Хулара
Вандалсем «вӑраннӑ». Шупашкарта каллех вӗсен киревсӗр ӗҫне тупса палӑртнӑ. Геннадий Айхи проспектӗнчи «Аникеево» чарӑнӑвӑн павильонне вӗсем сӑнсӑрлатнӑ. Унти кантӑка ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Чарӑну павильонне ҫитес вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑна Шупашкарти общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнчи 5 павильонра 18 кантӑк ҫӗмӗрнӗ. Вандалсем ҫапла майпа пӗтӗмӗшле 135 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Павильонсен ҫӗмрӗк кантӑкӗсем вырӑнне ҫӗмӗрме йывӑр оргкантӑк лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта «Эпир – пӗрле!» митинг-концерт пулать. Ку мероприятие Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗренпе 3 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Кунпа ҫыхӑннӑ мероприятисем Раҫҫейӗпех иртӗҫ. Шупашкарта Республика лапамӗнче митинг йӗркелӗҫ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарӗҫ. Халӑх умне пултарулӑх ушкӑнӗсем тухӗҫ. Палӑртмалла: Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх шухӑшне тӗпчекен центр ирттернӗ ыйтӑм паянхи кун Раҫҫейпе Крым пӗрлешнине респондентсен 97 проценчӗ ырланине кӑтартнӑ. Вӗсенчен 78 проценчӗ ҫакӑ лайӑх витӗм кӳнине каланӑ респондентсен 89 проценчӗ Раҫҫейпе пӗрлешни Крым ҫыннисемшӗн лайӑх пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине панкрута кӑларасшӑн. Ӗҫе вӗҫне ҫитерессипе ҫитермесси пирки татса калама хӗн, анчах тавӑҫӗ судра выртни паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине панкрута кӑларма ыйтса Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗ тухнӑ. Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланакан организаци вӗсен умӗнче самай парӑма кӗрсе кайнӑ. Налук тӳлейменнине кура ФНС Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Арбитраж судне налукҫӑсенчен тавӑҫ пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫитнӗ. Тавлашуллӑ ыйтӑва хӑҫан пӑхса тухасси хальлӗхе паллӑ мар. Предприяти муниципалитетӑн шутланать те, парӑма татас тесе яваплисем, тен, мӗн те пулин шутласа кӑларӗҫ — панкрута кӑларасси патне ҫитермӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр ҫын автобуса травматика пӑшалӗнчен пенӗ. Автобус рейса тухнӑ пулнӑ. Ку кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче 17 сехетре Айхи проспектӗнче пулнӑ. Каччӑ, ҫак кунсенче кӑна 18 ҫул тултарнӑскер, ПАЗ автобуса пенӗ. Полицейскисем ҫийӗнчех вырӑна тухнӑ. Общество транспорчӗн кантӑкӗ ҫинче шӑтӑксем пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, каччӑ травматика пӑшалӗнчен пенӗ. Полицейскисем ҫак ӗҫе кам тума пултарнине тупса палӑртнӑ. Ӑна ҫав вырӑнтан инҫех мар тытса чарнӑ. Ҫамрӑкскер каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа мӗнле инҫӗше пеме пултарассине тӗрӗсленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӗнче тетелӗнчен илнӗ сӑн (ку хыпарпа ҫыхӑнман) РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти хӗре ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспектора хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн. Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗр пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Лешӗ хӑйне хӑй суранлатнӑ та полици чӗннӗ. Хӗре те полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Анчах хайхискере унта килӗшмен. Инспектор ӑна сӑн ӳкернӗ, ыйтусем панӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗр инспектора тапнӑ. Кайран ҫул ҫитменскере следователь патне илсе кайнӑ. Машинӑна лартсан ҫак хӗр ҫаплах лӑпланман. Вӑл инспектора ҫӳҫӗнчен тытса лӑсканӑ, питне чӗрсе пӗтернӗ. Следстви уйрӑмӗ умӗнче вӑл каллех ҫӳҫрен ярса тытнӑ. Халӗ хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ку ӗҫе тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксемпе студентсен XIX фестивалӗн нимеҫӗ центрӗ (волонтер центрӗ) уҫӑлнӑ. Тӗнче шайӗнчи ҫак мероприяти кӑҫал юпа уйӑхӗнче Сочи хулинче иртӗ. Фестивале ирттермешкӗн пин-пин нимеҫӗ (волонтер) кирлӗ пулӗ. Раҫҫейӗпе кунашкал 20 центр ӗҫлӗ. Унта номеҫӗсене хатӗрлӗҫ. Пирӗн республикӑри 500 ытла ҫамрӑк нимеҫӗ пулса Сочие лекме ӗмӗтленнине пӗлтернӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисене суйлӗҫ. Ҫапла майпа Пӗтӗм тӗнчери фестивале Чӑваш Енрен 50 нимеҫӗ кайӗ. Фестивале вара Чӑвашри 125 студент хутшӑнӗ. Сӑмах май, Пӗтӗм тӗнчери фестивале кӑҫал тӗрлӗ ҫӗршыври 20 пин ҫамрӑк килӗ. Унта 5 пин ытла нимеҫӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм суд залӗнче пристава киревсӗр сӑмахсем каласа вӑрҫнӑ, унтан сумкипе ӑна пуҫӗнчен ҫапнӑ. Нумаях пулмасть ҫак хӗрарӑма явап тыттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 42 ҫултискерӗн халӗ хулана тирпей-илем кӗртес тӗлӗшпе ӗҫлеме тивӗ. Ку пӑтӑрмах 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулнӑ. Суд пынӑ чухне хӗрарӑм, ӳсӗрскер, кӑшкӑрашма тытӑннӑ. Пристав ӑна лӑпланма ыйтнӑ. Ку пушшех те урса кайнӑ: хайхискере вӑрҫма пуҫланӑ, сумкипе пуҫӗнчен ҫатлаттарнӑ. Влаҫ представительне хур кӑтартнӑшӑн хӗрарӑмӑн патшалӑха 180 сехет ӗҫлесе татмалла. Пуҫиле ӗҫ тӗлӗшпе приговор вуланӑ: унӑн тепӗр 120 сехет ӗҫлемелле. Суд залӗнче кӑшкӑрашнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Лакрей вӑрманне малашне урӑхла ирттерӗҫ Шупашкарти Лакрей вӑрманне малашне пули-пулми кӗреймӗн. Иртен-ҫӳрене «СкиБарс2» автоматизациленӗ тӳлевпе тӗрӗслев тытӑмӗ урлӑ ирттерме пуҫлӗҫ. Билетсене автоматизациленӗ тытӑм урлӑ сутнине кура кассӑсем аванрах ӗҫлеме пуҫласса, ҫынсене меллӗ пуласса шанаҫҫӗ. Анчах кунпа пӗрлех Шупашкар хула администрацийӗ паркӑн ӗҫне лайӑхрах тӗрӗслесе тӑрас ӗмӗтлине те пытармасть. Лакрей паркне кӗрекенсенчен укҫана аллӑн та илӗҫ, банк картти урлӑ та. Ҫавӑн евӗрлӗ тытӑма халиччен Мускав, Ӗпхӳ, Архангельск, Красноярск, Чӗмпӗр, Чулхула, Сочи, Адлер, Кемӗр, Сургут, Саранск, Ижевск хулисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Шупашкарта унччен Хӗрлӗ лапамри «Колесо обозрения» аттракционта хута янӑ. Лакрей вӑрманӗнчи ҫӗнӗ тытӑм кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен кая юлмасӑр хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ЕТК карточки сутлӑхран ҫухалнӑ. Пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Хӑшӗ-пӗри темиҫе ҫӗре ҫитнӗ — карточка ҫук. Тӗп офисра та тупайман ӑна. «ЕТК» тулли мар яваплӑ обществӑн техника директорӗ Лев Швецов карточка уяв хыҫҫӑн пулассине пӗлтернӗ. Ҫынсем 10–20-шер карточка тӳрех туяннӑ. Ҫавна май пӗр ҫынна мӗн чухлӗ карточка пама юранине палӑртас патне те ҫитнӗ. Ҫынсем нумай туяннӑран Мускаври типографи пичетлесе ӗлкӗреймест. Сӑмах май, «ЕТК» тулли мар яваплӑ общество юлашки икӗ-виҫӗ эрнере 70 пин ытла карточка сутнӑ. Вӑл сутлӑха тухсанах ҫынсем ӑна черет тӑрса илнӗ. Хӑшӗ-пӗри черет пӗтсен ЕТКна лӑпкӑн кайса илме ӗмӗтленнӗ. Анчах ун чухне карточка та юлман ав. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Саккунпа килӗшӳллӗн, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур маршруткӑра карточкӑпа тӳлемелли терминал лартмалла. Анчах Шупашкарти икӗ маршрутпа ҫӳрекен микроавтобуссем ҫакна пурнӑҫламан. Вӗсем — 49-мӗш тата 51-мӗш маршруткӑсем. Ҫакна пула Шупашкар хула администрацийӗ вӗсемпе килӗшӗве пӑрахӑҫласшӑн. Ара, вӗсем саккун йӗркине пӑсаҫҫӗ-ҫке-ха. Карточкӑпа (ЕТКпа) усӑ курса билет туянакансен йышӗ вара юлашки вӑхӑтра ӳснӗ. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан, унпа халӗ 80 процент ытларах усӑ кураҫҫӗ. Ку кӑтарту билета карточкӑпа усӑ курса туянни анлӑ сарӑлса пынине ҫирӗплетет. Эппин, кашни маршруткӑрах терминал пулни халӑхшӑн питӗ меллӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |