Хулара
Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснӑ. Мӗн тӗллевпе-ха? Ҫав вырӑнта чуччу-урапа вырнаҫтарасшӑн. Хула администрацийӗ ҫак вырӑна усламҫӑсене ҫулталӑкне 4 миллион та 730 пин тенкӗ тӳлемелле туса 20 ҫуллӑха тара панӑ-мӗн. Кунта тепӗр 55 метр диаметрлӑ чуччу-урапа пулмалла-мӗн. Ҫавӑн пекех хӑвӑрт апатланмалли ресторан уҫма палӑртнӑ. Ҫак кунсенче кӳлмекре 12 чӑрӑш каснӑ. Кӗҫех унта бетон хунӑ лапам пулӗ, аттракцион вырнаҫтарӗҫ. Халӗ унта чӑрӑш тымарӗсене эскаваторпа кӑклаҫҫӗ. Аттракциона ҫитес ҫулхи пӗрремӗш квартал валли ҫеҫ туса пӗтереҫҫӗ ахӑртнех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинетне Шупашкарти маршруткӑсенче мӗншӗн терминал ҫуккине уҫӑмлатма хушнӑ. Михаил Васильевич ҫакна палӑртнӑ: маршруткӑсем терминал вырнаҫтарма хирӗҫлесе федераци тата регион саккунне пӑсаҫҫӗ. Ку шухӑшпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та килӗшнӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ку ыйтӑва уҫӑмлатмалла, анчах хулан унашкал полномочи ҫук. - Тӗрӗслеве тухнӑ чухне водительсем чӗннипе килнӗ полици пирӗн ӗҫченсене уйрӑма пӗрре мар илсе кайнӑ. Кун хыҫҫӑн манӑн ӗҫтешсем ӗҫрен кайма пуҫларӗҫ. Эпир ҫӗнӗ штат пуҫтартӑмӑр, анчах ыйтӑва хальлӗхе уҫӑмлатман-ха, - тенӗ Алексей Ладыков. Михаил Игнатьев Транспорт министерствине ку тӗлӗшпе йӗрке кӗртме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта байкерсем туя хӑйне евӗр паллӑ тунӑ. Светлана Козлова тата Александр Матюшин машинӑпа мар, мотоциклпа ҫӳренӗ. Туйра пӗтӗмпе 20 ытла мотоцикл пулнӑ. Хӗр «тимӗр ут» ҫине туй кӗпипе ларнӑ. Юнашар каччи пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн ытти мотоциклсем пынӑ. Иртен-ҫӳрен вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ. Ара, унашкаллине курман-ҫке-ха. Ҫамрӑксем мӗншӗн ҫапла майпа пӗрлешме шухӑшланӑ-ха? Чылай ҫул ӗнтӗ вӗсем мотоциклпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Хӗрпе каччӑ байкерсен ушкӑнӗнче паллашнӑ. Ҫавӑнпа туя мӗнле ирттересси пирки пуҫ нумай ватман. Хӗр кӗске кӗпе, сӑран перчетке тӑхӑннӑ. Каччӑ та байкер евӗр тумланнӑ. Ҫамрӑк мӑшӑр туй хыҫҫӑн Краснодар крайне канма кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти тӳре-шара республикӑн тӗп хулинчи транспорта пуҫӗпех ҫӗнетесшӗн. Ҫавӑн валли вӗсем ҫӗнӗ троллейбуссем тата халиччен пирӗн регионта пулман электробуссем туянасшӑн. Электробуссем аккумуляторпа ӗҫлеҫҫӗ. Унӑн вӑйӗ ҫула тухсан 20 ҫухрӑм ҫӗнме ҫитнине пӗлтереҫҫӗ. Транспорта ҫӗнетес ыйтупа Шупашкар хула администрацийӗнче ӗнер канашлу иртнӗ. Унта Беларуҫ Республикин Раҫҫейри элчелӗхӗн Тутарстанри уйрӑмӗн ертӳҫи Олег Исаев хутшӑннӑ. Шупашкарти троллейбус управленийӗ ҫитес вунӑ ҫулта техника паркне йӑлтах ҫӗнетесшӗн. Ҫулсерен 25 троллейбус туянасшӑн. Ҫакна та палӑртмалла: республикӑн тӗп хулинче маршрутсене ҫӗнӗлле йӗркелесшӗн, троллейбуссене ытларах ҫӳретесшӗн, ГАЗельсен йышне чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енӗн тӗп хули кӑҫал 548 ҫул тултарать. Шупашкар хула администрацийӗ хальхинче те ӑна сумлӑн ирттерме ӗмӗтленет. Ытти ҫул хула кунне Раҫҫейри артистсем киленекенччӗ, кӑҫал та вӗсене чӗнесшӗн. Анчах хальхинче хулари тӳре-шара хӑш артиста чӗнессине хӑй тӗллӗн татса памӗ. Ҫынсен кӑмӑлне пӗлес тесе унтисем ыйтӑм ирттерме йышӑннӑ. Сасӑлас шухӑшлисен http://www.gcheb.cap.ru/vote.aspx?id=1044 каҫӑпа иртмелле. Хальлӗхе 4,5 пин ҫын сасӑланӑ та ӗнтӗ. Сасӑлава хутшӑнакансем вали «Серебро», «Иванушки International», «УмаТурман», «Браво», «На-На» ушкӑнсене, Вера Брежнева, Стас Пьеха, Анита Цой артистсене сӗннӗ. Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 23 сехет те 59 минутра вӗҫленет. Анита Цой пуринчен сахал сасӑ (2 процент) пухнӑ, «На-на» тата Стас Пьеха — 3 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта аптекӑсене тӗрӗсленӗ. Рейда тухмашкӑн сӑлтавӗ те пулнӑ. Аптекӑсенче фанфурик сутни пирки ҫынсенчен ҫӑхав нумай килнӗ. Рейда Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушнипе йӗркеленӗ. Ун чухне хулари ҫичӗ аптекӑна тӗрӗсленӗ. Аптекӑсенче чӑнах та фанфурик сутнине тупса палӑртнӑ. Эгер бульварӗнчи «Будь здоров», И.Яковлев проспектӗнчи «Твоя аптека», Эгер бульварӗнчи «СФК», Хусанкай урамӗнчи аптека пунктӗнче, Декабристсен урамӗнчи «Твоя аптека» аптекӑсенче «90 процентлӑ асептолин» сутнӑ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче аптекӑсенче вӑхӑтлӑха фанфурик сутма чарнӑ. Каярахпа ку чарӑва икӗ хутчен тӑснӑ. Унтанпа спиртлӑ шӗвеке сутма ирӗк паман-ха. Анчах хӑш-пӗр аптека ҫакна шута илмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти вулавӑшсен стенисене паллӑ ҫыравҫӑсен тата поэчӗсен портречӗсемпе илемлетӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ социаллӑ тата культура проекчӗсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ, "ART-Libraries" проекта пурнӑҫламашкӑн грант ҫӗнсе илнӗ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн, ҫынсем вулавӑшсемпе кӑсӑкланччӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Паллӑ поэтсемпе ҫыравҫӑсен портречӗсене стена ҫине графитти стилӗпе ӳкерӗҫ. Эппин, хулари вулавӑшсен сӑн-сӑпачӗ улшӑнӗ. Тен, ку ҫамрӑксене вулавӑш тӗнчипе ҫывӑхлатма пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Елена Михайлова тунӑ сӑн Шупашкарти Грасис урамӗнчи общежити ишӗлме тытӑннӑ. Кирпӗч арканма тытӑнсанах вырӑна полици ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Ку общежити кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ. Грасис урамӗнчи 4-мӗш ҫуртӑн кирпӗчӗ ута уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ишӗлнӗ. Вырӑнта ИӖМ, полици, васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пулнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Унта пурӑнакансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре куҫарма палӑртнӑ. Анчах пурне те мар, йӑтӑнса анма пуҫланӑ стена енчисене ҫеҫ. «Озон» управляющи компанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫуртӑн стенине пӗлтӗр ҫирӗплетмелле пулнӑ. Анчах конкурс хӗлле иртнӗ, ҫавна май юсава куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен урамӗнче вырнаҫнӑ вулавӑша арҫын ачана питӗрсе лартнӑ. Кӑштахран шкул ачи пӑлханма пуҫланӑ. Ара, пулӑшу ыйтмасан вулавӑшра ирчченех ларма тивӗ-ҫке-ха. 9 ҫулти арҫын ачан чӳречене уҫса пулӑшу ыйтма тытӑннӑ. Иртен-ҫӳрен ӑна илтсе полици чӗннӗ. 25–30 минутран йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ, унтан вулавӑш ӗҫченӗсем килнӗ. Ача каланӑ тӑрӑх, вӑл вулавӑшра туалета кайнӑ. Унтан тухсан никам та ҫуккине курнӑ, вулавӑш хупӑннине ӑнланнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ Наталья Гусева ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ача хӑй пытаннӑ. Вӗсем алӑка питӗрес умӗн пур пӳлӗме те тӗрӗсленӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, арҫын ача вулавӑша кӗнеке илме мар, туалета кӗме пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинчи Ленин район прокуратуринчен Гагарин урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри ҫӑхавпа ҫитнӗ. Вӑл хӑйсен ҫуртӗнче вырнаҫнӑ атӑ-пушмак лавкки шавлать тесе евитленӗ. Атӑ-пушмак сутакансен ӗҫне прокуратура тӗрӗсленӗ. Чӑн та, лавкка нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен сывлӑхне сиен кӳрет иккен. Сасӑпа хӑйсен таварне рекламӑланипе ҫуртрисене канӑҫсӑрлантарни пирки унтисем маларах та шалӑп ҫырнӑ. Ун чухне усламҫӑна Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн ӗҫченӗсем апла хӑтланма юраманнине асӑрхаттарнӑ-ха. Анчах пӗр хӑлхаран кӗрсе тепринчен тухса кайнӑ пулинех: хальхинче прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хутсене Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухса усламҫӑна явап тыттарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |