Хулара
Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑру та лайӑхах мар. Вӗсем те парӑма кӗнӗ. Управленин энергетиксен умӗнче парӑм татмалла. Ҫӑмӑллӑхпа усӑ курса ҫӳрекен пассажирсемшӗн компенсацилеменни ура хурать. Ҫавна май парӑм пухӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушнипе организаци ӗҫӗ-хӗлне тӗрӗсленӗ. 2015 ҫулта вӗсем 130,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Кӑҫал вара ку хисеп 112 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Ҫакна палӑртмалла: предприятире лару-тӑру йывӑр пулсан та ӗҫченсене ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫапла пӗтӗмлетӳ тунӑ: управление пулӑшмалла, республика хыснинчен укҫа уйӑрмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» архивӗнчи сӑн Шупашкарти Республика лапамӗнче тӗп чӑшӑр тӗрлӗ тӗспе йӑлтӑртатма тытӑннӑ. Ӑна ҫутмашкӑн ятарласа флэшмоб ирттернӗ. Вӑл #MannequinChallenge стильпе иртнӗ. Флэшмоба паян йӗркеленӗ. Унта ҫӗр-ҫӗр ҫын хутшӑннӑ. Чӑрӑша пӗр эрне каяллах лартнӑ, анчах ҫутман. Кӑҫал ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутма шухӑшланӑ. Мероприятие Хӗл Мучи те ҫитнӗ. Ачасем ӑна курсан питӗ савӑннӑ. Унпа пӗрле Юп Пике те ҫитнӗ. Мӗн пулса иртнине видео ӳкернӗ. Кайран ӑна тӗнче тетелне кӑларса хума шантарнӑ. Флэшмоба акӑлчан юррипе ирттернӗ. Шел, чӑвашла юрӑ янӑраман. Эпир, чӑвашсем, Чӑваш Енре пурӑнатпӑр-ҫке… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ӳсӗр ҫынсене урӑлтармалли ҫурт уҫӑлнӑ. Унта 15 вырӑн пур. Урӑлтаркӑч чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтанпа унта 187 ҫынна илсе килнӗ. Вӗсенчен 7-шӗ — яланхи «клиентсем». Вӗсене кӑлараҫҫӗ те лешсем унта тепӗр икӗ кунранах лекеҫҫӗ. Пӗр ҫынна пӗр кун урӑлтарнӑ ҫӗре республика хыснинчи 790 тенкӗ тӑкакланать. Хальччен унта лекнисене медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Вӗсем урӑлаҫҫӗ те киле каяҫҫӗ. Чылай чухне ӳсӗрсем харкашма хӑтланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа урӑлтаркӑч патӗнче полици посчӗ тума сӗннӗ. Ӳсӗрсене штраф тӳлеттерсе укҫа-тенке саплаштарма сӗнекен те пулнӑ. Общество вырӑнӗнче ӳсӗр ҫӳренӗшӗн 500–1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме е 15 талӑклӑха хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Максим Фадеев тунӑ сӑн Шупашкарти Тӗп пасар ҫывӑхӗнче ҫул ҫинче пӑтӑрмах пулнӑ. Унта икӗ васкавлӑ медпулӑшу машини ҫапӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра пӗринче арҫын ача пулнӑ. Ӑна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайма тухнӑ. Ку раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, 13 сехетре пулнӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҪҪХПИ ӗҫченӗсем иртсе пынӑ. Вӗсем арҫын ачана тата унӑн ашшӗ-амӑшне хӑйсем патне лартса пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫын ачана тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Унӑн аппендицит пулнӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2112 машина васкавлӑ медпулӑшу машини ҫине кӗрсе кайнӑ. Тепӗр васкавлӑ медпулӑшу машини те «вуниккӗмӗш» модель ҫине пырса тӑрӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енре ача пахчисем хута ярас енӗпе федераци программи вӗҫленнӗ пулин те ӗҫ чарӑнса ларман-ха. Ҫитес ҫул Шупашкарта виҫӗ ача пахчи уҫасшӑн. Ача пахчисем Алькеш поселокӗнче, «Радужный» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче уҫӑлӗҫ. Алькешрине авӑн уйӑхӗнче тума пуҫланӑ. Чылайӑшне халӗ кирпӗчрен купалаҫҫӗ. Кунта вара панель хута яма шухӑшланӑ. Унашкалли «Садовый» микрорайонта та пур. Ача пахчинче 240 вырӑн пулӗ. Пӗтӗмпе 12 ушкӑн ӗҫлӗ. Малтанах ку ҫурта Шупашкарти фирмӑн хута ямалла пулнӑ. Строительсем никӗс чавнӑ та ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Кайран Патӑрьел районӗнчи подрядчике тупнӑ. Ҫӗнӗ ҫулччен стена панелӗсене монтаж туса пӗтерме палӑртнӑ. Ача пахчи ҫитес ҫулхи ҫулла хута каймалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ялтан килнӗ ҫынсем сӗт-ҫу таврашӗпе, пахча ҫимӗҫпе урамра суту-илӳ тунине час-часах курма пулать. Уйрӑмах — Тӗп пасар умӗнче. Нумаях пулмасть хулара йӗрке хуралҫисем рейд ирттернӗ. Тӗрӗслеве Шупашкарти Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем тата полици ӗҫченӗсем тухнӑ. Вӗсем Гагарин тата Ильбеков урамӗсенче пулнӑ. Вокзал ҫумӗнчи урама, «Ача-пӑча тӗнчи» ҫывӑхӗнчи тротуара та тӗрӗсленӗ. Саккуна пӑсса юраман вырӑнсенче суту-илӳ тӑвакан ҫынсемпе калаҫу ирттереҫҫӗ. Анчах ку пулӑшмасть-мӗн. Ҫынсем пур-пӗрех ҫав вырӑнсенех сутма килеҫҫӗ. Нумаях пулмасть административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн 4 ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫӑрнӑ. Чӳк уйӑхӗнче Ленин район администрацийӗн ӗҫченӗсем 47 протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе 46 штраф ҫырса панӑ. Ку 91 пин тенкӗпе танлашать. 1 ҫынна асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта 48 вӑйӑ автоматне тӗп тунӑ. Автоматсене таптаса лапчӑтнӑ, сӗтелсене вакласа ҫунтарнӑ. Ку хатӗр-хӗтӗре Шупашкарти 8 заведенирен туртса илнӗ. Хулара пурӑнакан 10 ҫынна саккунсӑр вӑйӑ ҫаврӑнӑшӗшӗн явап тыттарнӑ. Вӗсем саккуна пӑсса 9 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ултӑ ҫынна ирӗкрен 1-3 ҫуллӑха хӑтарнӑ. Ыттисене тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Пурне те штраф тӳлеттернӗ. Халӗ судра тепӗр пуҫиле ӗҫ выртать. Унпа 10 ҫын ҫыхӑннӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 338 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хӗл Мучи ачасен ҫырӑвӗсене йышӑнма тытӑннӑ. Ун патне 7–16 ҫулсенчи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хӗрлӗ тӳремре чыслӗҫ. Пултарулӑх конкурсӗ чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫланнӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл Мучие хӑйсен ӗмӗчӗ пирки пӗлтерме, ҫулталӑкра тунӑ ырӑ ӗҫсем ҫинчен пултараҫҫӗ. Конкурс икӗ номинаципе иртӗ: литература хайлавӗ (сӑвӑ, калав, юмах, эссе) тата Ҫӗнӗ ҫулхи открытка. Чи лайӑх ӗҫсене Шупашкар хулин музейне парӗҫ. Чи лайӑх ӳкерчӗк салам открытки ҫинче пулӗ. Ӑна Шупашкарти почтӑсенче туянма май пулӗ. Ӗҫсене ҫак адреспа ямалла: Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 2-мӗш ҫурт, Хӗл Мучие. Е Маяковский ячӗллӗ вулавӑша илсе килмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар мэрне суйласси пирки сайтра нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкар пуҫлӑхне палӑртнӑ. Ку должноҫе кам йышӑннӑ-ха? Хӗрарӑм. Чӳкӗн 29-мӗшӗнче пуҫлӑха депутатсен ятарлӑ комиссийӗ суйланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, ку тивӗҫе Ирина Клементьевӑна шаннӑ. Сӑмах май, Леонид Черкесов хыҫҫӑн вӑл ку тивӗҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ. Ирина Клементьева Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх институтне пӗтернӗ, патшалӑх службин Атӑл-Вятка академийӗнче вӗреннӗ. Малтан вӑл экономистра вӑй хунӑ. Ирина Всеволодовна «Чуваши-Мед» тӗп директорӗ вырӑнӗнче те ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти патрульпе пост службин ӗҫченӗсем ҫемьене пушартан ҫӑлнӑ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 1 сехетре полицейскисем дежурствӑра пулнӑ чухне пӗр ҫуртӑн тӑрринчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ. Полицейскисем малтан ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Кайран хӑйсем ҫунакан ҫурт патне ыткӑннӑ, ҫывӑракан ҫемьене вӑратнӑ. Вӗсем карта урлӑ сиксе чӳречерен шаккама тытӑннӑ, хунарпа ҫутатнӑ. Кӑштахран ватӑ хӗрарӑм алӑка уҫнӑ. Иккӗмӗш хутра ачисемпе мӑнукӗсем ҫывӑрнине пӗлтернӗ. Полицейскисем шарфпа чӗркенсе лешсене вӑратнӑ, документсене пуҫтарма, ҫуртран тухма пулӑшнӑ. Тепӗр сехетрен ҫулӑма сӳнтернӗ. Ҫуртӑн тӑрри кӑштах ҫуннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |