Хулара
Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнӑ. Ку «Республика тӳремӗ» чарӑну 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ. Хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ, хайхискер урине хускатайман. Салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. Хӗр пӗтӗм вӑйран туртӑнсан кӑна картлашкаран уйрӑлайнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бардюра ҫапӑннӑ. Ӑна палламан арҫын тӑма пулӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ часах ҫитнӗ те васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун выртнӑ. Халӗ хӗр троллейбуса ларма питӗ хӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 30-мӗш автомобиль ҫулӗн 4-мӗш пайӗнчен тытӑнса 3-мӗшчен тӑсӑлакан сыпӑкне тумашкӑн хатӗрленӗ проект тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, ҫула тумашкӑн ирӗк панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хыпарлать. Ҫапла майпа тӑватӑ ретлӗ автоҫул Крылов академик урамӗпе Мускав проспектне ҫыхӑнтарӗ. Вӑл Шупашкар юханшывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх кайса административлӑ ҫуртпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хушшипе иртӗ, Мускав проспектӗнчи ҫулпа тин ҫеҫ уҫнӑ кӗпер умӗнче сыпӑнӗ. Ҫул сыпӑкӗн тӑршшӗ — 0,785 километр. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, проектра ҫул хӗррине йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те палӑртнӑ. Унта шыв анмалли ҫулсем те, тротуарсем те, ҫутӑ юписем те, искусствӑллӑ ытти сооружени те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ Раштав ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. Вӑл «Ачасем асамлӑха ӗненччӗр тесе…» ятлӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ кӗнекесем пухӗҫ. Сахал тупӑшлӑ тата йышлӑ ҫемьере ӳсекен ачасене энциклопедисем, юмахсемпе калавсен, шкул программине кӗртнӗ хайлавсен пуххисене парнелӗҫ. Ачасене Ҫӗнӗ ҫулта асамлӑх пранелес килет-и? Апла лавккана кайса кӗнекен туянӑр та хулари кирек хӑш вулавӑша йӑтса пырӑр. Кӗнекесене раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче В.Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра иртекен тӗлпулура парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ачасене уяв программи кӗтет. Эсир те ҫак мероприятие хутшӑнма, хӑвӑр туяннӑ кӗнеке-парнене ачана алӑран тыттарма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать. Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ. Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер, раштавӑн 16-мӗшӗнче, Шупашкарти Мир проспектӗнче пӗр машина ачана ҫапса кайнӑ. Инкеке асӑрхакансем пӗлтернине шута илсе «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта хыпарланӑ тӑрӑх, ача ҫул урлӑ светофороӑн симӗс ҫутипе каҫнӑ. Ун ҫине О005ОО21 номерлӗ «Тойота» пырса кӗнӗ. «Антидилер» халӑх юхӑмӗ (ертӳҫи — Альберт Ильин) пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче руль умӗнчи ҫын ШӖМ ӗҫченӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Инкеке пакунлисем тишкереҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Ачана ҫапса хӑварнине хыпарланине «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «За рулем» автопортал пабликӗнче пысӑк йышпа хӗрсех сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫул урлӑ каҫнӑ чух пӑхмалла текенсем те пур, теприсем водителе ятлаҫҫӗ. Ачана пульницӑна илсе кайнӑ иккен. Анчах, пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ашшӗ-амӑшне укҫа-тенкӗ ҫеҫ кирлӗ, вӗсем ывӑлӗн сывлӑхӗ пирки шухӑшламаҫҫӗ, тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна киле илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта сахал тупӑшлӑ ҫемьесенче ӳсекен ачасене елкӑна чӗнӗҫ. Куншӑн ашшӗ-амӑшӗн укҫа тӳлемелле мар, мӗншӗн тесен ку – ыркӑмӑллӑх акцийӗ. Тӗрӗссипе, Шупашкарта социаллӑ елкӑсене вуннӑмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Кӑҫал Ленин районӗнче начар пурӑнакан ҫемьесенчи 200 ачана уява чӗнӗҫ. Мероприятие «Росток» пултарулӑх центрӗнче йӗркелӗҫ. Уява Пороскунсен ҫемйине те чӗнӗҫ, вӗсем 9 ачана воспитани параҫҫӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр вӗсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденпа чысланӑ. Социаллӑ елкӑра ачасене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ представлени пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Чӑваш Енри ҫынсем ултавҫӑсен серепине тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 59 ҫулти арҫын та шӑнман пӑр ҫине ларса юлнӑ. Пӗррехинче ун патне хӗр шӑнкӑравланӑ та укҫа тавӑрма пулӑшма шантарнӑ. Вӑл пирамидӑна хывнӑ укҫа-тенке тавӑрса пама пулӑшакан компани консультанчӗ-мӗн. Чӑнах та, унччен арҫын панкрута тухнӑ микрофинанс организацине укҫа хывнӑ пулнӑ. Хӗр нухрата тавӑрма питӗ ҫӑмӑл пулнине ӑнлантарнӑ: телефон ҫине ятарлӑ программа кӑна лартмалла. Ӑна вӑл телефон ҫине ярса панӑ. Шупашкар ҫынни йӑлтах пурнӑҫланӑ та… каллех укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Хайхискер хӗре онлайн-банка кӗмелли парольсене каланӑ. Темиҫе минутран ҫыхӑну татӑлнӑ, банк карточки ҫинчен 20 пин тенкӗ ытла «хырса» кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Хулара
Транспорт реформи... Шупашкар пуҫлӑхӗсен хулари транспортра йӗрке тӑвас шухӑш пурри пирки калаҫӑвӗ нумая тӑсӑлчӗ. Хӑвӑрт туса ирттересшӗн пулчӗҫ те анчах ӗҫ ҫӑмӑл кусмарӗ. Чӑрмантараканни самай тупӑнчӗ пулас: хӑш-пӗр маршрутсемпе килӗшӳ вӑйӗ пӗтменни те, хӑлӑх хирӗҫ пулни те… Ҫавах та кӑҫалхи раштав уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче халӑх ӗҫе ҫӗнӗлле ҫӳреме пуҫларӗ. Хам та ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе усӑ курса пӑхрӑм. Темиҫе кун автобуссемпе троллейбуссенче ярӑнса курнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ шухӑшсене сире те пӗлтерес тетӗп. Пӗрремӗшӗнчен, ман шухӑш ҫакнашкал: транспорт реформи кирлех пулнӑ пуль. Анчах ӑна мӗнле пурнӑҫлани ман кӑмӑла ҫавах каймасть. Чӑн та ҫынсем валли тӑвас тенӗ пулсан, эпӗ калӑпӑр, автобуссене темиҫе категорине ҫеҫ уйӑрнӑ пулӑттӑм. Троллейбуссене тивмӗпӗр, вӗсен ҫулне тем тесен те хӑвӑрт улӑштарма май ҫук, ҫавӑнпа сӑмах автобуссемпе маршруткӑсем ҫинчен. Пысӑк тата вӑтам автобуссемпе (пӗрремӗш ушкӑн) кашни «шӑтӑка» ярса илмелле пулнӑ, пӗчӗккисене вара (иккӗмӗш ушкӑн) — «комфорт» шайне хӑпартса. Ҫак самай тавлаштаракан иккӗмӗш ушкӑнра хӑвӑрт ҫӳрекен комфортлӑ пӗчӗк автобуссене ҫеҫ хӑварма сӗннӗ пулӑттӑм. |
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул елкине лартма ӗлкӗртӗр-и? Ҫук тӑк туянма васкӑр. Кӑҫал Шупашарта чӑрӑш пасарӗсем 14 адреспа ӗҫлӗҫ. Чӗрӗ чӑрӑшсене Ҫӗнӗ ҫул умӗн икӗ эрне сутӗҫ. Елка туянас тесен ҫак адрессемпе ҫитмелле: Гагарин урамӗ 29, Калинин урамӗ 100, Трактор тӑвакансен проспекчӗ 71, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ, Ильбеков урамӗ 7/2, Эгер бульварӗ 47, Хусанкай урамӗ 22, Афанасьев урамӗнчи суту-илӳ картишӗ, «Салют» культура керменӗ, Энтузиастсен урамӗ 31, Эльгер урамӗнчи суту-илӳ комплексӗ, Мускав проспекчӗ 40, «Ахазов урамӗ» чарӑну, «Европа» лавкка умӗнчи лапам. Палӑртмалла: пӗлтӗр чӑрӑшсене Шупашкарта 13 адреспа сутнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури «ЭКО» тулли мар яваплӑ общество ӗҫне тӗрӗсленӗ. Организаци Ҫӗнӗ Шупашкарта килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытас енӗпе ӗҫлет. Хула администрацийӗ унпа 400 чӗрчун тытмашкӑн ҫурла уйӑхӗнче килӗшӳ тунӑ. Акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: ҫурлан 13-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 13-мӗшӗччен хуҫасӑр 75 чӗрчуна тытнӑ, вӗсене ҫавӑнтах яланлӑхах ҫывратса янӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх вара, йытӑсемпе кушаксене вӑхӑтлӑх пункта илсе ҫитермен. Килӗшӳре те кун пирки ҫырман-мӗн. Чӗрчунсене вӗлерни – саккуна пӑсни, тен, йытӑ е кушак килтен тухса тарнӑ, ӑна хуҫи шырать? Прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ, кун хыҫҫӑн организацие ҫапкаланчӑк чӗрчунсене тытма чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |