Хулара
Шупашкара автономлӑ майпа ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбуса илсе килнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, ҫӗнӗ йышшискере республикӑн тп хулине кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче трейлерпа илсе ҫитернӗччӗ. Автономлӑ майпа ҫӳрекен троллейбуссем Шупашкарта пулӗ пиллӗкӗн пулӗҫ. Вӗсене «Садовӑй» микрорайона ҫӳремелле. 10-мӗш маршрут чарӑнӑвӗсем ҫапларах пулӗҫ: «Чукун ҫул» – «Николаев урамӗ» – Колхоз пасарӗ» — «Ю. Фучик урамӗ» — «Б. Хмельницкий урамӗ», кайран троллейбус автономилле майпа «9-мӗш шкул» — «Кошкино» — «Айхи проспекчӗ» — «Дементьев урамӗ» чарӑнуене ҫитсе каялла ҫаврӑнса килӗ. Троллейбуса 100 ҫын вырнаҫайӗ, ҫав шутран 29 вырӑнӗ — тӑрса пыракан пассажирсем валли. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан арҫын икӗ кӗленче хӗрлӗ эрех вӑрланӑшӑн колоние лекнӗ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 1 ҫул та 7 уйӑх ирттерӗ. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хайхи арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Пятерочка» лавккана кӗнӗ те сентре ҫинчен икӗ кӗленче хӗрлӗ эрех йӑтса касса умӗнчен тухса кайнӑ. Сутуҫӑсем таваршӑн тӳлемелли пирки асӑрхаттарсан вӑл хӑнк та туман. Тӑкак 237 тенкӗпе танлашнӑ Каярахпа арҫын эрех тӑкакне саплаштарнӑ, хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те административлӑ майпа явап тытнине тата ӑна тепӗр преступленишӗн тӗрмене хупмасӑр айӑпланине шута илнӗ. Хальхинче арҫынна колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти механикӑпа технологи колледжӗн экс-директорне суд тунӑ. Ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2014 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак директор техникумра вӗренмен выпускниксен даннӑйӗсене кӗртсе документ алӑ пуснӑ. Суя документра палӑртнӑ тӑрӑх, техникумран слесарь квалификацине илнӗ 22 ҫын вӗренсе тухнӑ-мӗн. Анчах вӗсем ҫак вӗренӳ заведенийӗнче пӗр кун та ӑс пухман. Следстви пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, директор преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Ҫак ӗҫпе 50 ытла кӳнтеленрен ыйтса пӗлнӗ. Нумаях пулмасть судья приговор вуланӑ: техникумӑн экс-директорӗ унччен судпа айӑпланманнине шута илсе ӑна 40 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Сар.ru сӑнӗ Шупашкарти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫсӗр ҫынсене «Промтрактор-Промлит» савутри пушӑ вакансисене сӗнет. Паянхи кун тӗлне центр специалисчӗсем ӗҫ шыракан 1150 ҫынна ҫак предприятире вӑй хума май пуррине пӗлтернӗ. Паллах, вӗсем унта ӗҫлеме пултарнине шута илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫлев министерстви хыпарлать. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр специалисчӗсем хула ҫыннисене тулли мар яваплӑ «Промтрактор-Промлит» пӗрлӗхӗн кадрсемпе ӗҫлекен служби панӑ хыпар-хӑнарпа паллаштарать, консультацие йыхравлать. Паянхи кун тӗлне вӗсем тӗп хулара пурӑнакан 254 ҫынна предприятие калаҫу тухма янӑ. Хальхи вӑхӑтра савутра огнеупорщиксем, обрубщиксем, машинӑпа форма тӑвакан стерженщиксем, машинӑпа форма тӑвакан формовщиксем, земледелсем, форма пухакансем тата термистсем ытларах кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Юлашки вӑхӑтра юр нумай хӳтерчӗ. Сире тем ҫӳллӗш кӗртсем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-и? Ара, хӑш-пӗр вырӑнта юра вӑхӑтра тасатмаҫҫӗ. «Кахал» управляющи компанийӗсемпе кӗрешме Шупашкар хула администрацийӗ акци пуҫарнӑ, вӑл «Стоп-кӗрт» ятлӑ. Сирӗн кил умӗнче ҫакнашкал ӳкерчӗк пулсан пӗр тӑхтамасӑр ӑна сӑн ӳкерӗр те stopsugrob@gmail.com элекронлӑ почтӑна ярӑр. Унта хӑҫан тата ӑҫта ӳкернине палӑртӑр. Хурав яма шантараҫҫӗ: юртан тасатнӑ лапама сӑн ӳкерсе ярӗҫ. Шел те, чылай чухне ҫул хӗррипе лартса тухнӑ машинӑсем юр хырма чӑрмантараҫҫӗ. Управляющи компанийӗ юр тасатасси пирки маларах пӗлтерсе хутсем ҫыпӑҫтарать, анчах ҫакна пур водитель те шута илмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтесе ку таранччен тӳлевсӗрех кайса курма май пурччӗ – чӗрчунсем валли чӑрӑш илсе килсе памалла кӑначчӗ. Ара, ҫынсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн симӗс йӗплӗ йывӑҫа урама тухса ывӑтиччен зоокӗтесе килсе панӑ. Акцие нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ирттерессине пӗлтернӗччӗ. Анчах акци палӑртнӑ вӑхӑтран маларах вӗҫленнӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен чӑрӑшсем типме пуҫланӑ, унашкаллисем вара чӗрчунсемшӗн юрӑхсӑр. Ҫапла пӗлтерет А.Г.Николаев ячӗллӗ парк администрацийӗ (унта «Ковчег» зоокӗтес вырнаҫнӑ). Палӑртмалла: акци вӑхӑтӗнче ҫынсем 147 йывӑҫ килсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шӑмат кун, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти 32-мӗш маршрута автобуссем йышӑннӑ. Асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекенсене пурӗ 15 МАЗ-206 турттарӗ. 32-мӗш номерлӗ транспорт «Машина тӑвакан техникум — Чантӑр» маршуртпа хутлать. Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑтам класлӑ транспорта 72 пассажир таран лартма май килет. Унчченхисем 27 пассажир вырӑнӗллӗ пулнӑ. Автобус «Университет-2» микрорайонти Ф. Лукин урамне ҫитет. Чантӑра каякан автоубссене симӗс таблицӑпа палӑртнӑ. Автобуссем 12-15 минутра пӗрре хутлаҫҫӗ. Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкарти 33, 35, 42, 46, 52-мӗш маршрутсенче те автобуссем ҫӳреме тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта вырнаҫнӑ Регионсен хушшинчи суту-илӳ центрӗн (ӑна МТВ-Центр тесен халӑх лайӑхрах пӗлет) хуҫи улшӑннӑ. Ӑна Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн депутачӗн Владислав Кригерӑн ҫемйи туяннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-портал пӗлтерет. Хайхи ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӳ комплексӗ сахалтан та 2 миллиарда яхӑн тенкӗпе сутӑннӑ. Ҫапла майпа тулли мар яваплӑ «МТВ 21» пӗрлӗх, «МТВ-Центрпа» хуҫаланаканскер, харпӑрлӑхҫине улӑштарнӑ. «Контур. Фокус» тытӑмра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗрлӗх капиталӗ 100 проценчӗпех Лидия Кригер аллинче. Лидия Кригер вара Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн чи пуян депутачӗн Владислав Кригерӑн амӑшӗ. Палӑртса хӑвармалла, унччен «МТВ 21» Питӗрти «Бст Центр» пӗрлӗхӗн тата «Санкт-Петербург» лизинг компанийӗн учредителӗн Ирина Беликӑн пулнӑ. Николай Герасиовӑн суту-илӳ комплексӗ панкрута тухсан «МТВ-Центр» «Санкт-Петербург» банка пӑхӑнакан предприяти аллине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Улатӑрти сивӗтмӗш савучӗ панкрута тухнӑ. Хайхи предприятин темиҫе милллион тенкӗлӗх парӑм капланнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ сивӗтмӗшсем кӑларакан савут пакрута тухнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн учредителӗ — тӑван республикӑн харпӑрлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Савутӑн, тӗпрен илсен, «Газпром межрегионгаз Чебоксары», «Электроприбор» савут тата ытти предприяти умӗнче 26 миллион тенкӗ ытла парӑм пухӑнса кайнӑ. Палӑртса хӑвармалла, хальхи вӑхӑтра конкурс ӗҫӗ-хӗлӗ пырать, вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, савутӑн тӗп директорне те ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Григорий Артемьев тунӑ сӑн Шупашкара автономлӑ майпа ҫӳрекен пӗрремӗш троллейбус ҫитнӗ. Ӑна паян, кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, трейлерпа илсе ҫитернӗ. Ҫӗнӗ троллейбуса ҫӗнӗ маршрутпа ярӗҫ. 10-мӗш маршрут «Садовый» микрорайонпа хулан тӗп урамӗсене ҫыхӑнтарӗ. Шупашкарта пӗтӗмпе кунашкал пилӗк троллейбус ямалла. Хула троллейбуссене икӗ ҫуллӑх лизингпа 57 миллион тенкӗлӗх туяннӑ. Пӗр троллейбус валли хыснаран 11,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунашкал транспорт электричествӑсӑр ҫӳрет, ӑна подзарядка ҫеҫ тумалла. Хальлӗхе ҫӗнӗ транспорта 1-мӗш троллейбус депоне лартнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата Григорий Артемьев халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михаил Сениэль, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫачӗ тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |