Хулара
Кирилл ишме вӗренет Инклюзивлӑ вӗренӳ сывӑ ачасемшӗн те, сусӑррисемшӗн те усӑллӑ. Шупашкарти 164-мӗш ача пахчинче тьютор пур. Ансат сӑмахпа каласан вӑл — пӗрле ҫӳрекен. Мария Алексеевна тьютор пулса тӑнӑ. Вӑл алӑсӑр ҫуралнӑ Кирилл Александровпа пӗрле ҫӳрет. Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, Кирилл ача пахчине килнӗ чухне тумланма та, апат ҫиме те пӗлмен. Ҫулталӑк хушшинче вӗсем Кирилпа пӗрле пӑтӑ ҫиме, кашӑк тытма, ӑна ҫӑвар патне илсе пыма хӑнӑхнӑ. Кирилл йӑлтах урапа тӑвать. Апла пулсан та ашшӗ-амӑшӗ ӑна ача пахчине илсе кайнӑ. Унӑн тантӑшӗсемпе хутшӑнмалла-ҫке-ха. Малтанах унпа амӑшӗ пӗрле ҫӳренӗ. Халӗ тьютор пӗрле. Кирила ура пӳрнисемпе ӗҫлеме хӑнӑхтараҫҫӗ. Вӑл кӑранташа урапа тытса ӳкерме тӑрӑшать. Воспитательсем ачана шкула каймашкӑн хатӗрлеҫҫӗ. Хальлӗхе Кирюшӑна аслисен пулӑшӑвӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая Шупашкарта пулни пирки чылайччен шавларӗҫ. Телеертӳҫӗ ҫитес вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкара килме палӑртнине пӗлтереҫҫӗ. Телеканалӑн сайтӗнче хуласен списокне кӑларнӑ. Ҫавӑн тӑрӑх ҫеҫ пӗлеҫҫӗ Елена Летучая пирӗн пата килессине. Ку чӑнах та пулӗ-и е ҫук-и — вӑхӑт кӑтартӗ. Пӗлтӗр ку список кӑшт урӑхларах пулнӑ. Унта Чӑваш Енри чи ҫамрӑк хула Ҫӗнӗ Шупашкар пулман. Тен, Елена Летучая пирӗн пата килсе каллех йӗрке тӑвасшӑн? Аса илтерер: вӑл Чӑваш Енре тӑватӑ уйӑх каялла пулнӑ. Ун чухне Летучая апатланӑшсене, хӑна ҫурчӗсене, мини-отельсене тӗрӗсленӗ. «Университетское» кафене ҫеҫ ырланӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ачасем хаваспах кайса кураҫҫӗ. Вӑл Андриян Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ. Унта тӗрлӗ чӗрчун кӗтес тупнӑ. Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, унтан темиҫе кайӑк ҫухалнӑ. Хурах сайра тӗл пулакан 8 кайӑка йӑкӑртнӑ. Паркра ӗҫлекен хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, такам зоокӗтесри картана ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Вӑл 8 кайӑка йӑтса тухса кайнӑ. Тӑватӑ фазан, ҫавӑн чухлех цесарка, икӗ чӑх тата кӑвакал ҫухалнӑ. Полицие кун пирки ҫийӗнчех пӗлтернӗ. Паян фазанпа икӗ цесаркӑна тупнӑ. Вӗсене «Олимпийский» стадионта асӑрханӑ. Ыттисем хальлӗхе тупӑнман-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ксения Волченкова тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пепкелӗх центрӗнче ача ҫуратнӑ хӗрарӑмпа ачине кӗтсе илнӗ чухне тӑванӗсене сӑн ӳкерттерме юрамасть теҫҫӗ. Тӗрӗсрех каласан, хӑйсен фотоаппарачӗпе усӑ курма юрамасть-мӗн, мӗншӗн тесен унта фотограф ӗҫлет имӗш. Наталия Семенова «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, аппӑшне ачипе кӗтсе илнӗ чухне оператор вӗсене пепкене кипкепе чӗркенӗ пӳлӗме кӗртмен, фотоаппаратпа ӳкерме чарнӑ. Лешӗ укҫалла ӳкерет-мӗн. Кусен хӑйсен профессионал фотоаппарат пулнӑ, ҫавӑнпа хирӗҫленӗ. Оператор вӗсене пур пӗрех кӗртмен. Медицина центрӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Кизилов оператор тӗрӗс мар хӑтланнине каланӑ. Унта операторсем чӑнах та ӗҫлеҫҫӗ. Анчах вӗсен ун пек хӑтланма юраманнине каланӑ тухтӑр. Кун пек чухне ача ҫураттармалли ҫуртӑн заведующийӗ патне каймалла тесе пӗлтернӗ Алексей Кизилов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти троллейбус управленине ҫывӑх вӑхӑтра приватизацилеме шут тытнӑ. Ку ӗҫе вӑл кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта туса ирттересшӗн. Троллейбус управленине хӑшӗсем тӑнӑҫ ӗҫлекен йышлах мар транспорт предприятисенчен пӗри тесе те хаклаҫҫӗ. Паянхи куна илсен, Шупашкарти троллейбус управленийӗ муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Приватизациленӗ хыҫҫӑн вӑл акционерсен обществи пулса тӑрӗ те унӑн мӗнпур акцийӗ, тепӗр майлӑ каласан, 100 проценчӗпех, муниципалитет харпӑрлӑхне, урӑхла каласан, Шупашкара, куҫӗ. Приватизацилес шухӑша тӗрлӗрен хаклакан-йышӑнакан пуррине те палӑртмалла. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм, сӑмахран, электротранспорт предприятине Атӑлҫи федераци округӗнчи пӗр регионта та приватизацилемен тесе ӗнентерет. Троллейбус уйрӑм ҫын аллине куҫнӑ тӗслӗхсем те ҫук-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ятарлӑ сайт ӗҫлет. Унта кӗрсе маршрут таксийӗсем мӗнле хӑвӑртлӑха ҫӳренине сӑнама пулать. Кун пирки Чӑваш Республикин влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Общество транспорчӗ мӗнле ҫӳренине 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗнченех сӑнама пулать. Ку — Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн пуҫарӑвӗ. Шупашкарти пур общество транспортне те ГЛОНАСС системӑпа тивӗҫтернӗ. Унӑн даннӑйӗсем ятарлӑ сервера килеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне урапасен хӑвӑртлӑхне 224 камера сӑнама пулӑшать. Вӗсене хулара вырнаҫтарнӑ. Сайта кӗрсен хӑвӑра кирлӗ маршрут таксийӗн номерне суйламалла ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 11 сехетре ҫӗнӗ шупашкарсем Мухтав аллейине митинга пухӑнӗҫ. Унта Сталининград патӗнчи ҫапӑҫура ҫӗнтернине асӑнӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче унти ҫапӑҫу тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулнине историрен эпир аван пӗлетпӗр. 200 куна пулнӑ ҫапӑҫу — 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫланнӑ та 1943 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗччен тӑсӑлнӑ. Унти ҫапӑҫу хыҫҫӑн пирӗн ҫарсем хӳтӗленессинчен тӑшмана хӑваласа пырасси енне куҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта Сталининградри ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ пӗр ҫын кӑна пурӑнать. Вӑл — Михаил Степанович Чекменев. Ыранхи митинга хулари тӳре-шара, яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан тӗрлӗ ҫын хутшӑнмалла, ҫапӑҫу паттӑрӗсене ӑшшӑн аса илсе сӑмах тухса каламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗнче кӗрӗк, сӑран тата атӑ-пушмак сутакансене штрафлама йышӑннӑ. Тӗрӗсрех, хальлӗхе ун пек йышӑну кӑларман-ха. Анчах йӗркене пӑсни пирки протоколсем ҫырса хатӗрленӗ. Вӗсене аминистративлӑ комиссие пӑхса тухма ярса панӑ. Сутуҫӑсем хулари тӳре-шара умӗнче ӑҫта кирлӗ, унта пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳренишӗн ята кӗнӗ. Питӗрти тинӗс портӗнчен илсе килекен тавара йӳнӗ хакпа сутса ярасси пирки пӗлтерсе ҫырнисене Шупашкарти Эгер булварӗнчи йывӑҫсем, ҫуртсем, юпасем, контейнер лаптӑкӗсем тавралла тытнӑ картасем ҫине ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Пӗлтерӗве ӑҫта кирлӗ унта ҫакса ҫӳрени административлӑ майпа правӑна пӑсни пулать. Уншӑн штрафлама та пултараҫҫӗ. Йӗркене ҫавӑн пек пӑсакансем пирки яваплисем хӑйсене пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ҫулсерен иртекен конкурса кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл — «Чи лайӑх атте». Ӑна нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Конкурса ҫулсерен Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫисен кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ашшӗн ҫемьери рольне кӑтартасси, вӑл ачасене воспитани парас ӗҫе мӗнле хутшӑннине уҫса парасси. Конкурса ачасене воспитани парас ӗҫе хутшӑнакан, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнакан ашшӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗш вырӑнсӑр пуҫне номинацисем пулӗҫ: «Чи лайӑх ашшӗ — нумай ачалли», «Чи лайӑх ашшӗ — производственник», «Ӑрури чи лайӑх ашшӗ», «Чи лайӑх ашшӗ — ашшӗ-герой», Чи лайӑх ашшӗ — спортсмен», «Чи лайӑх ашшӗ — пултаруллӑ ҫын». Конкурса хутшӑнмашкӑн заявкӑсене нарӑсӑн 8-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Хулара
Тӗнче тетелӗнче ҫӗнӗ хыпарсене тишкернӗ май пӗри куҫ умне пулчӗ: «Шупашкарти тӗп чӑрӑша Авито сайтра сутаҫҫӗ». Ку чӑнах та мана кӑсӑклантарса ячӗ. Ҫав чӑрӑш пирки юлташсемпе унчченех калаҫнӑччӗ… Тӳлевсӗр пӗлтерӳсен сайтӗнче Республика тӳремӗнче ларнӑ елкӑна 6,5 миллион тенкӗпе сутассине палӑртнӑ. «7 миллион тенкӗпе илнӗ, 6,5-пе сутатӑп. Тепӗр ҫул ҫӗннине, хаклӑраххине, туянас тетпӗр, ҫавӑнпа кирлӗ мар», — тенӗ унта. Телефон номерне те кӑтартнӑ, анчах вӑл йӑнӑш. Хула администрацийӗ ку пӗлтерӗве ҫырман-мӗн. Такам, ахӑртнех, ҫапла шӳтлес тенӗ. Хыпара сӳтсе явакан сахал мар тупӑннӑ. Пурте тенӗ пекех чӑрӑш хаклине, вӑл илемлех маррине палӑртнӑ. «Пире бюджетниксене укҫа парса татман. Хӑйсем 7 миллион тенкӗпе чӑрӑш туянса лараҫҫӗ», — тенӗ пӗри. «Ҫак конус евӗр япала симӗс пулнипе ҫеҫ чӑрӑша аса илтерет», — тенӗ тепри. Тӗрӗссипе, тӗп чӑрӑш, 25 метр ҫӳллӗшскер, 7 миллион тенкӗ тӑнине пӗлсен хам та тӗлӗннӗччӗ. Апла вӑл ҫав тери хитре тесе шухӑшланӑччӗ. Анчах куртӑм та — кайса ӳкмеллех нимӗнле илем те ҫук. Хамӑн шухӑша палӑртам: ӑна мӗнлерех хитрелетни те кӑмӑла каймарӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |