Хулара
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫынсемпе «тӳрӗ эфир» ирттернӗ. Алексей Ладыков патне шӑнкӑравласа ҫитнӗ ҫынсенчен виҫҫӗшӗ килсӗр-ҫуртсӑр чӗрчунсене пулӑшмалли ыйтӑва ҫӗкленӗ. Ку ыйту Шупашкар ҫыннисене питӗ пӑшӑрхантарать-мӗн. Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытакан «Спецавтохозяйство» 2016 ҫул валли аукцион выляса илнӗ. Техзаданипе килӗшӳллӗн, вӗсен ҫак чӗрчунсене усрамалли пункт пур. Анчах хут ҫинче пур, тӗрӗссипе вара ҫук. Депутатсем ырласан кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта проекта палӑртмалла та ӑна пурнӑҫа кӗртмелле. Вӑл, Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинче пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республикӑн тӗп хулинче туристсене оркестрпа кӗтсе илме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ку вӑл — планра. Унччен вара ӑна, оркестрне, йӗркелемелле. «Кадетсен вӗрсе каламалли оркестрӗ» проекта пурнӑҫа Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗ укҫа парса пулӑшмалла. Оркестрне В.П. Воробьев ячӗллӗ 2-мӗш музыка шкулӗ тата 47-мӗш вӑтам шкул пӗрле йӗркелемелле. Шупашкарти ача-пӑчан 2-мӗш музыка шкулне илсен, культура управленийӗнче ӑна малашлӑхлӑ тата ҫӗнӗлле ӗҫлекенсен шутне кӗртеҫҫӗ. Кадетсен оркестрне йӗркелессипе асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗн ҫине тӑмалла. Йӗркеленсе кайсан оркестра шкулти мероприятисене кӑна мар, хуларисене те хутшӑнмалла. Оркестр вӑхӑтлӑх туризма аталантарма та пулӑшасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» тунӑ сӑн Шупашкарта икӗ троллейбуса пӑшалтан пенӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 10 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Николаев урамӗ» чарӑнура темӗнле ҫын 1-мӗш тата 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пенӗ. Транспортӑн кантӑкӗ ҫурӑлса арканнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пулни пирки татӑклӑн калама ҫук. Хальлӗхе пульӑсене те тупман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта хальхи вӑхӑтри крематори тума палӑртаҫҫӗ тесе эпир пӗлтӗрхи ҫуллах пӗлтернӗччӗ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурт кирлине хула влаҫӗсем леш тӗнчене кайнисене пытарма Шупашкарта вырӑн сахалланса пынипе тата ҫӗр лаптӑкӗсем хаклипе сӑлтавлаҫҫӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑн тӗп хулинчи 11-мӗш тата 12-мӗш масарсене Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнче 2005 ҫулта уҫнӑ. Паянхи куна илсен 11-мӗшӗнче пытарма вырӑн юлман, леш тӗнчене ӑсаннисене 12-мӗшӗнче кӑна пытарма пулать. Анчах унти лаптӑк та тулса ларнӑпах пӗрех. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков крематори тӑвас ыйтӑва Депутатсен пухӑвӗн отчет пухӑвӗнче хускатнӑ. Вилнӗ ҫынсене ҫунтармалли ҫурта хулари 18-мӗш ҫӑва территоринче уҫасси пирки калаҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкара Елена Летучая килсен «Ехрем хуҫа» ресторана хурласа пӗтернӗччӗ. Халӗ вӑл татах ӗҫлеме пуҫланӑ. Унта «Про Город» журналисчӗ пулса курнӑ. Елена Летучая асӑннӑ ресторанра санитари нормисене пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑччӗ. Ӑна наци колоричӗпе илемлетнӗ. Меню — чӑвашла тата вырӑсла. Администратор Дарья каланӑ тӑрӑх, ресторан юсав хыҫҫӑн нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫапла унта килекен нумайланнӑ. Хула администрацийӗн ӗҫченӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ-мӗн. Халӗ Елена Летучаяпа пулса иртнине никам аса илмест унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта тӗслӗхлӗ ҫуртсене суйланӑ. Кӑҫал конкурса 10 ҫурт хутшӑннӑ. Конкурсра ҫӗнтерӳҫӗсене номинаципе палӑртнӑ. Комисси ҫуртсем техника тӗлӗшӗнчен мӗнле пулнине, ҫывӑхри территорие епле пӑхса тӑнине хакланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫапла палӑртнӑ. 5 ҫултан «ҫамрӑкрах» нумай хваттерлӗ ҫуртсен хушшинче Тукташ урамӗнчи 5/12-мӗш ҫурт мала тухнӑ. 6–15 ҫултисен йышӗнче Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫурта палӑртнӑ. 16 ҫултан аслӑрах ҫуртсен йышӗнче Кадыков урамӗнчи 28-мӗш ҫурт мала тухнӑ. Пушӑн 18-мӗшӗнче управляющи компанийӗсен ертӳҫисене диплом, укҫан преми парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пахча ҫимӗҫе, аш-какая, сӗте йӳнӗ хакпа сутма ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланине, унта район хутшӑнассине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унта шӑматкунсерен ҫитме пулать. Ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш шӑматкунхине, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчисем килсе ҫитнине те эпир ҫырнӑччӗ. Ярмӑрккӑна пуҫтарӑннисем аш-какайпа, пылпа, пахчаҫимӗҫпе, кӗрпепе, ҫӑмартапа тата ыттипе суту-илӳ тунӑ. Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хаксем лавккарисенчен йӳнӗрех пулнине ӗнентерет. Ҫӗрулмине, акӑ, килограммне 10 тенкӗпе сутнӑ. Ярмӑркка ака уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех кашни шӑматкунсерен ирхи тӑххӑртан тытӑнса кӑнтӑрла иртни виҫҫӗччен ӗҫлӗ. Иртнӗ шӑматкун Шупашкар районӗнчисем сутма тухнӑ, 19-мӗшӗнче етӗрнесем килӗҫ, 26-мӗшӗнче — каҫалсем, акан 2-мӗшӗнче — муркашсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта конкурс ирттерессине пӗлтернӗ. Хулана илемлетмелли эскиза кашниех ярса пама пултарать. Конкурс пушӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Ӑна икӗ номинаципе ирттереҫҫӗ: «Ҫӗнтерӳ тӳремне хитрелетмелли чи лайӑх эскиз» тата А.И.Андрианов ячӗллӗ ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑхне аталантармалли центр» тата «Ача-пӑча ӳнер шкулӗ» хушшинчи территорие илемлетмелли чи лайӑх эскиз». Ӗҫсене ҫак адреспа илсе пымалла: Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Винокуров урамӗ, 14-мӗш ҫурт, 218-мӗш пӳлӗм. Эскиза хут ҫине ӳкермелле тата электронлӑ вариантне илсе пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта гидсен тата экскурсоводсен шкулӗ уҫӑлнӑ. Занятисем «Ҫеҫпӗл» хальхи пултарулӑх академийӗ ҫумӗнче иртеҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ туристсене ытларах илӗртесшӗн. Гидсемпе экскурсоводсен занятийӗсем эрнере пӗр хут иртеҫҫӗ. Унта вӗренмешкӗн 50 яхӑн ҫын заявка панӑ. Занятисене И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн вӗрентекенӗсем ертсе пыраҫҫӗ. Малтанах теорие пӑхса тухӗҫ. Шупашкар историйӗ, чӑваш халӑхӗ, тӑван культура пирки ытларах пӗлӗҫ. Проект авторӗ каланӑ тӑрӑх, чи малтанах вӗсем ҫамрӑксене хула историне тӗплӗнрех вӗрентесшӗн, Шупашкара ытларах юраттарасшӑн. Теори хыҫҫӑн практика пуҫланать. Гидсен хӑнасем валли экскурси ирттерме тивӗ. Проект ҫу уйӑхӗччен пулӗ. Вӑл ӑнӑҫлӑ пулсан ӑна кашни ҫулах ирттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти Энгельс урамӗнче автобус ҫунса кайнӑ. Ӑна сфетофор симӗс ҫутасса кӗтнӗ чухне ҫулӑм ярса илнӗ. Ку пӑтӑрмах асӑннӑ урамри 76-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Телее, ҫулӑм хыпса илнӗ чухне салонра пассажирсем пулман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель вӗсене вокзалта антарнӑ та таксопарка ҫул тытнӑ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра ҫырнӑ тӑрӑх, ҫулӑм тухсан кондуктор унта пынӑ. Анчах сирпӗнсен ӑна айккинелле ывӑтнӑ. Водительпе кондуктор упӑшкипе арӑмӗ пулни пирки те ҫырнӑ тӗнче тетелӗнче. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |