Хулара
Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 72 ҫул ҫитет. Ҫӗнтерӳ кунне пирӗн республикӑра та анлӑ паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Уяв умӗн вӑрҫӑ ветеранӗсене 500-шер тенкӗ парӗҫ. Паянхи кун тӗлне Шупашкарта 5078 ветеран тата ветеран ятне илнӗ ҫын пурӑнать. Вӗсене пурне те 500 тенкӗ парӗҫ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен пӗтӗмпе 1,9 миллион тенкӗ ытла тӑкаклама палӑртнӑ. Сӑмах май, кунашкал тӳлеве 2006 ҫултанпа параҫҫӗ. Пӗлтӗр Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеренӗсене 500 тенкӗ тӳлесе пӗтӗмпе 2,5 миллион тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ун чухне ку тӳлеве 4669 ҫын (ҫӑлкуҫри цифрӑсем ҫакнашкал) тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Кун пирки ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтерет. Ку монумента уҫасси пирки тахҫанах, 2013 ҫулта, шухӑшланӑ. 2014 ҫулта пултарулӑх конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ. Укҫа-тенкӗ пухса пӗтерсен монумента тума тытӑннӑ. Палӑка кӑҫал ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Ӑна шӑпах Раҫҫейри пушар хуралӗн кунӗ умӗн савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Унта Пӗтӗм Раҫҫейри пушар обществин хастарӗсем, пушар хуралӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсем, кадетсем, хӑнасем хутшӑннӑ. Чи малтан пурне те ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин саламланӑ. Палӑк арка евӗр. Тӑрринче – Турӑ Амӑшӗн турӑшӗ. Монумента Шупашкарти 4-мӗш пушарпа ҫӑлава чаҫӗ умне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта санитарипе экологи уйлӑхӗ пырать. Паян хулари мӗнпур районта шӑматкунлӑха тухнӑ. Паян «Шупашкар ращине», «Юманлӑх ращине», Обиково вӑрманне, «Гузовски ращи», «Берендей вӑрманӗ», парксене «Хевешски» ҫӑлкуҫа, Чапаев скверне тата ытти парка ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. «Раща Шупашкар» парка тасатма ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та тухнӑ. Пӗтӗмпе шӑматкунлӑха 230 ытла ҫын хутшӑннӑ. Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче 4 сехетре 500 ытла михӗ ҫӳп-ҫап пухнӑ. Юлашкинчен Михаил Игнатьевпа Алексей Ладыков пурне те тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта «Республика символӗсем – халӑх символӗсем» флешмоб иртнӗ. Ӑна патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалланӑ. Паян Анне палӑкӗ умӗнче халӑх йышлӑн пухӑннӑ. Унта килнисем Чӑваш Республикин гимнӗ янӑранӑ хушӑра хӗрлӗ хут тытса Патшалӑх гербӗнчи элемента – «Пурнӑҫ йывӑҫне» - сӑнарланӑ. Акцие кӑмӑл пуррисем пурте хутшӑннӑ. Унта шкул ачисем, студентсем, культура учрежденийӗн ӗҫченӗсем, вӗренӳ, спорт тытӑмӗнче тӑрӑшакансем тата иртен-ҫӳрен пынӑ. Пӗтӗмпе 1000 ытла ҫын пухӑннӑ. Акци пуҫланас умӗн палӑк умӗнчи лапамра концерт иртнӗ. Унта хулари пултарулӑх ушкӑнӗсем хатшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ыран, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче» Шупашкарта «Ҫӗнтерӳ тирекне», пурнӑҫ палли пулса тӑнӑскере, лартӗҫ. Йывӑҫ «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче ӳсӗ. Мероприяти 9 сехет ҫурӑра пуҫланӗ. Унта хисеплӗ хӑнана, Сталинград ҫапӑҫӑвне хутшӑннӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине ветеранне, танкиста Алексей Алексеевич Яковлева чӗннӗ. Аса илтерер: Сталинградри тирек вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те пӗтмен, ҫавна май вӑл пурнӑҫ палли пулса тӑнӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, йывӑҫ 100 ҫула яхӑн ӳсет. Унӑн хунавӗсене ӗрчетнӗ, халӗ вӗсем 2 метр ҫӳллӗш ӗнтӗ. Хунавсене Раҫҫейри тӗрлӗ регионта лартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫ коллективӗсем, общество тата ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсем колоннӑпа утӗҫ. Вӗсем кӳлмек еннелле утнӑ чухне кӗвӗ янӑрӗ. Вӑл Чапаев скверӗнче 10 сехетре пуҫланать. Хӗрлӗ тӳремре вӗсене театрланӑ представленипе кӗтсе илӗҫ. Уяв программи кунӗпех тӑсӑлӗ. Урамра интерактивлӑ лапамсем, театрсем ӗҫлӗҫ. Каҫхине вара Хӗрлӗ тӳремре концерт иртӗ. Унта РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ Денис Майданов хутшӑнать. «Я возвращаюсь домой» (чӑв. Эпӗ киле таврӑнатӑп) ятлӑ концерт программи 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна тӳлевсӗрех курма пулать. Кӑҫал уявра салют яма та палӑртнӑ. Вӑл миҫере пуласси хальлӗхе паллӑ-мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян ҫынсем 32-мӗш маршрутка ҫинче ПТК (Пӗрлехи транспорт карти) карттине йышӑнманни пирки ҫырнине курнӑ. Кунашкал ҫырнине 41-мӗш маршрут ҫинче те асӑрханӑ. Икӗ маршрута та 2-мӗш ЧПАП пӑхса тӑрать. Анчах унта ку ыйтупа нимӗнле комментари те паман. Ҫавӑн пекех ҫынсем 41-мӗш маршруткӑна 20 минут кӗтсе тӑнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Аса илтерер: ку таранччен 49-мӗш тата 51-мӗш маршрутсемсӗр пуҫне пурте ПТК карттине йышӑннӑ. Ку хатӗре вӗсем 36 пин тенкӗпе туяннӑ. Водительсем те кӑмӑлсӑр: ПТК урлӑ куҫарнӑ укҫа вӗсем патне пӗр уйӑхран ҫеҫ ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасшӑн. Пассажирсене хальхи вӑхӑтра турттаракансенчен ҫиччӗшӗн ҫу уйӑхӗнче килӗшӳ вӑхӑчӗ вӗҫленет. Ун хыҫҫӑн вӗсен вӑхӑтне тӑсмасан та пултарассине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 60, 60К, 48, 49, 51, 56, 59 маршруткӑсем пирки пырать. Маршруткӑсем сахалтарах пулсан пассажирсем троллейбуспа ытларах ҫӳреме пуҫласса шанаҫҫӗ. Троллейбус управленийӗнче лару-тӑру ҫӑмӑл маррине шута илсен маршруткӑсене сирсе хӑварни муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине усӑ кӳме пултарать. «За рулем» портал 49-мӗш маршуртпа ӗҫленӗ Валерий Захаров усламҫӑ пирки аса илтерет. Хула пуҫлӑхӗсем унпа пӗрлехи транспорт карттипе ЕТКпа ӗҫлеме килӗшменшӗн килӗшӗве татнӑ. Ҫакӑнпа килӗшмесӗр лешӗ суда панӑ. Ӗҫе ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти тӳре-шара ҫӗнӗ троллейбус рейсӗсем ярасшӑн. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ку ыйтӑва паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ирттернӗ планеркӑра ҫӗкленӗ. «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» унитари предприятине кризислӑ лару-тӑруран кӑларас ыйтӑва пӑхса тухнӑ май ҫӗнӗ рейссем пирки те калаҫнӑ. Тӳре-шаран шухӑшӗпе, ӑна пулӑшмаллах. Йывӑр лару-тӑруран тухмалли мел сӗннӗ – ҫӗнӗ рейссене хута ямалла. Троллейбуссене «Садовый» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсене ҫӳремелле тӑвасшӑн. Ҫав вӑхӑтрах тӳре-шара коммерци маршручӗсене чакарма сӗнет, вӗсен пассажирсене илсе ҫӳремелли килӗшӳ срокран тухса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫул-йӗр инспекторӗсем Ака уйӑхӗн вӗҫӗнчи кӗтмен-туман ҫӗртен йӑтӑнса аннӑ асар-писер ҫил-тӑман ҫуллахи шинӑсем ҫине куҫнӑ водительсемшӗн уйрӑмах кӗтменлӗх пулчӗ. Шупашкарта паян ирпе кӑна 30 ытла автомобиль пысӑках мар инкеке лекнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн управленийӗ пӗлтерет. Ҫуллахи резинӑллӑ автомобилистсене ҫавна кура ҫула тухассинчен тытӑнса тӑма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар урамӗнче юр ӑшне путнӑ машинӑсене ҫул-йӗр инспекторӗсем те тӗксе пулӑшнӑ. Йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнисене вӗсем ӳркенмесӗрех пулӑшнӑ. Пакунлисене ырӑ кӑмӑллӑхшӑн водительсем те, иртен-ҫӳрен те тав тӑвать. Сӑмах май, паян Шупашкар урамӗпе пӗри Хӗл Мучи тумне тӑхӑнса утнӑ. «Раштавӑн 20-мӗшӗ пуль терӗм те», — шӳтлесе калаҫнӑ вӑл хӑйӗнпе сӑмахлакан ҫынпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |