Хулара
Журналистсен скверӗ Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакансем Журналистсен скверне улӑштарас ыйтупа халӑх итлевне пуҫтарӑннӑ. «Чӑвашгражданпроект» акционерсен обществи сквера сукмаксемпе пуянлатасшӑн. Ҫутӑ хунарӗсем вырнаҫтармалла, кану вырӑнне лайӑхлатмалла: шыв ӗҫмелли фонтан, биотуалет, юмахри сӑнарсене лартмалла. Йытӑ уҫӑлтарса ҫӳреме уйрӑм вырӑн йӗркелемелле. Скверта тренажерсем пуртан ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем вӗҫӗмех тухаҫҫӗ. Вӗсем вӑл вырӑнта пӗчӗккисем валли тренажерсем ҫук тенӗ. Ятне кура скверта журналист ӗҫне кӑтартакан элем кирлине сӗнекен те пулнӑ. Ачасем валли сцена тумалла тенӗ. Хулари пуҫлӑхсем тата халӑх итлевне хутшӑннисем скверти йывӑҫсене упраса хӑварма сӗннӗ. Вӗсен шучӗпе паркра симӗс зона кирлех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пӗр усламҫӑ банкран тухнӑ кӑна – ӑна такамсем ҫаратнӑ. Ҫынсем курнине ӗненес тӗк, арҫынна икӗ палламан ҫын пуҫӗнчен темӗнпе ҫапнӑ та аллинчи сумкине йӑтса тарнӑ. Сумкӑра вара укҫа сахал мар пулнӑ – миллионӗ-миллионӗпех. Ку пӑтӑрмах Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 14 сехетре пулнӑ. Вӑрӑсем ҫуртсен картишне тарса ҫухалнӑ. Кӑштахран вырӑна полици ҫитнӗ, ыйтса пӗлме пуҫланӑ. Вӑрӑсене тупас тесе полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Шар курнӑ арҫын услам ӗҫӗпе аппаланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнине, вӑл унти тасамарлӑхпа кӑмӑлсӑрланнине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Кун хыҫҫӑн тӳре-шара чӑннипех те шикленнӗ пулмалла – шӑматкунлӑха тухнӑ. Экологи шӑматкунлӑхне 160 ҫынна яхӑн хутшӑннӑ, пӗтӗмпе Атӑл хӗрринче 80 яхӑн михӗ ҫӳп-ҫап пуҫтарнӑ. Шӑматкунлӑхра пластик кӗленчесене, пӗр хутчен усӑ курмалли сапӑт-сапана пуҫтарнӑ. Кунсӑр пуҫне ӳссе кайнӑ курӑка ҫулса тиесе тухнӑ. Сӳтсе пӑрахнӑ сценӑран тухнӑ хӑма татӑкӗсене икӗ камаз илсе тухнӑ. Ҫитес шӑматкунлӑха ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 15 сехетре ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан Кирилл ури ҫине татуировка тунӑ. Унта вӑл Алексей Навальныйӗн портретне ӳкерттернӗ. Кирилл — волонтер. Семен Кочкин Твиттерта ҫак сӑнӳкерчӗке пост тунӑ. Навальныйӗн пичӗ тӑррине тӗнче тетелӗнче анлӑ сарӑлнӑ сӑмаха ҫырнӑ: «Так, …!». «Пирӗн волонтер кунта тату тунӑ» тесе ҫырнӑ Семен. «Сулахай ура ҫинчи татуна мана ирхи 5 сехетре тус турӗ. Ку — политика мар, искусство ҫеҫ», — тенӗ Кирилл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Шанхай» текен микрорайонти ҫынсене хӑйсен ҫурчӗсенчен хваттерсене куҫарасси унчченех пуҫланнӑччӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫуррисем хыҫҫӑн, 60-70-мӗш ҫулӗсенче, ҫырма-ҫатрара туса лартнӑ бараксем вырӑнне вӑхӑт иртнӗҫемӗн теприсем илемлӗ ҫуртсемех хӑпартса лартнӑ. Бараксем вырнаҫнӑ территорире строительство организацийӗсенчен пӗри унта нумай хваттерлӗ ҫуртсем хӑпартма пуҫларӗ. Ун хыҫҫӑн ҫынсене хваттерсене куҫарма пуҫларӗҫ. Бараксенчисене ҫӗнӗ ҫӗре куҫарса пӗтерсен нумай хваттерлӗ ҫуртсене хӑпартакан компани пушаннӑ лаптӑкра строительствӑн 2–мӗш тапхӑрне пуҫласшӑн тесе пӗлтернӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн телекуравӗпе радио компанийӗн журналисчӗсем. Хӑшӗсем ҫӗнӗ ҫӗре пӗрех куҫма килӗшмен. Вӗсене газ, асфальт ҫул ҫукки, урамсем хӗсӗкки, пӳртсем ҫумма-ҫумӑн вырнаҫни те урӑх ҫӗре куҫма ӳкӗте кӗртеймен. Ҫавсем строительство компанийӗ сӗнекен хваттер лаптӑкӗ пӗчӗк тесе кутӑнлашнӑ. Строительсем ҫынсене компенсаци илме те сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ЧР прокуратури Чӑваш Енри Патшалӑх ветеринари службине Ҫӗнӗ Шупашкарти ветеринари клиникине тӗрӗслеме ирӗк панӑ. Тӗрӗслев плана кӗртменни пулӗ. Ветклиникӑна мӗншӗн тӗрӗслесшӗн-ха? Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрӗн йыттине япӑх пулса кайнӑ. Хайхискер хам-хама ҫав клиникӑна илсе кайнӑ. Унта тӑватӑ ураллӑ туса укол тунӑ, ӑна сӑвӑс ҫыртнӑ тесе палӑртнӑ. Анчах киле ҫитсен пӗр сехет иртнӗ кӑна — йытӑ вилсе кайнӑ. Ахӑртнех, кунта «Фауна» ветклиника пирки сӑмах пырать. Утӑ уйӑхӗн варринче те ун тӗлӗшпе ҫӑхав пулнӑ. Хальхинче те хӗр процедурӑшӑн укҫа сахал мар тӳленӗ. Анчах йытӑ чӗрӗлес вырӑнне вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Ене Ӗренпуртан делегаци килнӗ. Вӗсене ҫынсене троллейбуспа илсе ҫӳрес ӗҫ кӑсӑклантарнӑ. Шупашкарта Ӗренпур хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Чи малтанах вӗсем троллейбус управленийӗ мӗнле ӗҫленипе паллашнӑ. Хӑнасене диспетчерсен ӗҫӗпе паллаштарнӑ, карточкӑпа тӳлесе билет илес тытӑм пирки те каласа кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех хӑнасене пассажир транспорчӗн ӗҫӗ-хӗлӗн онлайн-мониторингӗпе паллаштарнӑ. Ӗренпуртан килнӗ делегацие Шупашкарти троллейбус управленийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ чӑннипех те тӗлӗнтернӗ: 50 ҫул ӗҫлесе те предприяти каялла чакман имӗш, троллейбуссем чиперех ҫӳреҫҫӗ. Хӑнасем кунти опытпа хӑйсем патӗнче усӑ курассине пӗлтернӗ. Сӑмах май, Ӗренпурта 6 маршрут ӗҫлет. Пирӗн патра вара — 18. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Хулара
Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ хуласенчен пирӗн Шупашкар уйрӑм вырӑн йышӑнать. «Хӑш хула хитререх?» тесен, паллах, кашни хӑйӗн хули пирки хурав парӗ. Ҫавӑнпа та эпир Шупашкара вӑл енчен пӑхмӑпӑр. Ҫавах та Чӑваш Республикин тӗп хули пулнӑ май унӑн хӑйнеевӗрлӗхӗ палӑратех. Кӑна ман пата ытти хуласенчен килнӗ хӑнасем те сахал мар асӑрханӑччӗ. Пире, кунта пурӑнакансене, тен, хӑш-пӗр япаласем сисӗнмеҫҫӗ те пуль, анчах аякран килнисем вӗсене хӑвӑрт кураҫҫӗ. Сӑмахӑм Шупашкарти картасем пирки пырать. Ытти хуласенче те вӗсем хитре-ха, анчах пирӗннисенче чӑваш эрешӗсем пурри ҫакӑ хӑнасене тӳрех кӑсӑклантарса ярать — пирӗн картасене ӳкерсе илнине хам куҫпа сахал мар курса. Ҫакна шута илсе Шупашкарти картасен пуххине хатӗрлес терӗм. Чи малтанах статья ятне «Шупашкарти чи илемлӗ 10 карта» тесе ят парас тенӗччӗ, унта вара вунӑ картана суйласа 1–10-мӗш вырӑн парса тухасшӑнччӗ. Анчах ӗнер, ҫак картасене ӳкерсе ҫӳренӗ май, вуннӑшне кӑна кӑтартни ҫителӗксӗр пуль терӗм. |
Хулара
Шупашкар хулинчи Калинин районӗнче Вселенная ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ӑна ҫавнашкал ятпа регистрациленӗ. ЗАГС ӗҫченӗсем унашкал тӗслӗхпе пӗрремӗш хутчен тӗл пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана ахальтен ҫапла ят хума шухӑшламан. Асламӑшӗн амӑшне ҫапла чӗннӗ-мӗн. Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче Сильва, Цветана, Моника, Теона, Найля, Доминика, Яким, Ян, Фидан, Лука тӗл пулаҫҫӗ. Анлӑ сарӑлнисен хушшинче вара Анна, Анастасия, Дарья, Мария, Ксения, Михаил, Александра, Кирилл, Иван, Никита пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Сутуҫӑ-хӗрарӑм палӑкӗ Шупашкарти Колхоз пасарӗ умне сутуҫӑ-хӗрарӑм палӑкне вырнаҫтарнӑ. Палӑк сӑнӳкерчӗкне Фейсбукра Александр Моисеев ятлӑ ҫын вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сутуҫӑ тӗреклӗ, вӑл пукан ҫине ларнӑ та хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине стаканпа сутса ларать. Тимӗртен шӑратса тунӑ палӑка халӑх сечӗнчисем ырласа йышӑнманни сисӗнет. Пӗрисем хӑрушӑ хаклавпах ҫырлахнӑ пулсан теприсем хӗрарӑм-палӑк кӑкӑрне те тиркесе пӗтернӗ: «Мӗншӗн вӑл лапчӑк?» — теҫҫӗ ун йышшисем. Виҫҫӗмӗшӗ тата вӑл палӑкпа ачасене хӑратма пулать тесе шухӑшлать. Зоя Яковлева режиссер чӑваш сӗмӗ ҫуккине асӑрханӑ. Рита Кириллова журналист комментарисенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм-сутуҫӑ палӑкӗ Минскра пулнӑ, Шупашкарти унӑн копийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |