Хулара
«Советская Чувашия» хаҫат редакторне лекнӗ ҫыру Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Пичет ҫуртӗнче темиҫе хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ. Пӳлӗмсене тара илсе ӗҫлесе пурӑнакан ытти организаци те унта йышлӑ. Ҫавсенчен пӗри — «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ. Пичет ҫурчӗн хуҫи — «Чувашия» издательствӑпа полиграфи комплексӗ. Паян «СЧ» хаҫат редакторӗ Владимир Васильев тӗлӗнсе каймалла ҫыру илнӗ. Ӑна Шупашкар хулинчи Ленин район администрацийӗнче ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӳрес енӗпе ӗҫлекен пайӑн специалист-эксперчӗ А.В. Яковлев алӑ пуснӑ. Унта утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен, кӑнтӑрлахи 13 сехетчен, Пичет ҫуртне юсама сӗннӗ. Унччен ӗлкӗреймесен административлӑ майпа явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ. «Ҫыру ман алла пилӗк минут каялла лекрӗ. Ӗҫе эпӗ халех, 13 сехетрен пуҫӑнсан, вӑхӑт 5 кун юлать», — тӑрӑхласарах шӑрҫаланӑ хаҫат редакторӗ Владимир Васильев Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Ку ҫырӑва ҫӗртмен 28-мӗшӗнче янӑ пулнӑ. Шупашкартан янӑ Шупашкара ҫур уйӑхра ҫитни пӗр япала тейӗпӗр. Анчах Пичет ҫурчӗн хуҫи кам пулнине пӗлмесӗр ҫыракан тӳре-шара тӑрӑшӑвне тата епле хакламалла-ши? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсем Шупашкарта ҫӗнӗ арт-объект хатӗрленӗ. Ҫакна вӗсем виҫӗ юбилее халалланӑ. Кӑҫал радио хыпарлав компанийӗ — 90 ҫул, телекурав — 55 ҫул, хула каналӗ 20 ҫул тултарать. Арт-объект телекурав аппаратури мӗнле кӑтартнине хаклама май паракан таблица евӗр. Объекта пурнӑҫланӑ чухне журналистсем тӗрлӗ пӑтӑрмахпа тӗл пулнӑ. Филиал директорӗ Екатерина Канюка каланӑ тӑрӑх, хатӗрленмешкӗн кӑна пӗр уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ. Арт-объекта тумашкӑн «Советская Чувашия» хаҫат тата Наци телерадиокомпанийӗ пулӑшнӑ. Акцие вун-вун ҫын хутшӑннӑ. ПТРК кӑҫал тепӗр арт-объект та тума палӑртнӑ. Халӗ студи Шупашкар валли тепӗр парне хатӗрлет. Ӑна кӗҫех кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ, халӗ пӗччен пурӑнакан ветерансен хваттерне юсанӑ. Ку тӗлӗшпе пӗтӗмпе ҫур миллион тенкӗ тӑкакланӑ. Тӗп хулари Ленин районӗнче пӗччен пурӑнакан 11 ветеранӑн хваттерне тата ҫуртне ҫӗнетнӗ. Кашни адреспа юсав тата строительство ӗҫӗсен списокне хатӗрленӗ. Кашни хваттер валли 45 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсене ветерансен кӑмӑлне кура пурнӑҫланӑ. Пӗрисем ҫурт тӑррине улӑштарттарнӑ, теприсем сӑрлаттарнӑ. Хӑш-пӗр хваттерте пластик чӳрече лартнӑ, теприсем линолеум улӑштарма ыйтнӑ. Виҫҫӗмӗшӗсем обой ҫыпӑҫтарттарнӑ, мачча сӑрлаттарнӑ, пӳлӗм алӑкӗсене ларттарнӑ, радиаторсене е ваннӑна улӑштарттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Хир сыснисем ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Шупашкарти дачӑсене каллех ҫак чӗрчун тапӑннӑ. Хальхинче «Майский» корпоратив шар курнӑ. Тамара Космина шӑматкун ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑрах дачӑна кайма шухӑшланӑ. Унта ҫитсен хӑйӗн пахчине палласа илеймен — йӑлтах чавса пӗтернӗ. Ахӑртнех, унта хир сыснисен кӗтӗвӗ «ӗҫленӗ». Ҫӗрулми чӑх ҫӑмарти пысӑкӑш ӳснӗ пулнӑ ӗнтӗ. Чӗрчунсем суханпа помидора ҫеҫ тытман. Кӗтмен хӑнасем кӳршисем патӗнче те пулнӑ. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин чӗрчун тӗнчине сыхлакан дирекци пахчасене тапӑнакан чӗрчунсем пирки пӗлет. Специалистсем вырӑна ҫитнӗ. Хир сыснисене персе вӗлереймӗн. Вӗсене карта ҫывӑхне лартнӑ катемпи хӑратма пултарать-мӗн. Е специалистсем йытӑ усрама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Вандалсен черетлӗ ӗҫе. Шупашкарти пӗр картишре ача-пӑча вылямалли лапама вӗсем ирсӗрлетнӗ. Ку Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 73-мӗш ҫурт тӗлӗнсе пулнӑ. Тренажерсене, ытти пурлӑха вандалсем ҫӗмӗрни, сӑнсӑрлатни, шел те, час-часах тӗл пулать. Асӑннӑ лапама нумаях пулмасть йӗркеленӗ. Халӗ унта ачасемшӗн выляма хӑрушӑ: аманма пултараҫҫӗ. Ҫынсем ҫакӑншӑн 8-мӗш класра ӑс пухакан ачасене айӑплаҫҫӗ. Инҫех мар пурӑнаҫҫӗ вӗсем. Халӗ ярӑнса анмалли тӑвайккие гарантипе юсама май килмӗ. Халӗ коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳленӗ чухне ача-пӑча лапамне тытса тӑнӑшӑн та укҫа кӑларса хума тивет. Ҫапла ҫынсем ют пурлӑха ытларах хаклама тытӑнаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ. Анчах ку тӗслӗхре ав мӗнле килсе тухнӑ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ку хваттер – чӑн-чӑн свалка. Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи нумай хваттерлӗ пӗр ҫуртра пурӑнакансемшӗн ку чӑннипех те тамӑк пекех. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хӗрарӑм хваттерне, подъезда темӗн те пӗрпе тултарса лартнӑ. Кӳршисем ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗрен тарӑхаҫҫӗ. Ҫитменнине, таракан, ытти хурт-кӑпшанкӑ ӗрчет. Кун пирки «Про Город» хаҫата Николай Миронов пӗлтернӗ. Управляющи компанийӗ Гузовски урамӗнчи 23-мӗш ҫуртри пӗр хваттерти лару-тӑру пирки пӗлет. Хӗрарӑм ӑптӑр-каптӑра темиҫе ҫул пухать ӗнтӗ. Управляющи компанийӗ подъездри ҫӳп-ҫапа ҫулталӑкне икӗ хут илсе тухать. Унта тумтир, пушмаксем, сӗтел-пукан пур. Тӳрех икӗ трактор тулать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, укҫине хӗрарӑм хӑй парать. Ҫынсен мӗн тумалла? Ҫак хӗрарӑм комуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлесех пырать. Хӑшӗсем ҫынсене участковӑй полицирен пулӑшу ыйтма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта чи чечеклӗ картише суйласшӑн. Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хулара «Чечеклӗ картиш» конкурс старт илнӗ. Постановление хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Ку конкурса кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен клумбӑсене хитрелетмелле, картише илем кӳмелле. Вӗсене ятарлӑ комисси хаклӗ. Чи маттуррисене дипломпа тата укҫан хавхалантарӗҫ. Мала тухнисен 5 пин тенкӗрен пуҫласа 20 пин таран илме май пур. Конкурса ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Жюри 1-мӗш вырӑна — 1, 2-мӗш вырӑна — 3, 3-мӗш вырӑна 10 картише пама йышӑннӑ. Заявкӑсене ҫурлан 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Ҫак адреспа пымалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 244-мӗш пӳлӗм. Ыйтса пӗлмелли телефон – 23-51-01. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шӑрӑх ҫанталӑкра ҫынсем Атӑл хӗррирнче канчӗҫ, шывра чӑмпӑлтатрӗҫ. Ку эрне пуҫламӑшӗнче вара «Шыва кӗме юрамасть» паллӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хула пляжӗсенчи акваторире илнӗ проба СанПин нормипе килӗшсе тӑмасть. Эппин, унта шыва кӗни сывлӑха сиен кӳме пултарать. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Инженерная защита» акционерлӑ обществӑна ку лару-тӑрӑва сирмешкӗн хушу панӑ. Пляжра ҫӳп-ҫапа кашни кунах пуҫтараҫҫӗ, общество туалечӗсене дезинфекцилеҫҫӗ. Халӗ пляжсенче шыва кӗме юраманнине асӑрхаттаракан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Кун пирки громкоговорительпе те калаҫҫӗ. Ку эрнинче «Чӑваш Республикинчи гигиена тата эпидемиологи центрӗн» лабораторийӗ те шыва тӗрӗслӗ. Атӑлта шыва кӗме юрӗ-и? Ҫакна Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри упавленийӗ пӗлтерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр автошкула рейдер мелӗпе ярса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм автошкул учредителӗсен пухӑвне ирттермелли суя протокол хатӗрленӗ, унта директора ӗҫрен кӑлармаллине палӑртнӑ. Ун вырӑнне вара вӑл хӑй ларнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм тепӗр протокол хатӗрленӗ, унта автошкул ятне улӑштарассине, ҫӗнӗ устав йышӑннине палӑртнӑ. Протоколта икӗ ҫынна учредительсен йышӗнчен кӑларнине каланӑ. Лешсем кун пирки пӗлмен те. Унтан хӗрарӑм документсене налук инспекцине тӑратнӑ. Пӗр учредитель кун тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти 40-мӗш ача пахчинче шӑпӑрлансем наркӑмӑшланни пирки республикпех калаҫрӗҫ. Халӗ учреждение юсамашкӑн хупнӑ, ачасем унта ҫӳремеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ача пахчинче 140 шӑпӑрлан пулнӑ. Тепӗр кунхине пульницӑна 16 ачана илсе ҫитернӗ. Аслӑ ҫын та тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Анчах чирлисен йышӗ ӳссех пынӑ. Пӗтӗмпе 85 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсенчен 58-шӗ – ачасем, 27-шӗ аслӑ ӳсӗмрисем. Роспотребнадзор малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑх какайӗнчен пӗҫернӗ суфлере тата хӗрлӗ кӑшман салатӗнче микроб тупнӑ. Лабораторире 35 сальмонеллез тупса палӑртнӑ. Чашӑк-тирӗк ҫинче пыршӑлӑх патакне тупнӑ. Ку чашӑксене йӗркеллӗ ҫуманнине, апат-ҫимӗҫе тивӗҫлипе хатӗрлеменнине ҫирӗплетет. Ку лару-тӑрӑва ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сӑнасах тӑрать. Халӗ наркӑмӑшланнӑ ачасем хӑйсене йӗркеллӗ туйма тытӑннӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |