Хулара
Шупашкарти троллейбуссенче тӳлевсӗр Wi-Fi ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Ҫыхӑну сферинче ӗҫлекен компанисенчен пӗри ку енӗпе конкурс выляса илнӗ. Ҫавӑ хулари общество вырӑнӗсенче тата троллейбуссенче вай-фай ҫыхӑнупа тивӗҫтерӗ. Оборудование кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗччен вырнаҫтарма палӑртаҫҫӗ. Официаллӑ майпа ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче хута ярӗҫ. Транспортра вай-фай ҫыхӑну пулсан ҫамрӑксене илӗртессе шаннине тавҫӑрма йывӑр мар. Ку вара хула администрацийӗшӗн те, Шупашкарти троллейбус управленийӗшӗн те меллӗ. Тӗнче тетелне тухмасӑр май ҫук пек туйӑнакан паянхи саманара ку пулӑшу аслӑрах ӑрурисемшӗн те аван. Тӳлевсӗр интернет 1, 4, 20, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссенче пулӗ. Унсӑр пуҫне тӳлевсӗр вай-вай вырӑнӗсене Хӗрлӗ лапамра, А. Николаев паркӗнче тата Лакрей вӑрманӗнче ӗҫлеттерсе ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Cap.ru порталти сӑн ӳкерчӗк Паян Шупашкарта Республика кунӗ кӗрлет. Уяв, паллӑ ӗнтӗ, ытти хӑш-пӗр тӑрӑхра та иртет. Пӑрачкав районӗнче, ав, ҫав ятпа ҫӗнӗ ача пахчи уҫнӑ, йывӑҫран бензин пӑчӑкпа хитре скульптура касса кӑларакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ ӗҫленӗ. Шупашкарта паян 17 сехетре пин сасӑллӑ ача хорӗн сассипе киленме май килнӗ. Тӗп хуламӑрти Атӑл кӳлмекӗ патӗнчи Анне палӑкӗ патӗнче вӗсем валли ятарласа сцена хатӗрленӗ. Аса илтерер, пирӗн республикӑран хора 614 ача хутшӑннӑ. Вӗсенчен 350-шӗ — Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килнӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ хорӗ юрланӑ вӑхӑтра ҫумӑр ҫума пуҫлани те ачасене шиклентереймен. Ҫумӑртан хӳтӗленмеллисем тӑхӑнса вӗсем юрланӑ. Репертуарта чӑваш юррисем те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкрати Мускав кӗперне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ку пулӑма тем тӗрлӗ техникӑна явӑҫтарнӑ. Юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫассине Чӑваш халӑх сайчӗ унчченех пӗлтернӗччӗ. Чӑн та, паян ҫавӑн пек йӗркеленӗ те парада: йӗлтӗрҫӗсем те пулнӑ, ҫул-йӗр юсакан машинӑсем те, троллейбуссем те. Кӗпер уҫнӑ ҫӗре Шупашкар ҫыннисем ҫеҫ мар, хулари тата республикӑри тӳре-шара, депутатсем хутшӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков республика Элтеперне Михаил Игнатьева укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнишӗн тав тунӑ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, вӑл маларах хула пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ, Леонид Черкесов та, Михаил Игнатьев Элтепер те кӗпер пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара Гена крокодилпа Чебурашка килнӗ. Паллах, вӗсем чӑн-чӑннисем мар. Совет Союзӗнче ӳкернӗ мультфильм сӑнарӗсем кӳлмекре вырӑн тупнӑ. Вӗсене ятарласа Республика кунӗ тӗлне лартнӑ. Чебурашкӑпа Гена крокодила симӗс курӑкпа илемлетнӗ. Атӑл хӗрринче пӗр-пӗрне юратакан мӑшӑра та курма пулать. Вӗсене те Чебурашкӑпа Гена крокодил евӗрех хатӗрленӗ. Вӗсем те симӗс тӗслӗ, мӗншӗн тесен курӑк евӗр япалапа илемлетнӗ. Кӳлмек ҫийӗн «кӑвакалсем» те вӗҫеҫҫӗ. Кӳлепесене тимӗр каркасран хатӗрленӗ, газон курӑкне аса илтерекен пусмапа ҫыпӑҫтарнӑ. Вӑл хӗвел ҫинче ҫийӗнсе каймасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницинче тухтӑра, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ профессорне, 80 ҫултискере, хӑйӗн пӳлӗмӗнче вилӗ тупнине пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулнӑ ку. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫак преступление тума пултарнӑ ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл профессорӑн 48 ҫулти пӗлӗшӗ. Ӑна тытса чарас ӗҫе ШӖМ, МЧС ӗҫченӗсем хутшӑннӑ, мӗншӗн тесен арҫын хӑйӗн хваттерӗнче питӗрӗнсе ларнӑ. Вӑл юрисконсультра ӗҫлет. Унччен ӑна ют пурлӑха вӑрланӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарнӑ. Арҫынран ыйтса тӗпченӗ. Анчах вӑл профессора вӗлернине йышӑнмасть. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе суд экспертизи ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта троллейбус управленийӗн ыйтӑвне уҫӑмлатма тӑрӑшаҫҫӗ. Ӑна пулӑшас тесен мӗн тумалла? Халӗ депатутсем троллейбус маршручӗсемпе ҫӳрекен маршруткӑсене пӑрахӑҫласси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ку ыйтӑва депутатсен пухӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков троллейбус управленийӗ йывӑр лару-тӑрура пулнине тепӗр хутчен аса илтернӗ. Унӑн парӑмӗ 100 миллион тенкӗрен те иртнӗ. «Эпир шухӑшланӑ тӑрӑх, маршруткӑсем, пӗчӗк автобуссем чылай чухне троллейбус ҫулӗпех ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа маршрутсене улӑштарас ыйтӑва пӑхса тухма сӗнетпӗр», - тенӗ Алексей Ладыков. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара 22-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑннӑ. Вӑл кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ районӗпе ҫыхӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Иван Долгушин Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ. Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ. Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Улатӑрта пурӑнакансем Комаров урамӗ пирки пӑшӑрханаҫҫӗ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Подслушено Алатырь» ушкӑнра хӑйӗн ятне кӑтартма ыйтман ҫын унти хӑтлӑх ҫуккине пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, виҫӗ ҫурта хута янӑ хыҫҫӑн йӗрке туман. Строительсем ҫуртсене хӑпартасса хӑпартнӑ. Анчах унта пыма тата унтан иртсе кайма меллӗ мар-мӗн. Сӑмаха ҫирӗплетме ҫав ҫын сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ. Нумай хутлӑ виҫӗ ҫурта хӑпартакансем туалетне те ҫавӑнтах хӑварнӑ, кабельсем те унтах йӑваланаҫҫӗ. «Пирӗн ҫырусене администраци хуравламасть», — тесе ҫырнӑ унта. Вырӑнти тӳре-шара халӑх пӑшӑрханӑвне хӑлхана та чикмест тенипе пуҫлӑхсем килӗшесшӗн мар. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫуртсене туса кӑна пӗтернӗ, ҫавӑнпа тирпейлесе ӗлкереймӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Мускав кӗперне Республика кунӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, парад ирттерсех уҫӗҫ. Анчах ҫар ҫыннисене е вӑй тытӑмӗсенче ӗҫлекенсене пухмӗҫ-ха. Ҫул-йӗр техникине урама илсе тухӗҫ. Вӗсенче парад йӗркелӗҫ. Мускав кӗперне ҫапла лару-тӑрура уҫассине ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ канашлура сити-менеджерӑн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе тимлекен ҫумӗ Герман Александров пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр пахалӑхне тӗрӗслесе тӑракансене, ҫула юсакансене пухса йӗркеленӗ канашлура палӑртнӑ тӑрӑх, юсаса ҫӗнетнӗ кӗпер урлӑ чи малтанах роллер йӗлтӗрӗсем ҫине тӑнӑ тата картингсем ҫине ларнӑ спортсменсем каҫӗҫ. Унтан ҫул-йӗр строительство техникине ҫул парӗҫ. Унтан троллейбуссем ҫӗнӗ кӗпере тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать. Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ. Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |