларать. Унта та вӑл ҫавнашкалах преступлени тунӑшӑн ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хальхи вӑхӑтра сӳтекен Мускав кӗперӗн юлашки-тӗлешкисемпе ҫырмасене хуплӗҫ тата хулари уйрӑм хуҫалӑх секторӗнчи ҫулсене юсӗҫ. Ун валли тимӗр-бетонран тунӑ конструкцисене катма-вӗтетме тивӗ. Паянхи кун тӗлне Мускав кӗперне сӳтес ӗҫ вӑхӑтпа тан пырать. Кивӗ конструкцисене тӗппипе авӑн уйӑхӗнче салатса пӗтерме палӑртнӑ. Малалла кӗпер хывакансен ҫӗнӗ юпасем хӑпартма тивӗ. Пӗтӗмӗшле Мускав кӗперне 2018 ҫулта туса пӗтерме палӑртса хунӑ. Пурӗ ун валли 1,5 млрд тенкӗ тӑкаклӗҫ. Кӗпере сӳтес ӗҫре хальхи вӑхӑтра икӗ смена тӑрмашать. Хӑш-пӗр пайсем 60 тонна таран тайнӑран кивӗ конструкцисене антарма 250 тонна йӑтма пултаракан кранпа усӑ кураҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар урамӗсене кашни ҫулах чечекпе илемлетеҫҫӗ. Тепӗр клумбӑна пӑхсан ӳнер хайлавӗ тейӗн! Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-ши, чечекпе мӗнле кӑна кӳлепе ӑсталамаҫҫӗ-ши?! Куҫа йӑмӑхтаракан илемпе киленнипех ҫырлахмаҫҫӗ иккен хула ҫыннисем: урамри чечексене вӗсенчен хӑшӗсем кӑкласа кайса хӑйсен пахчине лартаҫҫӗ. Кун пирки паян «Советская Чувашия» журналистне Рита Кирилловӑна Шупашкарти Чапаев скверӗнчи чечек клумбине тирпейлекенсем каланӑ. Татса кайнӑ чечексене пуҫтараканскерсем ӳсӗрсем е ӗҫсӗр ҫапкаланакан ҫамрӑксем пуҫтахланнӑ пуль тесе кӑмӑлсӑрланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах теприсем урамри чечексене хӑйсен пахчине илемлетме тесе урӑ пуҫпах тӑпӑлтарса каяҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗри хваттерте парикмахерски уҫнӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ хваттере вӑл халӑха йӑлари пулӑшу кӳрекен заведение ҫавӑрнӑ. Апла тума, тӗрӗссипе, саккун чармасть-ха. Анчах ҫӑпатан кантри пур, япалан — йӗрки. Пурӑнмалли хваттере урӑх тӗллевпе усӑ курас тесен ятарлӑ хутсем хатӗрлемелле, тивӗҫлӗ органсене систермелле. Ҫӗнӗ Шупашкарти хваттерте парикмахерски уҫнине унтисем республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине пӗлтернӗ. Тӳре-шара нумаях пулмасть тӗрӗслеме персе ҫитнӗ. Чӑн та, суя сӑмах е элек пулман ҫӑхав. 10-мӗш пиллӗкҫуллӑх урамӗнчи 66-мӗш ҫуртри пӗрремӗш хутри хваттере урамран тӳрех кӗмелле алӑк кассах парикмахерски туса хунӑ. Пурӑнмалли ҫурта пурӑнмалла маррине куҫарнӑ пурлӑха кадастр учетне тӑратманнине пула ун хуҫи налукран пӑрӑннине палӑртнӑ. Кӑлтӑка пӗтерессипе тӳре-шара мера йышӑнма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарӑн Мускав районӗнче эрехе саккуна пӑсса сутакансене тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ҫӗрле эрех сутма чарнине аса илтернӗ май кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 12 протокол ҫырнине палӑртнӑ. Чӑн та, ҫӗрле эрех таврашне кафесемпе ресторансенче ҫеҫ сутма юрать, кӗленче тыттарса яракан лавккасем Раҫҫейӗн Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунне пӑсаҫҫӗ. Маларах ку енӗпе саккуна улшӑнусем кӗртнӗччӗ, кунӗн-ҫӗрӗн эрех сутса ларакансем тӗлӗшпе йӗркене хытарнӑччӗ. Шупашкар хулин Мускав районӗ яваплӑ специалистсемпе йӗркеленӗ ятарлӑ рейдсенче асӑрханӑ пӑтӑрмахсем пирки протоколсене суту-илӳ точкисен хуҫисен ячӗпе шӑрҫаланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн кам айӑплӑ? Айӑплине тупнӑ. Ҫурт хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманран тата никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне йӗркене пӑснӑран ишӗлсе аннӑ. Подрядчикӑн проект документацийӗ пулман. Кунсӑр пуҫне никӗсе юсиччен ӑна тӗрӗслемелле пулна. Подрядчик вара ҫакна туман. Подряд организацийӗн директорӗ ҫурт йӑтӑнса аннӑшӑн 20 пин тенкӗ тӳлӗ. Аса илтерер: ҫурт Хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ. Ҫурт ишӗлни харпӑрҫа 2,8 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Стала Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ стела вырнаҫтарасшӑн. Вӑл «Ҫамрӑк мӑшӑрсене» ятлӑ пулӗ. Ӑна хула историйӗн музейӗ умне лартасшӑн. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, стелӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен вырнаҫтарасшӑн. Стела 10 метр ҫӳллӗш пулӗ. Вӑл ҫӳлелле хӑпаракан темиҫе ҫӳхе пӑрӑхран тӑрать. Варринче икӗ ҫӗрӗллӗ чӗре. Тӑрринче вара – аистсемпе салтак тӳмисем. Стела ҫакӑн пекех пулать-и е ҫук-и – хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук, мӗншӗн тесен проекта йӑлтах туса пӗтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |