Хулара
Тӗп хулара какая тата сӗте саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать. Мэрин предпринимательлӗхпе потребитель рынокӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен управленийӗн, патшалӑх ветеринари службин, тӗп хулари ветстанци тата полици ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ. Тӗрӗслеве вӗсем Мускав районӗнче ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Элкер урамӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗнче ял ҫыннисем аш-какайпа, сӗтпе саккуна пӑхӑнмасӑр сутӑ тунине асӑрханӑ. Тен, какайӗ те, сӗчӗ те лавккаринчен пахарах пулӗ, анчах саккун саккунах: ирӗк паман ҫӗрте суту-илӳпе аппаланма юрамасть. Ҫапла майпа техника регламенчӗн йӗркине пӑхӑнманшӑн хайхи сутуҫӑсем тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Вӗсен халӗ 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Антонина Кудрявцева. Шупашкарта пурӑнакан Антонина Кудрявцева 100 ҫул тултарнӑ. Ӗҫленӗ ҫулсенче вырӑнти депутата темиҫе хут та суйланнӑскер сумлӑ юбилейне нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Ҫак ятпа Антонина Ивановнӑна Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров тата унӑн ҫумӗ Елена Романова ӑшшӑн саламланӑ, чечек ҫыххипе парне тыттарнипе пӗрлех Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ. Палӑртса хӑвармалла, Антонина Кудрявцева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Чиперуй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑл килмен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ. Качча тухсан виҫӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ, мӑшӑрӗпе 58 ҫул килӗштерсе пурӑннӑ. Халӗ Антонина Ивановна хӑйӗн хӗрӗн ҫемйинче канлӗ ватлӑхӗпе киленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев Ҫӗркаҫпа паян ҫавӑрттарнӑ ҫил-тӑмана Чӑваш Енри ятарлӑ тытӑмсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсемпе тӳре-шара та хатӗр пулнине ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Ҫутӑсӑр юлнисене энергетиксем вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Ҫул-йӗре техника хыпӑнса тасатрӗ. Ҫут ҫанталӑк кӳнӗ мелсӗрлӗхе вӑхӑтра пӗтермеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шарапа паян ирпе ирттернӗ канашлура та хускатнӑ. Дворниксемпе пӗрлех Шупашкарти организацисенче ӗҫлекенсем те алла кӗреҫе тытнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑнах хыпарланӑччӗ. Юр тасатма тухнисен шутӗнче республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев та пулнӑ. Администраци ҫурчӗ умӗнчи юра вӑл тасатнине сӑнлакан ӳкерчӗке Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗкре пуҫлӑх перчеткесӗр пулнӑран теприсем ӑна шанмасӑртарах пӑхнӑ. «Урамра ҫара алӑпа ӗҫлекенӗн алли шӑнса кӳтӗ. Самантлӑха кӑна кӗреҫе тытнӑ вӑл», — йӗкӗлтешнӗ хӑшӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова Атӑл ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗ хутлӑ ҫуртсемшӗн ятланӑ. «Юханшыв порчӗ патӗнче нумай хутлӑ ҫурт тума каллех ирӗк панӑ. 25–30 хутлӑ ҫурт хӑпартса лартса Атӑла хупласа хуратӑр. Унти ҫуртсен пилӗк хутран ытла пулмалла мар», — тенӗ иккен Элтепер хула администрацийӗн пуҫлӑхне. Ҫав тӑрӑхра «Альбатрос» ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна «Старко» предприяти ҫӗклет. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл комплекс ниепле те хута кайса пӗтеймест. Ҫавӑнтах теприсем «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗ тума пуҫланӑ. ЧР Стройминӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина та Михаил Игнатьев ӳпкеленӗ. Ӑна сӑмах строительсене ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫуртсем тума ирӗк панишӗн лекнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти тӳре-шара хулари киосксемпе ларёксене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫак кунсенче хула тата районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсенчен йӗркеленӗ ятарлӑ комисси Мускав районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ. «МК Чебоксары» (чӑв. «МК Шупашкар») хыпарланӑ тӑрӑх, хайхи комисси ҫӗре яхӑн киоскпа ларёка тӗрӗсленӗ, вӗсенчен пӗрне — шаурма сутаканскере — саккуна пӑхӑнмасӑр, кирлӗ документсене пухса ҫитермесӗр лартса хунине ҫирӗплетнӗ. Ку киоска, Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑскере, ҫав кунах куҫарса кайнӑ. Хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси ӗҫе вӗҫлемен-ха, ҫитес вӑхӑтрах вӗсем Калинин районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнӗҫ, унтан Ленин районне те ҫитӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче кӑрлачӑн 29-мӗш каҫхине пӗр хӗрарӑм урамра ҫывӑрма выртнӑ. Водопровод урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт патӗнче этем выртнине унти хуралҫӑ асӑрханӑ. Ҫывӑракана кансӗрлес мар тесе уйрӑлса утман вӑл. Йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Унтан икӗ лейтенанта янӑ. Пӗчӗк ача пек канлӗ ҫывӑракана вӑратайман енне пакунлисем хӗрарӑм вилмен-ши тесе те аптӑранӑ. Ҫапах та вӗсем ӑна вӑратнӑ-вӑратнах. Унтан васкавлӑ пулӑшу машини чӗнсе илсе пульницӑна лартса янӑ. Юр ҫинче хуп турттаракан хӗрарӑм нумаях выртман пулинех, тухтӑрсем вӑл шӑнса хытах пӑсӑлманнине палӑртнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре тӑватӑ ҫын шӑнса вилнӗ. Ҫак цифрӑна РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗнче хыпарлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
180-мӗш ача пахчи Шупашкарти тата тепӗр икӗ пахчине пӗрлештермелле. Йышӑнӑва иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑларнӑ. Реорганизаци текен сӑмах хальхинче Шупашкарти 180-мӗш «Журавлик» (чӑв. Тӑрна) ача пахчине тата ачасене физкультура енӗпе аталантаракан 123-мӗш ача пахчине пырса тивӗ. Вӗсенчен малтанхи Мир проспектӗнчи 94-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ, тепри – Совхоз урамӗнчи 10-мӗш «А» ҫуртра. Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти 6-мӗш «Малахит» ача пахчине 137-мӗш ача пахчипе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. 279-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗрхи уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта троллейбуспа ҫӳренӗшӗн ытларах тӳлеме пуҫларӑмӑр. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та хаксене хӑпартма йышӑннӑ. Хула депутачӗсем ыйтӑва тишкерсе пӑнчӑ лартнӑ: халӑх транспорчӗпе ҫӳреме хаксене хӑпартмаллах. Ҫапла майпа троллейбуспа пӗрре ларса кайма 18 тенкӗ кӑларса тыттарма тивӗ, ятарлӑ карттӑпа терминал урлӑ тӳлесен 15 тенкӗ илӗҫ (Шупашкартинчен 1 тенкӗ хаклӑрах). Химиксен хулинчи маршруткӑпа пӗрре ларса кайма 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ (терминал урлӑ — 18 тенкӗ), автобуспа ҫӳреме — 18 тенкӗ (терминал урлӑ — 15 тенкӗ). Улшӑнусем кӗртиччен Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуспа ҫӳреме 15 тенкӗ тӳлеме тивнӗ, автобуспа кайнӑшӑн 16 тенкӗ илнӗ, маршруткӑна ларма 20 тенкӗ кирлӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче хӑна ҫурчӗсен шучӗ ӳссе пырать. Хальхи вӑхӑтра унта 37 гостиница, 3 санаторипе курорт комплексӗ, 20 хостел тата хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 3 санатори хуларах пулсан республикӑн тӗп хулинчен 25 ҫухрӑмран ытла каймалла мар санаторисем — 15. Иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче апарт-отель текен хӑна ҫурчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа калакан ҫак вырӑн унти номерсем уйрӑм хваттер евӗрлӗ тенине пӗлтерет. Пуянсен чунне расналӑхпа килентерме бутик-отель те уҫӑлнӑ. Шупашкар хулин Туризмпа информаци центрӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗснче отельсене пыракан сахалтарах. Авӑн уйӑхӗнче вара вӗсене талпӑнакансен шучӗ ӳсет. Пуш, ака, ҫертме уйӑхӗсенче те канакансем самай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республикӑн тӗп хулинчи транспортӑн 90-а яхӑн проценчӗ ҫул укҫине терминал урлӑ илет. Ятарлӑ йӗрке ҫирӗплетнӗ пулин те ыттисем пассажирсенчен «чӗрӗ» укҫа кӑна илеҫҫӗ. Пассажирсене турттаракан маршрутҫӑсен терминал пулмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ. Ҫул укҫине транспорт карттипе тӳлеме май туса пани пассажирсемшӗн те пайталлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла кашни тӳлемессерен нухрат (хулара, тӗслӗхрен, 4-шар тенкӗ) перекетленет. Тепӗр ен вӑл налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ. Касса витӗр тухакан укҫана налукҫӑсенчен пытараймӑн. Шупашкарти 32, 41, 49, 51, 65-мӗш маршрутсенче терминалпа тивӗҫтермен, вӗсене хула администрацийӗ ӗҫлеме чарнӑ. Йышӑнупа килӗшмесӗр маршрутҫӑсем суда кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |