Хулара
Алексей Федяров сӑн ӳкерчӗкӗ. Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче ларма юраман кӳлепесем вырнаҫтарнӑ. Унта темиҫе ҫул каялла та тӗрлӗ чӗрчун кӗлеткисем пурччӗ. Ача-пӑча кӑна-и, харсӑртарах ашшӗ-амӑшӗ те вӗсем ҫине улӑхса сӑн ӳкерӗнме юрататчӗ. Халӗ Лакрей вӑрманӗнчи лашасемпе пӑлансем ҫине пули-пулми улӑхаймӑн. Вӗсен кӳлеписен ҫурӑмӗсем ҫине ача-пӑчаран хӳтӗленмелли йӗпсем вырнаҫтарнӑ. Ҫакна Ольга Романова журналист асӑрханӑ та Фейсбукра ҫырса хунӑ. Сӑмахне ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ. Журналист ҫырнинче кӑмӑлсӑрланни сисӗнет те, анчах ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакан пур. Хысна пурлӑхӗ тесе ӑна ватса-ишсе пӗтермеллине, ӳркенменнисен хӑпарса ларма юранине пӗлтермест-ҫке. Асӑрханса усӑ курнӑ япалан ӗмӗрӗ те вӑрӑмрах пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер шпиц ӑратлӑ йытӑ туяннӑ чухне укҫасӑр тӑрса юлнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче йытӑ ҫури сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ. Калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер банк картти ҫине 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Палла ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫухалнӑ, йытӑ та ҫук. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Суту-илӳ точкисене ирӗк илмесӗр уҫаймӑн Шупашкар хула администрацине лаврӑва чӗннӗ. Унти тӳре-шара суту-илӳпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаканнисем — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехет те 30 минутра тавлашуллӑ ӗҫе уҫӑ ларура пӑхса тухӗҫ. Унта журналистсене те йыхравлаҫҫӗ. Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексне конкурс ирттермесӗр-мӗнсӗр Атӑлӑн ҫыранӗн хӗрринче кафе тата велопрокат уҫма ирӗк панӑ. Ҫакӑ Раҫҫейре суту-илӗве йӗркелесси ҫинчен калакан федераци саккунӗн 10 статйине тата 15 статйин 4-пункчӗн «д» пунктне пӑсни пулать имӗш. Монополипе кӗрешекенсем уҫӑ лару хыҫҫӑн брифинг ирттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫак канмалли кунсенче: шӑмат кунпа вырсарни кун — Шупашкара пулӑҫсем пухӑнӗҫ. Вӗсем кимӗ ҫине ларса спиннингпа пулӑ тытӗҫ. Анчах чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ мар, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла. Ҫурла уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Шупашкарти шыв управӗ патӗнче кимӗ ҫинче спиннингпа пулӑ тытакансен республика чемпионачӗ иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне пулӑ пуринчен ытла тытнине кура палӑртӗҫ. Пулӑн кашни тӗсне шута илӗҫ: ҫӑрттан, шӑла пулӑ, шӗрӗх, уланкӑ, ӑптӑ... Тата виҫи те пӗлтерӗшлӗ. Чемпионата хутшӑнас текенсен йӗркелӳҫӗсене пӗлтерсе хумалла. Ҫавӑн валли ыран тепӗр кун пур-ха. Телефон номерӗ 38-42-38. Пулӑҫсен ӑмӑртӑвне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи ҫичӗ сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шӑмат кунхи тупӑшу ирхи саккӑрта пуҫланӗ, вырсарни кунхи - ҫиччӗре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти пӗр шкулта акӑлчан урокӗ пынӑ вӑхӑтра 10 ҫулти хӗрачана пӗрле вӗренекенӗсем пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Амӑшӗ ку пӑтӑрмах ҫине куҫ хупман – Мускав районӗн судне заявлени кайса ҫырнӑ. Заявленире ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӗрне ҫапнӑ кашни ачаран 25 пин тенкӗ шыраса илесшӗн. Пӗтӗмпе – 50 пин тенкӗ. Анчах суд кӑмӑл-сипет тӗлӗлшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 5 пин тенкӗ ҫеҫ шыраса илмелле тунӑ. Ҫапла майпа шкулӑн, приговорпа килӗшӳллӗн, ача амӑшне 5 пин тенкӗ компенсаци тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Анатолий Овчинников тата Александр Демьянов блогерсем Шупашкар хула администрацине вӗсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑшӑн суда панӑ. Блогерсем куншӑн укҫапа саплаштарма ыйтаҫҫӗ. Пӗлтӗр Хула кунне тата Республика кунне паллӑ тунӑ чухне плакатсемпе билбордсем хатӗрленӗ. Вӗсенче блогерсен сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ. Авторӗсемпе вара малтан никам та калаҫса татӑлман. Плакатсемпе билбордсене Хӗрлӗ лапамри тӗп сцена ҫинче кӑтартнӑ. Блогерсем администрацие кун пирки темиҫе те ҫырнӑ, анчах татӑклӑ хурав илеймен. Юлашкинчен пачах хуравламан. Кун хыҫҫӑн блогерсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Вӗсем заявленире укҫа нумаях ыйтман. Ӗҫе юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 10 сехет ҫурӑра Ленин районӗн судӗнче пӑхса тухӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шӑматкунпа вырсарникун Шупашкар хули хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне уявларӗ. Ҫав ятпа Элкер урамӗнче, унччен тахҫан ача пахчи пулнӑ ҫуртра, Ачасен ӳнер академине савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ, Йӑлӑмра хӑйӑр ҫинче машинӑсем тупӑшнӑ, Парус регати тата ытти нумай мероприяти иртрӗ. Шупашкарти кӳлмек патӗнче 46 метр ҫӳллӗш урапа-чуччу уҫӑлнӑ. Вӑл Шупашкар ҫыннисемпе хӑнисене ирхи 9-тан пуҫласа 23 сехетчен йыхравлӗ. Ку хыпара республикӑн тӗп хулин администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ. Урапа-чуччу ҫине 24 хупӑ кабина вырнаҫтарнӑ. Ку аттракциона уҫнине хирӗҫ тӗрлӗ надзор органӗ пулнӑ. Апла пулин те хула кунӗ умӗн ӑна ӗҫлеттерсе янӑ-янах. Чуччу-урапа вырнаҫтарма Шупашкарти кӳлмекре чӑрӑшсене каснине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳре-шарапа полицейскисем рейда тухнӑ. Вӗсем фанфурик ӑҫта сутнине тӗрӗслесе ҫӳренӗ. Рейд вӑхӑтӗнче темиҫе аптекӑна тӗрӗсленӗ, киосксене те кӗрсе курнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче спиртлӑ шӗвек сутнӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта тӗрлӗ тутӑллӑ тата шӑршӑллӑ спирт шӗвекӗсене сутма пӑрахнӑ иккен, асептолинпа одеколон ҫеҫ юлнӑ. Ҫапах ӗҫкӗҫсем ӑна та тиркемеҫҫӗ. Рейд вӑхӑтӗнче фанфурикпа туслӑ ҫынна тӗл пулнӑ. Полицейскисемпе тӳре-шара унран объяснительнӑй илнӗ. Фанфурик сутнӑ киосксемпе аптекӑсен тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунашкал тӗслӗхсене тупса палӑрта енӗпе малашне те ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи Кадет корпусне тата Кадет паркне 180 волонтер ӗҫе тухнӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем тата влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем пур. Пулас кадетсен ашшӗ-амӑшӗ те, пурӗ 70 ҫын, шӑматкунлӑха хутшӑнать. Строительство объектӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Генподрядчика, «Старко» тулли мар яваплӑ обществӑна тата унӑн пуҫлӑхне Андрей Александрова, паян каллех хытах ятланӑ. Ӳпкевӗ строительство организацийӗ хӑй ӗнер шантарнине паян пурнӑҫламаннипе ҫыхӑннӑ. Алӑксене тата кухня оборудованине вырнаҫтарма тытӑнмалла пулнӑ, анчах ӗҫе пуҫӑнман. Кадет корпусне хӑтлӑх кӗртме шантарнине те строительсем пурнӑҫламан. Пулӑшма волонтерсене чӗннӗ те, анчах пӳлӗмсене тата чӳречесене ҫума шыв та пулман — ӑна кӳршӗллӗ ҫуртсенчен илсе пыма тивнӗ. Элтепер ятланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ цистернӑпа кӳрсе килнӗ. Пулӑшакансене ӗҫ хатӗрӗсемпе те туллин тивӗҫтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑҫал Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн 18 тата 19-мӗшӗсенче паллӑ тӑвӗ. Уяв программи пуян, унпа паллашас килет тӗк ҫак каҫӑпа усӑ курӑр: https://afisha.cheb.ru/topics.php?type=2&shownews=230426. Уяв кунӗсенче Шупашкарта халӑх лӑк туллиех. Хулан тӗрлӗ кӗтесӗнче мероприятисем, ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри ҫӗрлечченех пырать. Ҫавна май ҫынсене киле ҫитме меллӗ пултӑр тесе троллейбуссене ҫур ҫӗрччен ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Филиппов транспортпа тивӗҫтерессипе ӗҫлекен пай ертӳҫине Андрей Васильева пассажир транспорчӗн ӗҫне йӗркелеме хушнӑ. Аса илтерер: уява Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Игорь Николаев килӗ. Концерт ҫурлан 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ лапамра 21 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Макаров Ефим Макарович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сарра Андрей Иванович, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кураков Лев Пантелеймонович, Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ пулнӑ профессор, экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мазуркин Петр Яковлевич, йывӑҫран касса кӑларакан паллӑ ӳнерҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |