Хулара
Паян каҫхине Шупашкарти Гагарин палӑкӗ патӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра икӗ сехет каялла пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, автомобиль Гагарин палӑкӗ ҫине, тата тӗрӗсрех каласан, постамент картлашки ҫине, пырса кӗнӗ. Инкекре ача аманнӑ. Ӑна пульницӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе илсе кайнӑ. Маргарита Красотина ҫырнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ паллӑ мар. «Те ҫынсем ҫине пырса кӗрес темен, те тротуар ҫине кӗрсе кайнӑ», — тесе хыпарланӑ журналистка. Халӑх сетӗнче хӑшӗсем ҫырнӑ тӑрӑх, ҫемье коляскӑпа иртсе пынӑ. Инкекре пӗчӗк ача шар курнӑ. Телее, вӑл вилмен. Хыпар-хӑнара ӗненсен, водителӗн права пулман. Тата тепӗр верси — хӑвӑрт пыракан машина хирӗҫ килекен машинӑран пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар сарӑлать Шупашкар хулинче ҫӗнӗ микрорайон пулмалла. Нумаях пулмасть хулара ку ыйтупа халӑх итлевӗ те иртнӗччӗ. Шупашкар хула варринчи 53,6 гектар ҫӗре межевани ирттерсе унта пурӑнмалли 24 ҫурт, 2 ача пахчи тата шкул тума палӑртнӑ. Ҫӗнӗ микрорайон, тӗпрен илсен, Пирогов урамӗпе, Чебоксарка юханшывпа, Николай Никольский проспекчӗпе, 30-мӗш автоҫулпа чикӗленмелле. Унта сад юлташлӑхӗ кӗрет, «Рассвет», «Электрик», «Дружба» сад юлташлӑхӗсем те кӑштах лекмелле. Пурӑнмалли ҫуртсене сахал хутлӑ тума палӑртаҫҫӗ. Вӗсенче 9,2 пин ытларах ҫын пурӑнӗ. Ача пахчисене 205 тата 250 вырӑнлӑх хӑпартасшӑн, шкула 1040 ача вырнаҫайӗ. Автомашинӑсене лартмалли вырӑн та пӑхса хӑварасшӑн. Калаҫу шайӗнчи проект хӑҫан пурнӑҫа кӗрессине хальлӗхе татса калама йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра икӗ ача пахчи уҫӑлмалла. Тӗп хуламӑрта ҫӗнӗ микрорайонсем ҫӗкленеҫҫӗ, вӗсенче чылай чухне ҫамрӑк ҫемьесем пурӑнаҫҫӗ. Патшалӑх укҫа-тенкӗпе пулӑшнине кура та пула ача ҫуратакансем те халӗ йышлӑ. Вӗсене вара ача пахчисем кирлӗ. Хуласенче ку ыйту уйрӑмах ҫивӗч. Хальхи вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗ социаллӑ инфраструктура обьекчӗсене хӑйсем пурӑнакан ҫурт ҫывӑхӗнче пултарасшӑн. Ҫак шухӑша маларах Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та палӑртнӑччӗ. Шупашкарта кӑҫал тӑватӑ ача пахчи тума пуҫланӑ. Вӗсем Радужнӑй, Садовӑй, Ҫӗнӗ хула, Алькеш поселокӗсенче пулаҫҫӗ. Республикӑн тӗп хулин администрацийӗ вӗсенчен иккӗшне ҫывӑх вӑхӑтра туса пӗтерессине пӗлтерет. Хулари тӳре-шара вӗсене Республика кунӗ тӗлне уҫасшӑн. «Ҫӗнӗ хулари» 160 вырӑнлӑ пулӗ, Садовӑйӗнчи – 240 вырӑнлӑх. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти ача ҫуртӗнче пурӑнакан 14 ҫулти арҫын ача руль умне ларнӑ та аварие ҫакланнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ҪҪХПИн пресс-служби пӗлтерет. Ку авари Шупашкарти Ашмарин урамӗнче пулнӑ. Арҫын ача 11-мӗш ҫурт умӗнчи сак ҫине пырса кӗнӗ. Телее, арҫын ача хӑй суранланман. 14 ҫулти ача ҪҪХПИ ӗҫченӗсене ӑнлантарнӑ тӑрӑх, автомобиль унӑн. Вӑл ӑна, хӑй каланӑ тӑрӑх, унччен мотоциклпа улӑштарнӑ. 14-ри ача руль умне епле ларма пултарнӑ-ха? Халӗ ку лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫӗршыв Президенчӗпе пӗр кунта ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Владимир Путин — ҫӗршывра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене, Алексей Ладыков — Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакансенне те. Путинпа Ладыков пӗр кунта тӳрӗ лини йӗркеленине хула администрацийӗнче ӑнсӑртран пӗр килнӗ тесе ӑнлантарнӑ. «Ҫыхӑнура» порталта ҫырнӑ тӑрӑх, Ладыков ҫынсен ыйтӑвне ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех, хуравлама палӑртса хунӑ. Алексей Ладыков ирхи 10 сехет те 30 минутран пуҫласа 12 сехетчен 23-50-06 номерпе йышӑнӗ. 12 сехетре Владимир Путинӑн тӳрӗ линийӗ пуҫланӗ. Ӑна «Первый», «Россия 1», «Россия 24» телеканалсемпе, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» радиоканалсемпе трансляцилӗҫ. Владимир Путина moskva-putinu.ru сайтра ыйтусем пама пулать е 8-800-200-40-40 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 18 ҫулти каччӑ судра явап тытӗ. Мӗншӗн? Наркотикшӑн. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче ҫамрӑкскер хулари масар ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна пытарнӑ спайса илсе кайнӑ. Пӗтӗмпе – 13 грамм ытла. Наркотике 30 тӗркене тултарнӑ. Кайран хайхискер ҫав спайса 11 вырӑна кайса хунӑ. Каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫав наркотик ӑҫтан килнине тӗпчеҫҫӗ. ____ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раҫҫей геральдисчӗсем сӗнекен Шупашкар гербӗ Раҫҫей патшалӑх геральдика регистрӗн пайташӗсем Шупашкар гербӗ ҫинчен хӑмлана, цифрӑсемпе хула ятне ҫырнине илсе пеме сӗннӗ. Вӗсем имӗш, геральдика йӗркине пӑхӑнмаҫҫӗ, унпа килӗшӳллӗн герб ҫинче цифрӑсем тата ҫырнисем пулмалла мар. Ҫырсан та хӑю ҫинче пӗр-пӗр девиз кӑна пулма пултарать иккен. Ҫак кунсенче Шупашкарта хула гербӗ пирки калаҫма ӗҫлӗ ушкӑн пуҫтарӑннӑ. Унӑн тӗллевӗ — хула 550 ҫул тултарнӑ тӗле Шупашкар гербне геральдика регистрне кӗртесси. Ҫакна тума вара пирӗн тӗп хуламӑрӑн гербӗ ҫинчи йӑнӑшсем ура хураҫҫӗ имӗш. Калаҫакансенчен йышӗнче Герта Белова пулнӑ. Вӑл хӑмла вырӑнне хулкан (выр. щит) тытса тӑракансене вырнаҫтарма сӗннӗ, гербӑн тӗсӗсене те ылмаштарсан аван пулни пирки каланӑ. Ҫӗнӗ герб мӗнлерех пулма пултарассине те илсе кӑтартнӑ вӑл. Шел те, унта чӑвашлӑх сӗмӗ юлманнипе пӗрех. Ҫӳлте виҫӗ кӗтеслӗ ҫӑлтӑрсем пур, анчах вӗсем йӑлт урӑхла, Чӑваш Енӗн гербӗнчи пек мар. Кӑвакалсене кӑвак тӗспе сӑрласа те сарӑ хулкан ҫине вырнаҫтарма сӗннӗ. Ӗҫлӗ ушкӑн хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май хускатнӑ ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухма йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, хальхи Шупашкар гербне Элли Юрьев ӳнерҫӗ хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пӗчӗк улшӑнусем пулӗҫ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ. Ку улшӑнусем общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене пырса тивеҫҫӗ. Малашне хулара «Лакомка» чарӑну пулмӗ. Ҫавӑн пекех «52-мӗш шкул» чарӑнура та транспортсем пассажирсене лартмӗҫ. Анчах ку чарӑнусем пачах пулмӗҫ тенине пӗлтермест. Вӗсен ячӗсене кӑна улӑштарнӑ. «Лакомка» вырӑнне «56-мӗш шкул» пулӗ. «52-мӗш шкул вара «53-мӗш шкул» чарӑну пулса тӑрӗ. Чарӑнусен ятне Калинин район администрацийӗ улӑштарма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫак кунсенче Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркра йӗкӗрешсен уявӗ иртнӗ. Ҫак меропяритие Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑ. Пӗр пек тумланнӑ, пӗр пек сӑнлӑ ачасем паркра чупса ҫӳренӗ. Иртен-ҫӳрен вӗсене курса чӑнах та савӑннӑ. Ашшӗсемпе амӑшӗсем вара пӗр-пӗринпе паллашнӑ. Сцена ҫинче ачасем юрӑсем шӑрантарнӑ, тӗрлӗ хускану тунӑ. Кунашкал тӗлпулӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут йӗркеленӗ. Пӗлтӗр вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ. Унта хутшӑнакансем чылай маларах хатӗрленме пуҫланӑ. Хӑшӗ-пӗри ачасем валли ятарласа ҫи-пуҫ ҫӗлеттернӗ. Тӗнче тетелӗнче йӗкӗрешсен ашшӗ-амӑшӗ ятарлӑ ушкӑн йӗркеленӗ. Ҫапла вӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва татмаҫҫӗ. Унтах ачасене воспитани парас, мӗнле апат ҫитерес ыйтусене сӳтсе яваҫҫӗ. Ушкӑнра – 90 ҫемье. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫын Таиландра каннӑ хыҫҫӑн вар-хырӑм тифӗпе чирленине унччен сайтра пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫак чире пула тӗп хулари пӗр кондитерские хупма палӑртнӑ. 25 ҫулти хӗрарӑм Таиландран ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче таврӑннӑ. Кунта ҫитсенех унӑн вар-хырӑм тифӗн пирвайхи паллисем палӑртма тытӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче тухтӑрсем унӑн чӑннипех те ҫак чир аталаннине палӑртнӑ. Аса илтерер: кунашкал чире пирӗн республикӑра юлашки хутчен 2000 ҫулта тупса палӑртнӑ. Ҫак хӗрарӑм ӗҫлекен предприятие тата пурӑнакан вырӑна дезинфекцилеҫҫӗ. Хӑйне пульница вырттарнӑ. Вӑл хулари пӗр кондитерскире усламҫӑ пек тӑрӑшать. Предприятире санитари нормисене пӑснине палӑртнӑ. Ҫавна май ӑна вӑхӑтлӑха хупасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |