Хулара
Эрнекун, раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Шупашкарти Мускав кӗперне уҫӗҫ. Ӑна тӗплӗн юсас ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн хута ярӗҫ. Шупашкар влаҫӗсем тата регион ертӳҫисем объект республикӑшӑн пӗлтерӗшлине палӑртаҫҫӗ. Кӗпер республикӑн тӗп хулин историлле пайӗнче вырнаҫнӑ, Шупашкарӑн икӗ районне ҫыхӑнтарать. Кӗпере юсама 1,5 миллиард тенкӗ ытла ларнӑ. Ҫав шутран пысӑк пайне, 1,1 миллиард ытларах, федераци хыснинчен уйӑрнӑ. «Ултӑ полосаллӑ кӗпер транспорт ҫӳрессине ҫӑмӑллатмалла, ҫавӑнта инкексем пулассине чакармалла», – тесе ҫырнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инстаграмра. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта ҫырнӑ тӑрӑх, кӗпер уҫнӑ чух техника парадне ирттерӗҫ. Республикӑн Стройминӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен РФ Президенчӗ 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑларнӑ 1061-мӗш хушупа килӗшӳллӗн юсанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн транспорт епле ҫӳрени хулара пурӑнакансене ҫав-ҫавах калаҫтарать. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ Сергей Мясников паян ҫак ыйтӑва Фейсбукра хускатнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫырнӑ тӑрӑх, «Благовещенски микрорайон - Садовӑй ҫулпа ҫӳрекен 12-мӗш маршрут. Хӗрӳ вӑхӑт — 12 сехет те 20 минут. Юлашки чарӑнура 3 автобус ларать. Сывлӑш турттарса ывӑннӑ. Пӗри 2 пассажирпа кайрӗ. Маршрута Энгельс тата Николаев урамӗсемпе янӑ — вӑл яланах пушӑ тенӗ пек хутлать». Аса илтерер, Шупашкарӑн кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа ыран, раштавӑн 13-мӗшӗнче, хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарта Богдан Хмельницкий урамӗнчи пӗр ҫуртра ҫӳп-ҫап камеринче тин ҫуралнӑ ача виллине тупни пирки, ҫак ӗҫе 17 ҫулти хӗрарӑм тума пултарни ҫинчен сайтра хыпарланӑччӗ. Ачана ҫӳп-ҫапа пӑрахнӑ амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Следстви тата суд акӑ мӗн ҫирӗплетнӗ: кӑҫал авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ача ҫуратнӑ та ӑна подъездри ҫӳп-ҫап камерине тухса пӑрахнӑ. Пӗчӗкскер сурансене пула вилнӗ. Амӑшӗ ҫак тискер ӗҫе тунине тунман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 25 ҫулти арҫын килтен тухса кайнӑ та паянхи кунччен те таврӑнман. Тахунц Михаил Эдгаровича тӑванӗсемпе тусӗсем шыраҫҫӗ. Юлашки хутчен ӑна амӑшӗ курнӑ. Халӗ вара ҫыхӑнӑва тухмасть. Кӳрши каланӑ тӑрӑх, Михаилӑн «Контактра» страницинчен такам кӗрсе тухать, унӑн шухӑшӗпе, ҫакна тӑваканӗ – ҫухалнӑ каччӑ хӑй. Ҫывӑх тусӗ вара куляса ӳкнӗ. Михаил ытти чух кая юлнӑ чухне асӑрхаттарнӑ кун пирки. Ӗнер, раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Михаил Туханцӑн амӑшӗ полицие кайса ывӑлӗ ҫухални пирки заявлени ҫырнӑ. Михаил пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 89196607611 (Анна), 89876745164 (Ирина) номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян 13 сехет те 50 минутра Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнче ҫул урлӑ каҫакан шкул ачине машина ҫапса кайнӑ. Ун ҫине ҫул-йӗр инспекторӗ пырса кӗнӗ. Ача шкултан таврӑннӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын ача ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта утнӑ. Вӑл ҫул варринче пынӑ чухне ӑна ҫул-йӗр ӗҫченӗсен машини ҫапса кайнӑ. Руль умӗнчи инспектор, ахӑртнех, ача ҫине пырса кӗрес мар тесе руле пӑрнӑ та кӗрт ҫине тӑрӑннӑ. Водитель салонран тухса арҫын ачана пулӑшма хӑтланнӑ. Телее, шкул ачи аманман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Техникумра вӗренекен студенткӑна тӗрмене хупмасӑр пилӗк ҫуллӑха айӑпланӑ. Вӑл наркотике пула йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫак хӗр «вӑрттӑн вырӑнтан» 25 тӗркем синтетика наркотикӗ (пӗтӗмпе 14 грамм) илсе кайнӑ. Тепӗр кунхине вӑл вӗсене «вӑрттӑн вырӑнсене» пытарма пуҫланӑ. Ҫавӑн чухне ӑна полицейскисем ярса тытнӑ, наркотике туртса илнӗ. Ҫак кунсенче студентка суд сакки ҫине ларнӑ, ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Халӗ йӗрке хуралҫисем ҫак хура ӗҫе тата кам хутшӑннине уҫӑмалатаҫҫӗ, ҫав ҫынсене шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорт «Победа» авиакомпанин самолетне йышӑнайман. Мускаври «Внуково» аэропортран 19 сехет те 50 минутра хускалмалли рейсӑн Шупашкарта 21 сехет те 20 минутра анса лармалла пулнӑ. Мускавран вӑл 20 сехет те 4 минутра хускалнӑ, ҫавна май Шупашкарта унӑн 21 сехет те 44 минутра анса лармалла пулнӑ. Анчах аэропортра самолета йышӑнма май килмен. Пӑтӑрмахӗ тӑман вӗҫтерсе тӑнипе ҫыхӑннӑ. Шупашкарта анса ларайман енне самолетӑн Мускава ҫаврӑнса кайма тивнӗ. Унта ҫитсен икӗ авиапассажир анса юлнӑ — вӗсем каялла Шупашкара килме килӗшмен. «Победа» самолетне йышӑнмалла пирки Шупашкарти аэропорт хӑйӗн ӗҫ вӑхӑтне тӑснӑ. Самолет ҫурҫӗр иртни 34 минутра Шупашкара анса ларнӑ. Паян аэропорт унчченхи режимпах ӗҫлет. Унта рейссене йышӑнма хатӗр. Кун пирки аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ladykov_official сӑн ӳкерчӗкӗ. Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформине пуҫарнӑ хыҫҫӑн халӑх ниепле те лӑпланаймасть. Маларах ГАЗельсем йӗркесӗр хутлаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилине пӑхӑнмаҫҫӗ йышши ӳпкев сисӗнкелетчӗ. Халӗ автобус кӗтсе илме йывӑр, хулан пӗр районӗнчен теприне пӗр транспортран тепри ҫине куҫса ларсан тин ҫитме май килет тесе шавлама пуҫларӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хулан кашни районӗнче пуҫару ушкӑнӗсем йӗркелесшӗн. Вӗсен транспорта епле маршрутпа ҫӳретсен аваннине халӑх шухӑшне шута илсе пӗлтермелле. Ҫак ыйтупа раштавӑн 13-мӗшӗнче хулан виҫе районӗн администрацийӗсенче 17 сехетре пуху иртмелле. Автобуссен схемине og21.ru порталта халӑхпа сӳтсе явма палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайонта пурӑнакан ватӑ арҫын пасара тухса кайнӑ. Анчах каҫ енне те вӑл киле таврӑнман. Ҫитменнине, ҫав кун ҫил-тӑман алхаснӑ. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ – тӳрех «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрядне шӑнкӑравланӑ. Отряд хастарӗсем ҫийӗнчех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ватӑскер хулара ҫӳреме пӗлсех кайман, вӗсем мӑшӑрӗпе кунта темиҫе ҫул каялла кӑна пурӑнма куҫнӑ. Шыравҫӑсем ватӑ арҫын ҫухални пирки хальхинче «Яндекс. Такси» службӑна та пӗлтерме шутланӑ. 22 сехет те 35 минутра шӑнкӑрав ҫитнӗ: арҫынна тупнӑ, вӑл чӗрех! Ӑна «Яндекс. Такси» водителӗ тупнӑ. Хайхискер тӗттӗм, ҫын сахал ҫӳрекен чарӑнура шӑнса кайнӑ ватӑ арҫынна курнӑ та патне пынӑ, ӑна салона лартнӑ, машина кӑмакине хытӑрах янӑ. Унтан ҫухалнӑскере киле илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулинче раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн транспорт реформи пуҫланчӗ. Хулари тӳре-шара ҫавна ҫынсемшӗн тӑрӑшнипе, ҫул ҫинче ҫӳреме меллӗ пулассипе сӑлтавларӗҫ. Анчах Шупашкарта пурӑнакансенчен хӑшӗсем ку меллӗхе ӑнлансах кайманнине пӗлтереҫҫӗ — тепӗр чух транспорта 15-20 минут кӗтме тивет имӗш. Пӗр маршрутка хускалнӑ хыҫҫӑн тепри пырса чарӑннине хӑнӑхнӑ халӑха транспорт реформи килӗшмен. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт епле хутланине тӳре-шара, пурӗ 60-а яхӑн ҫын, кунсерен тӗрӗслет. Сити-менеджер хӑй те черетлӗ хутчен общество транспортне ларнӑ. Ҫула вӑл ирхи 6 сехет те 30 минутра тухса 8 сехет те 30 минутчен ҫӳренӗ. Чарӑнусенче халӑхпа калаҫнӑ. Ҫакӑн пирки Алексей Ладыков Инстаграмра пӗлтернӗ. Транспорт епле хутланине тӗрӗслесе тӑма bus.cheb сервис тата ГЛОНАСС оборудованийӗ йӗркеллӗ ӗҫлеменнипе йывӑр-мӗн. Маршрутсенче вырӑнти водительсем ҫуккине те асӑннӑ. Вӗсене автобуссен хуҫи сехетре 300-н яхӑн тенкӗ сӗнсен те лешсем ӗҫлесшӗн мар имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |