Хулара
Ваттисен кунӗнче ваттисем валли хӑйне евер парне пулӗ ку. 60 ҫултан иртнӗ ҫынсен ҫӳҫе тӳлевсӗр е йӳнӗрех хакпа кастарма май пулӗ. Николаев урамӗнчи «Овация» тата Декабристсен урамӗнчи «Диана» парикмахерскисем ваттисене хапӑлласах йышӑнӗҫ. Унта аван уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче тата юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тӳлевсӗр ҫӳҫ касӗҫ. Маларах ҫырӑнас тесен ҫак номерпе шӑнкӑравламалла: 63-39-36. Ку кӑна мар. Хулари хӑш-пӗр парикмахерски пенсионерсене йӳнӗ хакпа – 100 тенкӗпе – ҫӳҫ касать. Ку акци авӑн уйӑхӗн 29-30-мӗшӗсенче пулӗ. Ваттисен ӳсӗмне ӗнентерекен документ кӑтартмалла. Каласа хӑвармалла: пенсионерсен ҫӳҫне «Облик» вӗренӳ центрӗнче ӑс пухакан ӑстасем касӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарта ӑшӑ пама тытӑннӑ, кун пирки тӗп хула администрацийӗ хӑйӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑпа централизациленӗ майпа тивӗҫтерекен тытӑмран кун вӗҫленнӗ тӗле 63 ача пахчине, 38 шкула, хушма пӗлӳ паракан 3 учреждение ӑшӑ панӑ. Эрне вӗҫӗччен хулари мӗн пур вӗренӳ учрежденийӗнчех ӑшӑ пулӗ — ачасем текех урокра перчеткепе лармӗҫ. «Чи малтан медицина, ачасен шкулчченхи учрежденийӗсене, вӗренӳ организацийӗсене ӑшӑпа тивӗҫтерӗпӗр, унтан нумай хваттерлӗ пурӑнмалли ҫуртсене, чи юлашкинчен вара общество ҫурчӗсене ӑшӑ парӑпӑр», – ҫырнӑ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ йышӑнура. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкарти хӑш-пӗр учреждение те ырлӑх ҫитнӗ. Унти 22 садикре, 1 шкулта тата 1 спорт учрежденийӗнче пӑрӑхсем алла шӑнтмаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта каллех сирена янӑрӗ. Планпа килӗшӳллӗн халӑха пӗлтермелли автоматизациленӗ тытӑма тӗрӗслӗҫ. Ку вӗренӳ тревоги кӑна пулӗ. Ӑна граждан оборонин тренировкипе килӗшӳллӗн ирттерӗҫ. Ҫав кун урамри громкоговорительсем, радиотрансляци сечӗсем, электросирена, управлени линийӗ, телевидени, передатчиксен тата радио станцийӗсен перехват хатӗр-хӗтӗрӗ мӗнле ӗҫленине тӗрӗслӗҫ. Сӑмах май, юпа уйӑхӗн 4-6-мӗшӗсенче вӗренӳ тренировкине Раҫҫейри мӗнпур регионта ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Умка» фонд сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти чӗрчунсен хӳтӗлевҫисене килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсемпе кушаксене усрамалли пункт мӗнле ӗҫлени килӗшмест. Ҫавна май хастарсем ЧР прокурорӗ Василий Пословский ячӗпе петици ҫырнӑ. Унта «Забота» (чӑв. Тимлев) тулли мар яваплӑ обществӑпа, чӗрчунсене вӑхӑтлӑх усракан пунктпа, килӗшӗве маларах пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Нимеҫӗсем (волонтерсем) каланӑ тӑрӑх, чӗрчунсем пунктран ҫӗртмен варринче ҫухалма пуҫланӑ. Ун чухне ӑна Вероника Култакова ертсе пыма тытӑннӑ. Хальлӗхе 30 ытла йытӑ ҫухалнӑ. Петицире палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене ҫитермеҫҫӗ, сиплемеҫҫӗ тата вӗсем валли хуҫа шырамаҫҫӗ. Пунктра хӑйсен вилӗмӗпе вилмен йытӑсемпе кушаксене тупма пуҫланӑ. Ку ыйтӑва авӑнӑн 20-мӗшӗнче Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн комисси ларӑвӗнче те ҫӗкленӗ. «Заботӑна» ӗҫ ушкӑнӗ, унта должноҫри ҫынсем тата депутатсем кӗрӗҫ, тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче парк мӗн ятлӑ пулӗ? Ун валли ят шыраса ятарласа сасӑлав ирттернӗ. Онлайн-сасӑлав авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Финала вунӑ ят тухнӑ: Раҫҫейри ҫамрӑк патриотсен паркӗ, «Шупашкар» канупа культура паркӗ, Кадет рашчи, Кадетсен аллейи, «Патриот» парк, Шупашкарти кадетсен паркӗ, «Чӗрӗлӳ» парк, Ҫамрӑксен паркӗ (Парк молодежи), Ҫамрӑксен паркӗ (Молодежный парк), Ҫемье паркӗ. Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ. «Кадетсен рашчи» ят чи нумай сасӑ пухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – «Шупашкар» канупа культура паркӗ, виҫҫӗмӗш вырӑнта – Кадетсен аллейи. Ҫапла парк Кадетсен рашчи пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара 500 ҫул кану паркӗнчи тавралӑхпа киленмелли кӑшӑл хула ҫыннисемпе хӑнисене ӗнертенпе ҫӗнӗ сӑнпа кӗтсе илӗ. Кӑшӑла техника тӗрӗслевӗ витӗр кӑлариччен ӑна ҫутатмалла тунӑ. Шупашкар хули Мускав район администрацийӗн сайтӗнче халӗ вӑл 16 миллион тӗспе вылянине ӗнентереҫҫӗ. Ҫынсене лармалли кабинӑсене те улӑштарнӑ, электродвигатель те ҫӗнни, аттракциона тытса тӑракан хатӗрсене ылмаштарнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла ярӑнмалли кӑшӑла ӗҫлеттерсе янӑ. 2779 модультен тӑракан, кашнине 12 тӗслӗ ҫутӑ диочӗ вырнаҫтарнӑ аттаракциона каҫхине ҫутатса пӑхнӑ. Халӗ вӑл — ачасемпе ҫамрӑксене, аслисемпе ваттисене ярӑнмалли вырӑн ҫеҫ мар. Хулана илем кӳрекен кӑшӑл тесе те ҫирӗплетсех калама пулать. Каҫхине вӑл уйрӑмах илемлӗн курӑнса ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӳллӗ ҫуртӑн макечӗ. Шупашкар архитекторӗсем хулари Карл Маркс урамӗнчи Суту-илӳ ҫуртне хирӗҫле лаптӑкра 26 хутлӑ ҫурт тӑвассине хирӗҫленӗ. Кун пирки вӗсем ӗнер, аван уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, хула строительстви енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗнче каланӑ. Ҫӳллӗ ҫуртӑн строительствин проекчӗн докуменчӗсемпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ лаптӑкра нумай функциллӗ ҫурт хӑпартмалла. Аялти хучӗсенче халӑха пулӑшу паракан предприятисем, темиҫе сийлӗ парковка, чи ҫӳлти хутра ресторан, ытти вара пурӑнмалли хваттерсем пулмалла. Анчах, архитекторсен шухӑшӗпе, кунашкал ҫурт хӑпартма ирӗклӗ вырӑн сахал, мӗншӗн тесен вӑл культура палӑкӗсен хӳтӗлев зонине те йышӑнма пултарать. Апла пулин те Евгений Тертышный тата Станислав Удяков архитекторсем строительствӑна хирӗҫ мар. Хула варринче пурӑнмалли ҫурт сахаллине, ҫавна май каҫсерен кунта ҫын сахал ҫӳренине палӑртнӑ вӗсем. Ку шухӑшпа Альфред Ибрагимов, Владимир Филатов, Александр Шевлягин и Елена Алипова архитекторсем пач килӗшмеҫҫӗ. «Ҫак ҫуртӑн Шалти ӗҫсен министерствин 14 хутлӑ ҫӗнӗ ҫуртӗнчен ҫӳллӗрех пулмалла мар», — хытарсах каланӑ вӗсем. Хула администрацийӗн архитектурӑпа хула тӑвас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку строительство тӗлӗшпе татӑклӑ йышӑнӑва архитекторсем хула тӳри-шарипе пӗрле ирттернӗ канашра тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Иоаким Максимов-Кошкинский. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче хулари урам, тӳрем, чарӑнусен, ҫуртсен ячӗсене паракан, улӑштаракан комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑваш театрӗн тата «Чӑвашкино» йӗркелӳҫине Иоаким Максимов-Кошкинские тата унӑн мӑшӑрне, чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна манма юраманнине палӑртнӑ. Муркаш районӗнчи Исетерккӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫапӑҫнӑ пӗртӑван Алексеевсен ятне Шупашкарти пӗр-пӗр ҫарпа патриот объекчӗн ятне пама йышӑннӑ. Унсӑр пуҫне тӗп хулари икӗ чарӑнӑвӑн ятне улӑштарма, пӗр микрорайона ят пама калаҫса татӑлнӑ. Малашне «Пир-авӑр комбиначӗ» «Кнутиха» ятлӑ пулӗ. «Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗ» чарӑнӑвӑн ятне те терӗсрех ҫырӗҫ: «Пукрав-Татиана соборӗ». Суту-илӳ ярмӑркки хыҫӗнчи микрорайонӑн ячӗ ҫукчӗ, Гладков микрорайонӗ тетчӗҫ ӑна халӑхра. Анчах унта пӗр урам кӑна мар, ҫавӑнпа ят шыранӑ. Комисси членӗсем ӑна малашне «Лакрей микрорайонӗ» теме сӗннӗ. Сӑлтавӗ те паллӑ ӗнтӗ: юнашарах Лакрей вӑрманӗ кашласа ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти темиҫе учреждение йӗрке хуралҫисем пӗр харӑс пырса кӗни паллӑ. Кун пек сисчӗвленнин сӑлтавне официаллӑ органсем пӗлтернине хальлӗхе курмарӑмӑр. «ПроГород» кӑларӑм пӗлтернине ӗненсен, йӗрке хуралҫисем ҫавӑрса илнӗ учрежденисенче полицейскисем, васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсем, Инкеклӗ лару-тӑру министерствин специалисчӗсем тӑрӑшаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, й темиҫе учреждение мина хунӑ сӑмах йӗрке хуралҫисене ирхи 11 сехетре ҫитнӗ имӗш. Мина хунӑ тенисен шутӗнче «Дом торговли», «Звездный», «Рябинка», «Шупашкар», «Лидер» тата «Восточный» суту-илӳ ҫурчӗсене асӑннӑ. Тет хыҫҫӑн кайсан Шупашкар хула администрацийӗнчен, «Эльбрус» бизнес-центртан, «Раҫҫей», «Атӑл» тата «Чӑваш Ен» хана ҫурчӗсенчен ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта Владимир храмӗн турӑш лавккине ҫамрӑксем ҫаратнӑ. Полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ик ҫамрӑк турӑш лавккине кӗнӗ те кӗлӗ саккас панӑ. Каччӑсенчен пӗри сутуҫӑпа калаҫнӑ вӑхӑтра тепри сентре ҫинчи ешчӗке йӑтса кайнӑ. Унта вара халӑх пухнӑ укҫа пулнӑ. Пӗтӗмпе – 800 тенкӗ. Сутуҫӑ ҫакна асӑрхасан полицие пӗлтермелли пускӑча пуснӑ. Ҫав вӑхӑтра чиркӳ старости тухнӑ, каччӑсем хыҫҫӑн чупнӑ. Пӗрне тытса чарма май килнӗ. Теприне, 17 ҫултине, тепӗр кунхине ярса илнӗ. Вӑл курупкана ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ. Ҫав ҫамрӑксем профилактика шутӗнче тӑраҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |